Комментари хушас

5 Нарăс, 2015

Пире вăрçă кирлĕ мар!

Шкултан таврăннă хыççăн Настя канмалла тесе диван çине вырнаçрĕ.

- Юнтапаран Кивкаса утмалăх пур. Ывăннине ирттерме вăрçă çинчен çырнă кĕнекене пилĕк-ултă страница вуласа тухам-ха, - тесе сумкине уçрĕ.

Сасартăк кÿр- шĕре пурăнакан Лиза кинемей каласа пани аса килчĕ Настьăна. Ара, вăл та вăрçă ачи пулнă-çке.

«Шкула каяс килетчĕ. Унта кашни кун пашалу татăкĕ паратчĕç. Тăхтава кĕтме хал çитерейместĕм, ырă шăршăллăскерне урокрах пĕчĕккĕн чĕпĕте-чĕпĕте илсе чăмлаттăм. Вĕрентекен мĕн ăнлантарни хăлхана та кĕместчĕ. Киле çитсен тата мĕн астивсе пăхмалла-ши тесе пуçа вататтăм. Хăш ана çине çитсе çĕрĕк çĕрулми шырамалла-ши тесе кулянаттăм.

Чĕкеç аппа почтăра ĕçлетчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче куллен салтак çырăвĕсем валеçетчĕ. «Сирĕн ывăлăр е мăшăрăр паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ», - текен хута вуласан хăй те куçĕсем хĕреличченех макăратчĕ.

Пĕр кунхине мана та ытти хĕрпе пĕрле вăрман касма тытса ячĕç. Пуçа çĕклейми ĕçлетпĕр сивĕ çанталăкра. Вутă çурса купалатпăр. Шăннипе кăвайт çумне тĕршĕнтĕм. Пăрланнă çăпата ирĕлтĕр тесе урана ăшăрах çĕрелле тĕртрĕм. Ак тамаша! Çунать манăн çăпата! Сÿн-тертĕм те малалла ĕçе пуçăнтăм. Çил-тăман тухрĕ. Кун пек çанталăкра килте çеç лармалла та.

- Лиза, çунатăн! - тенипе шартах сикрĕм.

Фуфайка çине кăвайт сиксе ÿкнĕ иккен. Самантрах хĕллехи тума юр çине хывса пăрахрăм. Шăршă пĕлменни инкек патне илсе çитерчĕ. Юнашар çынсем пулман тăк?

... - Вăрманта мĕн тăватăн? Аннÿ вилнĕ... Кай килне, - терĕç пĕр кунхине вăрман турттаракансем.

Çак хыпара илтсен йывăçа ыталаса темччен макăртăм. Кайран тарăн юра ашса киле аран çитрĕм. Пÿрт алăкне чĕтрекен аллăмсемпе уçрăм. Тĕпел кукринче икерчĕ пĕçерекен Чĕкеç аппа мана курсан ыталаса илчĕ те:

- Малашне епле пурăнăпăр? - тесе ĕсĕклерĕ.

Эпĕ те чăтайман енне вырăн çинче йăваланса макăртăм. Аннене юлашки хут курса юлаймарăм... Унăн аллисене, питне те сĕртĕнме пултараймарăм. Мĕнле пытарнине те пĕлместĕп.

Чĕкеç асли пулнă май пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиенчĕ. Вăл пирĕншĕн аттепе-анне вырăнĕнчех пулчĕ. Анчах пĕррехинче чуна ыраттармалли хыпар пĕлтĕм: аппа кÿршĕ яла качча каять.

Петя шăллăмпа иксĕмĕрех юлтăмăр. Юрать колхозран вунă куна вунă кило çăнăх параççĕ. Унсăрăн выçсах вилмелле. Çăкăр пĕçерсе çиес - нумайлăха пымасть. Шыв вĕретсе çăнăхран нимĕр тăватпăр.

Правленире ĕçлеме тытăнтăм. Ирех тăрса вутă хутаттăм. Каçпа çак çурта рабочисем радио итлеме килетчĕç. Пирус мăкăрлантарса çĕршыв хыпарĕсене итлетчĕç. Пÿрт йăлтах сĕрĕм ăшĕнчеччĕ. Тĕтĕм куçа кĕретчĕ пулин те пÿрт ăшши кăмăла çĕклетчĕ. Эпир шăллăмпа кăмака çинче выртаттăмăр. Хĕлле киле çÿремен, мĕншĕн тесен кăмака хутма вутă пулман...

Шăллăм вунулттă тултарсан ăна вăйпах Челябинска шахтăна ячĕç. Куляннипе вăйран кайрăм. Шăп çак вăхăталла аппа упăшкинчен уйрăлса икĕ ачипе тăван тăрăха таврăнчĕ. Тăваттăн пурăнма тытăнтăмăр атте-анне килĕнче.

Мускава вербовкăпа ячĕç. Аппа тăтăш çыру çырать. Яла таврăнма тархаслать. Чăтаймарăм, тепĕр икĕ çултан тăван тăрăха вĕçтерсе çитрĕм.

Картише кĕрсен шанк! хытрăм. Ĕне çÿрет картишре! Ман çине ют çын тесе пăхать пулас. Куçăмран савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Унта та кунта чăхсем чупаççĕ тата! Пирĕн çак таранччен килте ĕне мар, кушак та пулман-çке! Аппа, юратнă аппа, темле йывăр пулсан та, тăрăшнă... Ачисемшĕн те, маншăн та...

Хуçалăх çĕрĕшме тытăнчĕ. Çĕнĕ çурт лартма ĕмĕтленеттĕмĕр. Шăп çак вăхăтра Карагандари шăллăм çыру ячĕ, хăй патне куçса пыма чĕнет. Пурăнмалли вырăн та тупса пама шантарать. Чĕкеç хĕпĕртерĕ. Каятăп тет. Манăн чун туртмарĕ. Чăн та, Чĕкеç ачисемпе ют хулана тухса кайрĕ. Ĕнине мана парнелесе хăварчĕ... Ах, вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа аса илсен... Хăрушă пулса каять», - тенĕччĕ ун чухне Елизавета Федоровна Никифорова.

Аллинчи кĕнекене çÿлĕк çине хучĕ те чÿречерен картиш еннелле тинкерчĕ Настя. Вĕсен ĕнисем Милкăпа Маня симĕс утă çисе тăраннă пулас, кăмăллăн кавлесе тăраççĕ. Сурăхĕсем те лăпкăн кăна сырăш çинче çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе апатланакан çерçисем енне вашаватлăн тинкереççĕ.

- Эпир, паянхи ăру, телейлĕ... Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче те пирĕн асаннесемпе кукамайсен кар-тишĕсенче нимĕнле выльăх пулман. Паян авă сырăшра киленекен çерçи те телейлĕ. Çук, пире вăрçă кирлĕ мар, нихăçан та! Манăн яланах, ирхине куçа уçса ярсанах, кантăкран хĕвел çути кĕнине, атте-анне, тăвансен пит-куçĕн-че йăл-кулă пулнине курас килет. Тус-юлташсен те пурнăçĕ тикĕс сукмакапа чуптăрччĕ, яланах. Çапла, çапла, пире нимĕнле вăрçă та кирлĕ мар... Авă картишри ĕнесем те паянхи кунпа епле кăмăллă, хырăмĕсем тутă, вите ăшă... Кунран ытла тата мĕн кирлĕ вĕсене? - терĕ Элĕк районĕнчи Кивкасра пурăнакан Настя Максимова çаплипех куçне картиш енчен илеймесĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.