Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Илем тĕнчи - чун уççи

Халăхра "Вĕсем пĕр-пĕрне куçран пăхса çур сăмахранах ăнланаççĕ" текен мăшăрсене курсан яланах савăнатăн. "Ытларахчĕ çакнашкал кил-йыш. Пурнăç ăшăрах, илемлĕрех пулĕччĕ. Тĕслĕх илччĕр вĕсенчен ыттисем, ырăланччăр", - тетĕн чĕререн.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк ялĕнче пурăнакан Анатолий Александровичпа Ирина Владимировна Артюшкинсем те хăйсен ырă та пархатарлă ĕçĕпе ял-йыша савăнтарса хисепе кĕнĕ.

Кил хуçи 1975 çулта çак тăрăхри Хватукассинче çуралнă. Мишеркасси вăтам шкулĕ хыççăн ДОСААФра водитель профессине алла илнĕ, ят тухсан Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пантьăк шкулĕнче ачасене черчени, технологи, ÿкерÿ предмечĕсене вĕрентнĕ. Шел те, пĕлÿ илекен йыш çулсерен сахалланнăран педагогсен штатне чакарнă. Анатолий Александрович çавăн чух ĕçсĕр тăрса юлнă. Пурăна киле шкула вуçех хупнă.

Вăл вăхăтра А.Артюшкин авланнă ĕнтĕ, мăшăрĕ ăна хĕрпе ывăл парнеленĕ. Алă усса ларсан пурнăç каймасть, мĕн те пулин шухăшласа кăлармаллах. Кĕтмен йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре Иринăпа Анатолий яланхи пекех пĕрле канашласа палăртнă. Кил хуçи, ашшĕ пекех, ылтăн алăллă, йывăç каскаласси уншăн чун киленĕçĕ пулнине мăшăрĕ аван пĕлнĕ, çавăнпа çемье пуçĕ пултарулăх ĕçĕпех пурнăçа сыпăнтармалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илессе шаннă.

- Опыт пухас тĕллевпе Çĕнĕ Шупашкарти пĕр предприятие ятарласа вĕренме кайрăм. Ăна уйрăм çын 2000 çулта уçнă. Çур çула яхăн столяр-станочник пултăм, - тет Анатолий Александрович. Пĕлĕве тарăнлатни ăна çурт тунă чухне нухрат перекетлеме май парать. Алăк, еврочÿрече, сĕтел-пукан... - ăста аллине пурте парăнать.

- Чăнласах та маттур вăл. Куравсем ирттерме пулăшать, стендсем туса парать, - мухтаймасăр чăтаймарĕ Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Музяков. - Çурт-йĕр хатĕрне сутлăх та тăвать. Саккас паракан тупăнсах тăрать. Илем тĕнчипе туслă çемье çинчен ыррине çеç калама пултаратăп.

Еккине янă чухне Анатолий Александрович мольберт умне тăрать, картинăна малалла ÿкернĕ май çĕнĕ тĕссемпе пуянлатать. Ăна вăл укçашăн çеç те мар, чылай чухне чун киленĕçĕшĕн, илем тĕнчине чĕрипе парăннăран хавхаланса ÿкерет. Мăшăрĕ, паллах, пултарнă таран пулăшать. Хăшĕ-пĕри тата кăмăла каякан сăнарсем ăсталама ятарласа саккас парать.

Çĕнĕ çурт тума укçа-тенкĕ кирлĕрен вăл пĕр вăхăт пайтаçăра та вăй хунă, анчах сывлăхĕ хавшанине туйса çак ĕçе вуçех пăрахнă. Хыпаланмасть, аллине пăсмасть, унăн шухăшĕпе - çиччĕ виçсе пĕрре каснă евĕр тĕплĕн шухăшласа пусăрăнса вăй хунине нимĕн те çитмест. Çавăнпах-тăр туса пама айккинчен ыйтакансем тупăнсах тăраççĕ.

Илем тĕнчипе ачисем те туслă. Женя 7-мĕш, Кирилл 5-мĕш классенче вĕренеççĕ. Хĕрĕ - çыхма, ывăлĕ ура хуçса ташлама кăмăллаççĕ. Кĕвĕ-çемĕ иккĕшне те тыткăнлать.

Ирина Владимировна вара сĕтел хушшине сăпайлăн вырнаçакан йыша вĕри духовкăран тин çеç кăларнă кукăльпе сăйлама ухута. Тутлă çимĕçе пурте юратса çиеççĕ.

В.ВАЛЕНТИНОВ.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.