Комментари хушас

5 Нарăс, 2015

«КАПКĂН» журнал, 1 №, 2015.

«Капкăн» журналăн 2015 çулхи 1-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Çĕнĕ çул парни» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра "Çĕр ĕçĕ - наци тĕрекĕ" корреспонденци тата «Яла леçетĕп» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун йĕрки çирĕп» рубрикăра йĕрке пăсакансем çинчен критикăлла статьясем пичетленнĕ.

"Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Ах, анчах..." рубрикăсенче пирĕн хастар авторсен кулăшла хайлавĕсем çапăннă.

Çавăн пекех журналта В. Алентейĕн, И. Ерофеевăн калавĕсемпе Р. Сарпин сăвви пур.

«Инкек иккĕн, усал улттăн», «Кулăш, пулăш!», «Çапла çав» рубрикăсенчи кăсăклă материалсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.