Пĕчĕк çынсене илместпĕр!
Шкулта лайăх вĕреннине кура Канашри педагогика училищине заявлени кайса панă Вăрмар районĕнчи Çитмĕшри Дмитрий Егорович Егоров. Документ йышăнакансем унăн çуралнă çинчен ĕнентерекен хутне уçса пăхнă та:
- Ачам, кунта вунпиллĕк тултарнисене çеç вĕренме илеççĕ, - тенĕ кĕскен хайхискерсем.
- Пĕлетĕп, анчах манăн питĕ учитель пулас килет. Кĕçех эпĕ те вунпиллĕкре пулатăп-çке...
Лешсем унăн сăмахĕсене хăлхисене те чикмен, пĕтĕм докуменчĕсене пуçтарса каялла тыттарнă. Арçын ача ĕсĕклесех макăрма тытăннă.
- Манăн вĕренес килет! Экзаменсене тытма ирĕк парсамăр пĕрех хутчен, - йăлăннă хайхискер ниçта кайса кĕрейми.
Тинех чунĕсем çемçелнĕ йышăну комиссийĕнчисен.
- Апла хăтланса пăхсам. Тен, чăнах та телей кайăкне тытма пултаратăн, - тенĕ.
Училищĕне вĕренме кĕрес текен нумай пулнă. Пĕр вырăна сакăр ача! Çапах та Митьăна телей кайăкĕ хăйĕн çунаттипе сĕртĕнсе илнĕ. Вĕренме кĕнех!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуç-лансан Дмитрий Егоров та ытти çамрăк пекех военкомата васканă. Унта пынă пур çамрăка çара юрăхлă тенĕ, пĕр Митьăна çеç:
- Эсĕ çÿллĕшпе шит тăршшĕ кăна... Кур-ха ытти йĕкĕтсене, кашта пек тăраççĕ. Санăн та çавăн пек çитĕн-мелле... Çÿллĕ тÿпене яштака хурăн кармашнă евĕр, - тенĕ ăна.
Çакă сăмахсем питĕ кÿрентернĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăка. Апла пулин те çар комиссариатне темиçе те кайнă, вăрçа яма тархасласа ыйтнă. Пĕррехинче вара, тĕлĕнмелле пулин те, фронта кайма повестка панă.
Митьăн аслă пиччĕшĕ вăрçăра пуçне хунă, çак хыпар аллă иккĕри ашшĕне çапсах хуçнă. Чăтайман енне:
- Ывăлăмшăн тавăратăпах! - тесе çапăçу хирне тухса кайнă.
Вăрçă хыççăн шкулта та, институтра та темиçе çул вăй хунă Дмитрий Егорович. Шкул ачисемпе студентсем ăна юратса хисепленĕ.
Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче 90 çул тултарнă ветеран кăçалхи чаплă уява сумлăн кĕтсе илесшĕн.
- Çĕнтерĕве çывхартма эпир пурте тăрăшнă-çке, - тет шухăша путса.