Комментари хушас

4 Нарăс, 2015

Шупашкарта нихçанхинчен ытларах çурт-йĕр тунă

Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство организацийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Отрасль ĕçченĕсене вăл ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.

«Эпир çĕнĕ предприятисем уçрăмăр. Эпĕ çĕнĕ проектсемпе мăнаçланатăп, эсир республика рынокĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те усă куракан таварсем туса кăларатăр. Шансах тăратăп: ку таранччен пухнă опыт сире паянхи ансатах мар лару-тăрура аталанма тата тавара вырнаçтарма хушма мелсем тупмашкăн пулăшĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.

Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Чăваш Республикин строительство комплексĕн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малалла аталанмалли малашлăх çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта республикăра строительство енĕпе 36,15 млрд тенкĕлĕх ĕç тунă, çакă 2013 çулхинчен 1,86 млрд тенкĕ ытларах.

«СУОР», «СУ-Инкост», «Старко фирма», «СМУ-58», «СМУ-56», «СУ-20» тулли мар яваплă обществăсенче, «Стройтрест / 3» акционерсен хупă обществисенче строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшне ÿстернĕ.

Предприятисем хăйсем туса кăларнă таварсене 8,5 млрд тенкĕлĕх ăсатнă, металл мар минерал продукчĕсем хатĕрлес енĕпе ĕçсем пурнăçланă, пулăшу ĕçĕсем панă, çакă 2013 çулăн 112%-пе танлашать.

862,1 пин тăваткал метр лаптăк пурăнмалли çурт-йĕр хута янă /2013 çул шайĕн 103%/. Пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче çав-çавах малта. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх кашни çын пуçне 0,696 тăваткал метр хута янă, федерацин Атăлçи округĕнче ку кăтарту вăтамран 0,566 тăваткал метрпа танлашать. 2014 çулта республикăра 458 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр /2013 çул шайĕнчен 125%/ хута янă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - пĕрле килĕштерсе ĕçленипе республика тĕп хулинче нихçанхинчен те ытларах пурăнмалли çурт-йĕр хăпартма май килнĕ.

«Экономикăри тăнăçсăрлăх унăн малашнехи аталанăвне витĕм кÿретех», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавна май влаçăн тата бизнесăн хăйсен татăклă утăмĕсене палăртмалла. Влаç органĕсем строительство комплексне малашне те тĕрлĕ енĕпе пулăшасшăн.

Канашлура строительство организацийĕсен ертÿçисем тухса калаçнă, объектсем тума тата ĕçе кĕртме ирĕк паракан документсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Банк тытăмĕсен ертÿçисем инвестици проекчĕсене пурнăçлама строительство комплексĕн организацийĕсене кредит тата уйрăм çынсене çурт-йĕр тума ипотека кредичĕ памалли условисемпе паллаштарнă.

 

А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.