Комментари хушас

5 Нарăс, 2015

Патăрьелĕнче Литература тата К.В. Иванов çулталăкĕ уçăлчĕ

Нумай пулмасть Патăрьел районĕнчи Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалланă «Тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси» семинар иртрĕ.

Семинара Патăрьел район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ тата чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен историйĕпе культурине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ йĕркелерĕ. Унта Патăрьелпе Шупашкар районĕн чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен историйĕпе культури вĕрентекенĕсем тата Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕсем Юлия Анисимовăпа Геронтий Никифоров хутшăнчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасене пĕрремĕш шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата Первомайски шкулĕн ача-пăча фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Елена Сорокина) юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Хыççăн шкулти акт залĕнче ачасемпе вĕрентекенсем пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, пĕчĕк концерт лартрĕç.

Тĕп калаçура 2014 çулта Патăрьел районĕн чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен историйĕпе культури вĕренте-кенĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр. Тăван чĕлхепе литература кунта хисепре. Çыравçăсемпе пуян районта йăлана кĕнĕ мероприятисем çулсерен ирттереççĕ: Марина Карягина, Геннадий Айхи, Раиса Сарпи вулавĕсем, «Ăслăлăх. Тĕпчев. Аталану» пултарулăх, «Уçă урок» меслетлĕх тата «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальсем, предмет олимпиади, «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă-конкурс, пултарулăх каçĕсем, «Çулталăк учителĕ» конкурс тата ыттисем те.

Патăрьел районĕнче чăваш, тутар, вырăс, ирçе-мăкшă халăхĕ пурăнать. Тутар ялĕсем темиçе те. Тĕслĕхрен, Шăнкăртан, Тутар Сăкăчĕ, Ксыл-Чишма тата ыттисем. Районăн тĕрлĕ халăхĕ те, ачисем те пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Чылайăшĕ пĕрле пĕр шкулта вĕренет. Учительсем тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарассине тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Патăрьел районĕн шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехет шутне чакарманни пире савăнтарать. Пултаруллă вĕрентекенсен йышĕнче В. Яковлева, М. Табакова, М. Мадюкова, Г. Хлебникова, С. Кулакова, Е. Сорокина тата ытти ĕçтешсем районта тата ун тулашĕнче иртекен меслетлĕх семинарĕ-сене, тĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ.

К.В. Иванов çулталăкĕнче иртекен тĕп мероприятисем, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» пултарулăх конкурсĕ тата «Илпек Микулайĕн юбилейĕпе «Хура çăкăр» роман тăрăх викторина çинчен» калаçу пулчĕ.

Литературăна тата К.В. Иванов çулталăкне халалланă «Тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси» семинара хутшăнакансем канашлăва тухăçлă вĕçлесе темиçе йышăну турĕç. Вĕсенчен чи курăмлисем, пахалăхлисем çаксем пулчĕç: шкул вĕрентĕвĕ валли халĕ тухакан кĕнекесене çĕнĕлле кăлармалла, грамматика таблицисен электронлă варианчĕ пулмалла, шкул вĕрентĕвĕнче хальхи орфографие сыхласа хăвармалла, кашни чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне компьютер обо-рудованийĕпе тивĕçтермелле, тăван ен историйĕпе культурине эрнере 1 сехет вĕрентмелле, 9 класс вĕренсе пĕтерекенсене вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче шкулта чăваш чĕлхипе экзамен тыттармалла, экзамен формине шкулăн хăйĕн суйласа илмелле.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

«Чăваш Республикин учителĕ-сен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕн ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.