Комментари хушас

3 Нарăс, 2015

Мехел те, хевте те çитмест-шим?

Тани Юн /Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухне - Бурашникова/ - чăвашсен пĕрремĕш киноактриси

Çапла, пĕрремĕшĕ... Иккĕмĕшĕ, виççĕмĕшĕ... - çук вĕсем. Тани Юн вăхăтĕнче те, халĕ те... Ăна та питĕ канăçсăрлантарнă, шухăшлаттарнă çакă. «Чăнах та, ăçта эсир чăваш халăхĕн чипер хĕрĕсем? Хастар каччисем? Эпир кинора ĕçлеме пуçланăранпа часах çур ĕмĕр çитет ĕнтĕ, - çырнă вăл хăйĕн асаилĕвĕсенче. - Çав хушăра кинопа интересленекен пĕр çын та çитĕнмен-ши?»

 

«...Пăхатăп та... эпĕ - телейлĕ. Тен, ĕмĕтсем пурте пурнăçланаймарĕç пуль. Кÿренмеллисем те, хурланмаллисем те сахал мар пулчĕç манă н пурнăçра. Çапах та - телейлĕ! Мĕншĕн тесен эпĕ - актриса. Актриса! Шутлăр-ха хăвăрах: ĕлĕк чăваш хĕрарăмĕ ун пеккине ĕмĕтленме мар, пĕлмен те вăл ята. Ак эпĕ театрта кăна мар, кинокартинăсенче те вылянă. Эп вылякан спектакльсене, киносене куракансем тăвăллăн алă çупса ырланине хам та сахал мар илтнĕ. Апла пулсан эпĕ çынсемшĕн питĕ кирлĕ ĕç тунă, вĕсене, çĕнĕ пурнăç тăвакансене, сахал мар ырăпа хавхалантарнă. Çакă мар-и ĕнтĕ пурнăçри чăн-чăн телей?!»

Тани Юн.

Кинопа кăсăкланаканĕсем те, ăна юратса пăхаканĕсем те, паллах, пур-ха ĕнтĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен варринче Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский тата унăн шанчăклă тусĕ, мăшăрĕ Тани Юн тунă ĕçе çĕнĕрен чăнласа чĕртсе яма мехел те, хевте те çитерейместпĕр-ха хальлĕхе.

Мĕнле ĕçсем тунă пулнă! 1905 çулхи Исмел пăлхавĕ пулнăранпа 20 çул çитнĕ май Иоаким Степановича ун çинчен пьеса çырма хушнă. Сценарие çирĕплетме Кошкинский Мускава кайнă. Комисси председателĕ СССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ Михаил Калинин пулнă. Çапла çуралнă чăвашсен пĕрремĕш илемлĕ фильмĕ - «Атăл пăлхавçисем».

1926 çулхи çуркунне картинăна Совет Союзĕнчи кинотеатрсенче кăтартма пуçланă. Тани Юн унта Исмел пасарĕнчи хĕрарăма вылянă.

Иккĕмĕш фильм - «Сарпике». Унăн сценарине Кошкинский вырăссен паллă çыравçин Гарин-Михайловскин «Зора» юмахĕ тăрăх çырнă. Тĕп рольте - Тани Юн. «Сарпикене» каярахпа «Чапаев» фильма ÿкерсе чапа тухнă паллă режиссерсем Георгипе Сергей Васильевсем монтажланă.

Виççĕмĕш фильм - «Хура юпа». «Ман валли те сахал мар терт тупăнчĕ ун чухне, - çапла аса илет киноактриса. - Çулла ÿкермелли сценăна темшĕн хăварчĕç те кĕр пуçлансан тин ĕçе тытăнчĕç... Манăн Атăл урлă ишсе каçмалла-çке-ха. Çав сценăна сивĕ шывра ÿкерме тиврĕ... Кинора кадра пĕрре ÿкернипе çырлахмаççĕ, кашнинчех темиçе хут, тĕрлĕ енчен ÿкереççĕ. Хам пурнăçра унашкал шăнса кÿтнине урăх астумастăп та...»

«Хура юпана» пуçласа Мускаври тĕп кинотеатрта кăтартнă, унтан вăл çĕршывра çеç мар, тĕнчипех кĕрлесе каять.

«Атăл çинчи тăвăл» /малтанхи ячĕ - «Ял», 1928/ кинокартинăра Тани Юн - пурнăçа юратакан Марье. Унăн сăнĕ кăшт каярах нимĕç журналĕн хуплашкине илемлетет.

Хальхи чăваш хĕрĕсем «апайка» сăмах мĕне пĕлтернине пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах та Шупашкарти, Хусанти, Чĕмпĕрти мещенсем чăваш пикисенчен «апайка» тесе кулнă. «Апайкăри» /тепĕр ячĕ - «Прачка», 1929/ Таиса хăюллă та хастар хĕр. Ăна, паллах, Тани Юн калăпланă. Картинăна пĕтĕмпе тенĕ пекех Хусанта, ун таврашĕнче ÿкернĕ, павильонри сценăсене - Мускавра. Фильм режиссерĕ - И.Максимов-Кошкинский.

Асăннă ĕçе пуçласа Мускаври чи пысăк «Космос» кинотеатрта кăтартнă. Унти пысăк экран çине кăларакан картинăсене «боевик» тенĕ. Пирĕн «Апайка» та «боевиксен» ретĕнче тăнă. Çакă «Чăвашкиношăн» та, унта ÿкерĕнекенĕсемшĕн те пысăк чыс пулнă.

1929-1930 çулсенче ялсенче колхозсем чăмăртанма тытăннă. «Чăвашкино» та çав пулăмран аякра тăма пултарайман ĕнтĕ. И.Максимов-Кошкинский вырăс хаçат журналисчĕпе А.Чистяковпа «Хир хумханать» сценари çырма пикеннĕ. Картинăна ÿкерме пуçласан ятне улăштарнă, «Киремет кати» теме пуçланă.

Асăннă фильмпа ĕçленĕ чухне «Чăвашкинона» «Востоккинопа» пĕрлештернĕ. Çапла «Чăвашкино» кунçулĕ татăлнă. 1930 çулта унăн ĕçченĕсене Мускава куçарнă. Унта «Чăвашкино» материалĕсемпе усă курса тата тепĕр кинофильм - «Октябрь тивлечĕпе çуралнă Республика» - документлă ĕç ÿкернĕ.

1931 çулта «Востоккинора» чăвашла тепĕр картина тухнă. Сценарине ГИКра вĕренекен чăваш ачи, халĕ эпир пурте лайăх пĕлекен Никифор Мранька прозаик çырнă. Унăн ĕçĕ ăнăçлах пулайман, çавăнпа Кошкинские те явăçтарнă. Çапла майпа «Асту» фильм çуралнă. Питĕ ытарлă пулса тухнă-çке: ентешĕмĕрсен юлашки фильмĕн ячĕ пире астăвăмлă пулма, вĕсем тунă ĕçе манăçа кăлармалла маррине аса илтермест-и-ха?

Эпир вара? Юбилейсенче шавласа илетпĕр-ха. Ытти чухне? Шăпăртах-и? Манăçах кăларман-ха. Çапла çирĕплетсе калама сăлтав пулчĕ.

Январĕн 30-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнчи вăтам шкул çинче Татьяна Степановна Максимова-Кошкинскаяна чыс туса Асăну хăми уçрĕç. Ун умĕн, январĕн 28-мĕшĕнче - киноактрисăн çуралнă кунĕнче, ЧР Кинематографисчĕсен союзĕн ертÿлĕхĕн председателĕн Олег Цыпленковăн пуçарăвĕпе, союз хастарĕсем Илтимĕр Ефремов, Юрий Спиридонов, Алексей Иванов, Тани Юнăн çывăх тăванĕ Светлана Березкина киноактрисăн вилтăприйĕ çине çитсе килчĕç. Ушкăн çав кунах И.Максимов-Кошкинские те пуç тайрĕ.

Асăну хăмине уçма сумлă çынсем - Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, комитет ертÿçи, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ Алексей Белов, Тани Юнăн тăванĕ, вĕсен пултарулăх еткерне сыхласа хăварас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçлекен Светлана Березкина - хутшăнчĕç.

Савăнăçлă митинга районти тĕп библиотека директорĕ Нина Долгова ертсе пычĕ. Нина Арсентьевна çак шухăша палăртрĕ: Етĕрнесем хăйсен сумлă та паллă ывăл-хĕрĕсемпе тивĕçлипех мухтанаççĕ. Вĕсен ячĕсене вилĕмсĕрлетес тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. Акă, 2013 çулта Етĕрне районĕн тĕп вулавăшĕ ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ «Туслăхпа юрату кĕперĕ: Чурпай - Кăнна Кушки» проекта пурнăçа кĕртнĕ. Асăннă проекта малалла тăсса кун çути курнă та ĕнтĕ Асăну хăми. Мĕншĕн шăпах Палтайра, киноактрисăн тăван ялĕнче Чурпайра мар? Палтай - Таня Бурашниковăн пултарулăх çулне уçса панă ял. Ун çинчен Татьяна Степановна хăйĕн «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнекинче çапла çырнă: «Етĕрнере вĕреннĕ чух хам пурнăçра пĕрремĕш хут спектакль куртăм. Шкулти драмкружок Николай Мордвинов ертсе пынипе Л.Андреевăн «Пирĕн пурнăç кунĕсем» драмине лартса пачĕ. Драмкружока мана та çырăр тесе Мордвинова тархаслас шухăш та пуçа пырса кĕчĕ, анчах ăçта унта! Ун патне çывхарма та хăюлăх çитместчĕ... Юлашки класа куçсан уесри çутĕç пайĕ вĕренсе тухасса кĕтмесĕрех чăваш ачисене ялсенчи шкулсене ячĕ. Эпĕ кÿршĕри Палтая лекрĕм. Ман пуçран çаплах Етĕрнери спектакльсем тухмаççĕ. Пĕрре те пулин сцена çинче выляса курасчĕ тесе çÿретĕп. Пĕррехинче хам асап çинчен вулăсри парти организаторне Герасимов юлташа каласа патăм. «Тытăнса пăхăр, - ырларĕ ман шухăша Георгий Герасимович. Вăл ĕçе вăраха ямасăр чăваш драматургĕ Георгий Ефремов çырнă «Пуян Карук» пьесăна таçтан шыраса тупрĕ те мана вулама пачĕ».

Кăшт каярахпа Палтайри драмкружок халăх çуртĕнче «Хресченсем» драма лартнă, Тарье рольне Таня Бурашникова вылянă.

«Хресченсем» спектакль хыççăн вăл Етĕрнене таврăннă. Гимназире тата çулталăк вĕреннĕ хыççăн Мускава, унти çарпа спорт шкулне çул тытнă. 1922 çулта Шупашкара килсен тĕрлĕ учрежденире - педтехникумра, Совпартшкулта, хулари çар пайĕнче - инструкторта ĕçленĕ. Тепĕр çулхине Кошкинскипе паллашсан унăн пĕтĕм пурнăçĕ улшăннă: театр тĕнчи Таньăна нихăçан вĕçертми ярса илнĕ.

Паллах, пысăках мар тĕрленчĕкре вышкайсăр пысăк талантăн пултарулăхне уçса пама май çук. Пирĕн тĕллев: пĕрремĕшсен ĕçне, ятне упраса хăварма пулăшасси. Мĕн пурри - лайăх. Тумалли - тата нумай. ЧР Кинематографсен тинтерех çеç чăмăртаннă союзне канăçсăрлантаракан самант чылай. «Чăвашкино» 1925-1932 çулсенче ÿкернĕ фильмсем ăçта упранса юлма пултарнă? Темиçе çĕршыва ун пирки ыйтса çыру янă союз ĕçченĕсем. Грузи, Армени: «Пирĕн патăмăрта çук», - тесе хуравланă. Тен, Турцире, Кăркăсстанра е... Голливудра?

Тепĕр ыйту та канăçсăрлантарать: Шупашкарта ку тарана çитсе те Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский урамĕсем, палăкĕсем çук. Чăннипех тивĕçлĕ вĕсем çакна. Асаплă шăпа та /1937 çулта иккĕшĕ те «халăх тăшманĕ» пулса тăраççĕ/ тĕрмене лекеççĕ, тепĕр виçĕ çултан тин таса ячĕсене тавăраççĕ - хуçайман вĕсене. Театрта роль паман чухне те алла усса ларман: куçару ĕçне, унтан - драма, камит çырас ĕçе - пуçăннă Тани Юн. Ку енĕпе те ăсталăхне кăтартнă. Тĕлĕнмелле пысăк пултарулăх. Пирĕн вара вĕсен ячĕпе палăк лартма мĕн çитмест-ши?

Надежда СМИРНОВА

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.