Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

Сильвия Петровăн мулкачне тĕнчипе пĕлеççĕ

Нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире пуçланакан хĕллехи Олимп вăййисене пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чăваш Ен те тĕнчери чи пысăк ăмăртăвăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ, çакă чăваш хĕрĕн Сильвия Петровăн ячĕпе уйрăмах çыхăннă.

Сăлтавне пурте пĕлеççĕ: вăл илемлĕ, шурă мулкач ÿкернĕ. 2011 çулта унăн ĕçĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерсе Олимп талисманĕ пулса тăнă. Паян эпир кăна мар, пĕтĕм тĕнче унăн мулкачне пĕлет. Мамăк пек çемçескер, чиперскер кашни çын чунĕнче ăшă туйăм вăратать, хăйĕн пысăк та илĕртÿллĕ куçĕсемпе ырă та çĕкленÿллĕ кăмăл парнелет.

Мĕнле чĕр чун-ха вăл? «Мулкач - хĕллехи вăрманăн хастарĕ. Тусĕсем унран ялан тĕлĕнеççĕ: пур çĕре те вăл мĕнле ĕлкĕрет-ха? Мулкач Вăрман академийĕнче те лайăх паллăсемпе вĕренет, çемьен «Вăрман кÿлли» апатланмăшĕнче те амăшне пулăшать, спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмасть. Нимĕнле вăрттăнлăх та çук унăн. Мулкач сывă пурнăç йĕркине пăхăнать тата спортпа туслă, çавăн пекех вăл юрра-ташша питĕ ăста», - çырнă «Сочи-2014» талисманĕ çинчен.

Мулкач авторĕ пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче кун çути курнăскер унти тавралăх хÿхĕмлĕхĕпе киленсе ÿснĕ, çавăнпах çут çанталăк ăна ÿнерçĕ ăсталăхне панă. Виçĕ çул каялла ялти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен хĕр шурă хут çине ÿкернĕ мулкач Олимп çăлтăрĕ пуласса шухăшламан паллах. «Унăн сăнĕ ăнсăртран ÿкерĕнчĕ, çапларах е капларах пултăрччĕ тесе тĕлленмен. Кăшт хитрелетнĕ хыççăн копи турăм та конкурса ярса патăм», - аса илет Сильвия. Ун чухне вăл ытти конкурсантпа пĕрле Сочире пулса курнă, вĕсене Йĕркелÿ комитечĕн ертÿçисем тĕрлĕ парнепе чысланă, çавăн пекех Олимпиада уçăлнине килсе курма ирĕк паракан сертификат панă. Тĕрлĕ конкурсра палăрнă тата общество пурнăçне хастар хутшăннă маттур хĕр çав çулах Чăваш Ен Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ.

Пĕчĕклех ÿкерме юратаканскер паян та кашни кун аллине кăранташ тытать. Тус-тантăшне портретсем калăпласа савăнтарать, мультфильмсенчи сăнарсем унăн ÿкерчĕкĕсенче уйрăмах ăнăçлă. Вăл яппунсен аниме мелĕпе кăсăкланнине те пĕлетпĕр. Шăп çавнашкал ÿкерчĕксем кун çути кураççĕ те ĕнтĕ чăвашсем юратса вулакан «Капкăн» журналта. Тĕнчипе паллă мулкача вара хĕр тĕрлĕ енлĕ ÿкерме пултарать: акă шурă чĕр чун шарфпа е шлепкепе, акă йĕлтĕр сырса старта тухас пек, конверт çинче вăл кăвак хăюпа... Хальхи вăхăтра Сильвия Петрова Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмĕнче виççĕмĕш курсра вĕренет. Журналист ĕçне суйласа илнĕ пулин те студентка уйрăмах математика занятийĕсене кăмăлланине палăртать. Çамрăк художник дизайн енĕпе пĕлÿ илме те ĕмĕтленет. Спортпа туслă Тăвай хĕрĕ халĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Унтан вăл Сочие çула тухĕ. Çавăн пекех унăн аллинче - тĕрлĕ турнира çитсе курмалли 5 билет. Вăл биатлонçăсен тата конькипе эрешлесе ярăнакансен тупăшăвĕсене курас тĕллевлĕ.

Çак кунсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров Сильвия Петровăпа /сăн ÿкерчĕкре/ тĕл пулнă, Сочие кайса килме телейлĕ çул суннă. Студентка университет музейне Олимп талисманне парнеленĕ.


Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.