Выльăх усраканăн тути çуллă
Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕпе Ирина Горшковăпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пĕлтĕр мĕнле аталанни çинчен калаçатпăр. Çулталăк вĕçленнĕ, пĕтĕмлетÿ тума вăхăт-çке. Итлетĕп те тĕлĕнетĕп: ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕсем ÿснĕ, темиçе инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ... Пурте аван. "Уксахлакан хуçалăхсем çук-им районта?" – тĕпчетĕп эпĕ. Кăсăкланма сăлтав пур: ара, хальччен хам ĕçлесе пурăннă тăрăхра чипер, йĕркеллĕ хуçалăхсен шучĕ иккĕ-виççĕрен иртместчĕ, ыттисем аран кăна "сывлатчĕç". "Экономика тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем пур-ха. Кăçал вĕсене аталану çулĕ çине кăларасшăн. Пĕтме памăпăр", – тет специалист.
– Ирина Ильинична, "хуçалăхсене пĕтме памастпăр" терĕр те – апла район администрацийĕ вĕсен ертÿçисемпе пит тачă ĕçлет. Унсăрăн çитĕнÿ тума йывăртарах пулĕ.
– Вĕсемпе, чăн та, пухусемпе канашлусенче те, кашнине уйрăммăн чĕнсе те калаçатпăр. Вăй-хала хакласа тĕллевсем палăртатпăр. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр мĕн тума йышăннă, çавна пĕтĕмпех пурнăçланă темелле. Акă ĕнер кăна фермерсене пуçтарнăччĕ-ха: ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштартăмăр, конкурссене хутшăнса грант çĕнсе илме май пурри çинчен каласа кăтартрăмăр тата ытти те. Пухăва пынисем ятарлă конкурссене хутшăнас кăмăллă. Ку тĕлĕшпе вĕсем çулсеренех хастар. Çирĕм çын таран документсем тăратни те пулнă. Харăсах çакăн чухлĕ çын çĕнтереймест, паллах. Çапах та виçĕм çул та, пĕлтĕр те фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшмалли программăпа килĕшÿллĕн 3-шер çын, çемье фермине аталантармалли программăпа 1-ер çын гранта тивĕçрĕç.
– Эпĕ ăнланнă тăрăх – вĕсем пурте выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес çула суйласа илнĕ. Çакă отрасль тупăшлине пĕлтерет -ши?
– Çапла. Сĕт сăвассипе те, аш туса илессипе те, выльăх самăртассипе те пĕлтĕр кăтартусене ÿстернĕ (2012 çулпа танлаштарсан). Сăвакан ĕне йышĕ кăна çулталăкра ял хуçалăх предприятийĕсенче (фермер хуçалăхĕсене шутламасăр) 500 пуç ÿснĕ. "Прогресс", "Энтепе", "Победа" тата ытти пĕрлешÿсем ку йыша пуянлатнă, ăратлă выльăх туяннă. Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр кăна темелле, "Прогресс" хуçалăх тата 80 пуç выльăх илсе килчĕ.
Çулталăка район 8033 пуç мăйракаллă шултра выльăхпа пуçларĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту 7627 пуçпа танлашнă. Сăвакан ĕнесен шутне 3017 пуçа çитернĕ. Сĕт производстви уйрăмах тупăшлă. Хуçалăхсем патшалăх пулăшăвне – субсидие – тивĕçессишĕн ăмăртмалла тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул ăна районти 18 ял хуçалăх предприятийĕнчен 15-ĕшĕ илнĕ, пĕтĕмĕшле 20 млн тенкĕлĕх. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5197 кг сĕт суса илнĕ. "Победа" пĕрлешÿре – 7085 кг.
Юлашки тапхăрта сĕт хакĕ ÿсни хавхалантарать. Хальхи вăхăтра чи паха сĕте Патăрьелне 22 тенкĕпе ăсатаççĕ. Пĕлтĕр сутнă сĕтĕн 70 проценчĕ чи паха сортпа ăсаннă.
– Кивĕ, çурма юхăнчăк фермăсенче тупăш илеймĕн. Çакна лайăх ăнланатпăр ĕнтĕ.
– Çулсерен пĕр-икĕ хуçалăхра фермăсене юсатпăр, çĕнететпĕр. Инвестици проекчĕсене хутшăнни ку ĕçе самай вăйлатма пулăшать. Пĕлтĕр акă "Энтепе" тулли мар яваплă пĕрлешÿре çĕнĕ ферма тунă. "Урожай", "Эмметево", "Победа" пĕрлешÿсенчи, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнчи выльăх-чĕрлĕх фермисене юсанă, çуллахи лагерьсенче сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă...
– Ферма витисенче мăйракаллă шултра выльăхсăр пуçне сысна нăриклетнине илтме пулать-и тата? Усал чир, "африка чуми" текенскер, сарăласси шиклентернĕрен унăн йышĕ чакать теççĕ. Хăш-пĕр районти ял хуçалăх предприятийĕсенче сысна пачах юлман темелле.
– Маларахри çулсемпе танлаштарсан пирĕн районта та вĕсен йышĕ чакнă. Çапах та çичĕ хуçалăхра усраççĕ. Паянхи кун тĕлне – 9616 пуç. Ытларах пайĕ ăратлă сысна ĕрчетессипе ĕçлекен "Прогресс" хуçалăхра – 5370 пуç. Республикăра "Ландрас" йăха ĕрчетекен пĕртен-пĕр хуçалăх вăл. Сăмах май, районта ăратлă выльăха "Комбайн" кооператив та тытать. Кунта мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетеççĕ.
Эсир асăннă усал чиртен хÿтĕленсе ферма таврашĕнчи 5 çухрăмлă зонăра халăх сысна усрамасть. Ял тăрăхĕсенче сысна йышĕ чакни çакăнпа та çыхăннă. Çапах та ку таврара пурăнакансем сысна тытайманшăн пăшăрханмаççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ "Прогресс" туянма кăмăл тăвакансене сысна сутать.
– Эсир хăвăр та "Прогресс" пĕрлешÿре ÿссе çитĕннĕ специалист тенине илтрĕм. Апла паха опыт пухнă. Район администрацийĕнче çулталăк ĕçлетĕр. Шаннипе чĕнсе илнĕ ĕнтĕ сире. Ăнăçу пултăр, выльăх йышĕ хушăнсах пытăр. Выльăх усраканăн тути çуллă теççĕ.
Ирина Никитина.