Комментари хушас

29 Кăрлач, 2014

Чемпионсен каçĕнче - чи пултаруллисем

«Росинка» физкультурăпа сиплев центрĕнче ЧР Физкультурăпа спорт министерствин 2013 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Çак сăлтавпа унта «Чемпионсен каçĕ» иртнĕ. Уява республикăри чи паллă спортсменсем, вĕсен тренерĕсем, ветерансем, спорт учрежденийĕсемпе федерацийĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Спорт хастарĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «2013 çул спорт пулăмĕсемпе пуян пулчĕ. Акă пĕрремĕш хут республикăра Универсиадăпа Олимпиада çулăмĕсен эстафетисем иртрĕç. Пирĕн спортсменсем çĕр-шыв тата тĕнче ăмăртăвĕсенчен чылай çитĕнÿпе таврăнчĕç. Чи пĕлтерĕшли - Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ ÿсни, мĕншĕн тесен спорт отраслĕнче профессионалсем ĕçлеççĕ. Олимп çулталăкĕнче те пысăк çĕнтерÿсемпе савăнтарасса шанатăп», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Михаил Васильевич Етĕрнери ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Зиновий Неопалимские «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ят панине ĕнентерекен удостоверенипе тата Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕн тренер-преподавательне Галина Маловăна РФ Олимп комитечĕн дипломĕпе чысланă. Çавăн пекех уявра ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен спартакиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсене те парнесемпе савăнтарнă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн, ЧР Физкультурăпа спорт тата Финанс министерствисен командисем, Шупашкар хула, Вăрнар тата Канаш районĕсен ĕçченĕсем малти вырăнсене йышăннă.

Чемпионсен каçĕнче чи лайăх спортсменсемпе тренерсене те палăртнă. Вĕсен йышĕнче - Италире иртнĕ хĕллехи Универсиада чемпионки, бронза призерĕ Татьяна Семенова биатлонçă тата унăн тренерĕ Анатолий Акимов, çуллахи Универсиадăра икĕ «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ Алина Прокопьевăпа /çăмăл атлетика/ унăн тренерĕ Михаил Кузнецов, студентсен ăмăртăвĕн «бронза» призерĕ Екатерина Краснова /ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/ тата РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Олимпиада Иванова. Адаптивлă спорт лауреачĕсем: Сурдлимп вăййисенчен медальсемпе таврăннă Андрей Андреев, Иван Пакин /çăмăл атлетика/ тата Анастасия Седова /бадминтон/. Вĕсен тренерĕсем Валерий Васильев, Светлана Морозова, Надежда Тонина - чи пултаруллисем. Çамрăк спортсменсен йышĕнче хăвăрт утас енĕпе Европа чемпионки тата çĕр-шыв рекордсменки Светлана Васильева, тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем Ирина Баймулкина /йывăр атлетика/ тата Максим Иванов /самбо/ палăрнă.

 

А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.