Комментари хушас

4 Нарăс, 2015

Лавккасене тĕрĕсленĕ

РФ Тĕп прокурорĕ Ю.Чайка хушăвне пурнăçласа ЧР Прокуратури Чăваш Енри суту-илÿ ĕç-хĕлне йĕркелекен патшалăх влаç органĕсемпе, федерацин потребитель прависене тата çын ырлăхне хÿтĕлекен надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе тата федерацин ветеринарипе фитосанитари надзор службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕпе пĕрле апат-çимĕç рынокĕсенче, суту-илÿ тытăмĕнчи пысăк лавккасенче хаксен йĕркеленĕвне тĕрĕсленĕ. Çавна май тĕрĕслевçĕсем чи кирлĕ апат-çимĕç сутакан 258 вырăна çитсе курнă. Вĕсен шутĕнчех «Лента», «ЭССЕН» гипермаркетсене, «Карусель», «Магнит», «Перекресток», «SPAR», «Seven» лавккасен тытăмĕсене тата ыт. те.

Вĕсем палăртнă тăрăх - федераци тытăмĕнчи, вырăнти тытăмри лавккасенче тата тытăмсăр стационарлă объектсенче ялан кирлĕ апат-çимĕç хакĕ 10-ран пуçласа 25 процент таран хакланнă. Çавăн пекех ялан кирлĕ апат-çимĕç шутне кĕрекен уйрăм таварсем ÿснине те тупса палăртнă. Вĕсем 30 процентран ытларах хакланнă. Сăмахран, Шупашкарти Калинин районĕн прокурорĕ федераци «EUROSPAR» тытăмĕн лавккинче сысна ашне 40 процент ÿстерсе сутнине асăрханă. Халĕ çак ĕçе федерацин монополие хирĕçле службăн Чăваш Республикинчи управленийĕ тĕрĕслет. Вăлах монополилĕхе хирĕçле саккунсене пăсни тĕлĕшпе ĕç пуçарĕ.

Муркаш район прокурорĕ Мăн Сĕнтĕр райпо лавккинче çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ услам çу сутнине тупса палăртнă. Ку тĕлĕшпе лавкка ертÿçи пирки административлă право нормисене пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă, Мăн Сĕнтĕр райпо председательне асăрхаттарса хăварнă.

Çĕнĕ Шупашкарти «ЭССЕН» гипермаркета тĕрĕсленĕ май прокурор карантин свидетельствисĕр Чилирен тата Перуран илсе килнĕ 1,5 тонна панулми сутнине тупса палăртнă. Ку тĕлĕшпе те административлă право нормисене пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă.

Республикăри прокуратура органĕсем асăннă сферăра пĕтĕмпе саккуна пăснă 56 тĕслĕх тупса палăртнă. 7-шне асăрхаттарса хăварнă, 32-шĕ тĕлĕшпе административлă право нормисене пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Вĕсене çитес вăхăтра пăхса тухĕç.

Тĕрĕслев ĕçĕ малалла тăсăлать.

ЧР прокуратура пресс-служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.