Комментари хушас

5 Нарăс, 2015

Тĕлĕнтермĕш чĕрчун пулăшăвĕ?

Çуллахи пĕр илемлĕ кун аннепе вăрмана çырла татма кайрăмăр. Çырла вăл çулхине питех те ăнса пулнăччĕ, ял халăхĕ вăрмантан тухма та пĕлместчĕ, хĕлле валли витамин пухать, сутса кăштах укçа тума та пулать. Эпир те аннепе пĕр хутчен кайса килнипех çырлахмарăмăр, аппана татса килнĕ çырларан варени пĕçерме хушрăмăр та кăштах канса илнĕ хыççăн каçа хирĕçех татах та тепре каяс терĕмĕр: çырлан хăйĕн вăхăчĕ, ырана юлсан вăл ытларах пиçсе юрăхсăра тухма та пултарать.

Иксĕмĕр те васкаса çырла пухма пуçларăмăр. Темле пулчĕ, хам та ăнланаймарăм, карçинкка тулсан çаврăнса пăхрăм та анне ниçта та курăнмасть. Юнашарахчĕ-çке. Хытах хăраса кайрăм. Унтан аннене шырама пуçларăм. Кăшкăртăм-кăшкăртăм, вăл сас памарĕ. Малалла утрăм, татах кăшкăратăп, анчах пĕр сас-чÿ те илтĕнмест!

Утсан-утсан темĕнле кÿлĕ патне çитсе тăтăм. Кун пеккине эпĕ нихăçан та курман. Никам та курман пулĕ. Ун пирки эпĕ нумай илтнĕччĕ. Çынсем каланă тăрăх çак кÿлĕре тĕлĕнтермĕш чĕрчун пурăннă тет, вĕсем ăна тĕп тăвасшăн пулнă, анчах та вăл кÿлĕре уйăхра пĕр хутчен çеç курăннă тет, çынсене асăрхасан тÿрех шыв айне тарнă тет, çавăнпа та никам та ăна тытайман.

Каç та пула пуçларĕ, хĕвел вăрман хыçне пытанса, тулли уйăх тÿпене хăпара пуçларĕ. Эпĕ вара аннене шыраса тупаймарăм. Кÿлĕ çывăхнерех пытăм та шыв айĕнчен темĕнле чĕрчун мана хирĕç пăхнине куртăм: упа теме, упа мар, шапа теме, шапа мар, кăвак тумлă, кăвак куçлă. Унтан вăл шыв çине ишсе тухрĕ, ăшă куçĕсемпе ман çинелле пăхать. Çурçĕр çитнĕ пулсан та темшĕн пĕртте хăрамарăм, ăна тытас тесе алла тăсрăм, вăл хăраса каялла чакрĕ, анчах та темшĕн шухăшне улăштарчĕ, ман пата тепĕр хутчен çывхарчĕ те этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ. Малтанах тĕлĕнтĕм-ха, унтан ку пĕтĕмпех тĕлĕкре пулĕ терĕм, ăна вăрманта çухалса кайни çинчен каласа патăм.

- Эпĕ сана пулăшма хатĕр, анчах та эсĕ те мана пулăш, - терĕ тĕлĕнтермĕш чĕрчун.

- Вăй çитнĕ таран пулăшăп, - килĕшрĕм эпĕ.

Вăл мана хăйĕн инкекĕ çинчен каласа пачĕ. Пĕр тулли уйăхлă каç вăл хăйĕн çемйипе кÿлĕрен тинĕсе тухса каясшăн пулнă. Арăмĕпе ачисем шывран ăнăçлах тухса тинĕселле кайнă, вăл вара урине хытă ыраттарнă та çакăнтах тăрса юлнă.

- Нумай вăхăт асапланса пурăнтăм, ура тÿрленме те шутламасть, - тет вăл ассăн сывласа.

Чĕрчун ури çине уйăх çутипе пăхрăм та пÿрнинче пĕчĕк шăрпăк куртăм, пĕчĕк пулин те еплерех хытă чăрмантарнă вăл ăна! Шăрпăка асăрханса туртса кăлартăм та хайхи чĕрчунăн куçĕ-сем те, хăй те çуталчĕ, ман умра тĕксĕм кăвак тумлă тĕлĕнтермĕш мар, çутă тум тăхăнни тăрать.

- Эсĕ мана пулăшрăн, эпĕ те сана пулăшатăп, - тесе чĕрчун мана хăйĕн мăйĕ çине лартрĕ те эпир аннене шырама пуçларăмăр. Вăрман тăрăх нумаях та утмарăмăр, çырла пуçтарнă уçланкă патне çитсе тухрăмăр. Анне кунтах-çке! Вăл эпĕ çухалнине сисмен те иккен. Çумĕнче хĕрĕ çуккине курнă-ха, юнашарах пулĕ тенĕ.

Тĕлĕнтермĕш чĕрчун анне куçĕ умне курăнас темерĕ, манпа васкаса сывпуллашрĕ:

- Халĕ эпĕ те çемье патне каятăп, сывă пул, - тесе тинĕселле çил пек вĕçсе çухалчĕ.

Эпĕ аннене тĕлĕнтермĕш чĕрчунпа тĕлпулнине каласа памарăм, ăна мĕн пустуй кулянтарас. Пураксене йăтрăмăр та кĕтÿ киличчен киле ĕлкĕрес тесе ялалла васкарăмăр.

Татнă çырларан тутлă варени пĕçертĕмĕр. Хамăра валли те çитет, хăнасене сăйламалăх та пур.

Надежда УСТИНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.