Комментари хушас

25 Кăрлач, 2014

Шашкă вырăнне... сăвăр

Çĕнĕ çул умĕн ача-пăча лавккинче халăх хĕвĕшет. Пурте тетте суйлаççĕ. Эпĕ те пони илме кĕтĕм. Мультфильм сăнарĕ хаклă: калаçаканни - 2 пин тенкĕ ытла, ахальли, алă тупанĕнчен те пĕчĕкреххи - 700 тенке яхăн. Тĕрĕссипе, хушма хатĕрĕсем - турапа тĕкĕр - кирлĕ те мар. Китайра кăларнăскерне те илмелле ĕнтĕ? Анчах хĕрĕм Хĕл Мучирен шăпах çав парнене кĕтет. Ачан кăмăлне хуçас килмерĕ... Япала пахалăхсăррине пĕлсех сутуçа укçа кăларса тыттарма лекрĕ. Сахал-и унашкал тĕслĕх? Тепрехинче конструктор туяннăччĕ. Малтан хам пуçтарса пăхма тĕв турăм. Уçса пăхрăм та тĕлĕнтĕм - хатĕре чĕркенĕ çатăрка çурăлса пĕтнĕ. Çурт çумĕнчи картана хăйĕн вырăнне лартаймарăм. Килĕшмерĕ мана çав япала. Çавăнпах теттене каялла тавăрса парасшăнччĕ - сутуçă йышăнмарĕ. Сасă хăпартса калаçнă хыççăн япалана шкапа килсе хутăм. Халĕ те тытман ăна... 500 ытла тенкĕ çилпе вĕçсе кайрĕ.

«Тетте туяннăранпа 3 çул çитнĕ-и?» - лару-тăрупа паллаштарсан кăсăкланчĕ Чăваш Республикинчи потребительсен общество учрежденийĕн юрисчĕ Андрей Васильев. Ун чухлĕ вăхăт иртмен-ха та... Апла тăк япалана каялла леçме пулать иккен. Чек сыхланса юлманни те судра выляса ярассине пĕлтермест. Кÿнтелен те ыйтăва тавар туянакана майлă татса пама пулăшĕ. Çакăн çинчен, тĕслĕхрен, пурте пĕлмеçççĕ. Ахальтен мар общество учрежденийĕн президенчĕ Наталия Степанова потребитель прави çинчен ял халăхĕпе курнăçса калаçасшăн. Малашне республикăри тĕрлĕ района çитсе тĕл пулусем йĕркелесшĕн вăл. Унсăр пуçне çак организаци ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăннине асăнмасăр иртеймĕн.

Пĕлтĕр потребительсен общество организацийĕ 45 ыйтăва суд урлă уçăмлатнă, пĕрне çеç выляса янă. «Тĕрлĕ çынпа хутшăнма тивет. Хăшĕ-пĕри кивĕ япалана та лавккана каялла тавăрса парасшăн. Вĕсен ыйтăвне мĕншĕн тивĕçтерменнине çырса ăнлантаратпăр», - каласа кăтартать президент.

Шуçса та ÿкĕн

...Паян, паллах, кăмăлсăр потребитель нумай. Тĕрĕслĕхе çиеле кăларма пулăшакансен пÿлĕмне 11 пин ытла тенкĕпе хĕллехи пушмак туяннă хĕр кĕрсе тăчĕ. Нумаях та тăхăнайман ăна - тĕпĕ çийĕнсе пĕтнĕ. Унпа урамра шуçса ÿкĕн. Хĕр шухăшланă тăрăх - ăна контрафакт тыттарса янă, мĕншĕн тесен пушмак тĕпĕнче фирма палли çук. Ахаль-махаль япалашăн камăн çавăн чухлĕ укçа кăларса хурас килтĕр?

Вăлах 1 миллион тенкĕ ытла тăракан автомашина туяннă. Малтан 150 пин тенкĕ хывнă. Анчах машинăна Шупашкара вăхăтра илсе килмен. Çакăншăн руль умĕнчи пике транспортпа сутă тăвакансенчен укçа шыраса илесшĕн. 30 пин тенкĕ шăпах хĕллехи резина илме çитĕ.

«Интернет урлă кирек мĕнле информаци тупма май пур. Автосалонсен капкăнне те лекет хăшĕ-пĕри. Йÿнĕпе машина сутма шантараççĕ те - транспорт хатĕрĕн пĕтĕмĕшле хакĕ ÿссе кайнине сиссе те юлаймастăн. Хурçă урхамах туянма урăх хулана тухса кайма та ÿркенмест халăх. Унта та ултав серепине лекесси часах», - çирĕплетет Андрей Васильев. Тĕслĕхрен, 750 пин тенкĕ вырăнне 1 миллион ытла тÿлемелле пулса тухать. Суту-илÿ килĕшĕвне темиçе хут вуласа тухмалла та çав.

 

Çынăнне мĕншĕн тытнă-ши?

Машинăллă çав хĕр хыççăн тивĕçлĕ канури хĕрарăм килсе çитрĕ. Унăн ывăлĕ хĕсметрен таврăннă. Çамрăк патшалăх службине ĕçе вырнаçасшăн. Çарта хăйне лайăх енчен кăтартнă вăл. Унччен аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Волонтерсен йышĕнче пулнă. Студент çулĕсенче хăйне килĕшекен ĕçре те ăсталăхне туптанă. Анчах... шкулта вĕреннĕ вăхăтра суд сакки çине ларни ура хурать-мĕн. Ун чухне вĕсем темиçен телефон вăрланă. Çав хĕрарăмпа та юрист чылайччен калаçрĕ, пĕлĕшĕсен пурнăçĕнчи тĕслĕхсене аса илчĕ.

 

Пахалăхсăр тавар

«Тĕрлĕ ÿсĕмри потребительсем шар кураççĕ. Çапах тивĕçлĕ канурисем тăтăшрах улталаннине палăртас килет», - ăнлантарать Наталия Валериевна. Чылай чухне пластик чÿрече, балкон рами улăштарни те савăнтармасть вĕсене. Кăлтăксенчен хăтăличчен таçта та çитме лекет ватăсен.

Пахалăхсăр тавар туянакансемпе час-часах тĕл пулма тивет Наталия Степановăн. Çĕрпÿ, Комсомольски, Патăрьел, Муркаш, Етĕрне... çыннисем ахальтен çула тухман. Йĕркеллĕ ĕçлемен техникăшăн сутуçăсенчен укçа шыраса илесшĕн вĕсем. «Япаласене экспертизăна яратпăр та ыйтăва хуçасем майлă татса параççĕ. Çак ĕçе тарăнрах тĕпчес пулать», - тет хĕрарăм.

 

Укçине илнĕ те...

Халĕ сĕтел-пукан сутакан предприниматель нумай. Çаврăнăçуллисем паллă фирма ячĕпе усă курма та именмеççĕ - унашкаллине халăх илет. Çавна май потребительсен правине хÿтĕлекен организацин ĕç хушăнсах пынине вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Татьяна Прудникова предприниматель хăйĕн хваттерне мастерскойне çавăрнă. Унта, паллах, сĕтел-пукан ăсталама йĕркеллĕ условисем çук. Çитменнине тата саккас йышăнса тултарнă, енчĕкне хулăнлатнă вăл. Анчах сĕтел-пукана вăхăтра туса паман.

 

Ытларах тÿлеме тивĕ

Хĕрарăмсем шукăль çÿреме юратаççĕ. Хĕлле шашка кĕрĕкĕ тăхăнас килет паллах. Анчах ăна специалистпа пĕрле е фирма лавккинче суйламаллине асра тытмалла. Унсăрăн сутуçăсем ним мар шăнман пăр çине лартса яраççĕ. Шашкă кĕрĕкĕ вырăнне сăвăр е кастарнă кролик тирĕнчен çĕлетнине тыттарса яраççĕ вĕсем.

Çĕнĕ Шупашкарти тепĕр тĕслĕх çинче чарăнса тăчĕ Наталия Степанова. Хыт кукар предпринимателĕн лавккинче хĕрарăм тĕпренчĕкĕ валли 600 тенкĕлĕх пушмак туяннă. Япала кăштахранах юрăхсăра тухнă. Хуçа укçана каялла тавăрса паман. 6 уйăх суд тăрăх çÿренĕ тĕрĕслĕх шыракансем. Предпринимателĕн 600 тенкĕ мар, 6 пин тенкĕ кăларса хума тивнĕ.

 

Хваттер уççи памасан

Çĕнĕ хваттере вăхăтра куçайманни те - пуçа ыраттаракан ыйту. Пурăнмалли кĕтесшĕн укçа илнĕ строительство организацийĕ ĕçе мĕншĕн вăхăтра вĕçлеймен? Çакăншăн та пая кĕрсе çурт çĕклекенсен укçа шыраса илме май пур. Потребительсен общество учрежденийĕ кунашкал тĕслĕхсене те шута илсе пырать.

 

Пăсăлнă кăлпасси ăçта сутăнать?

Республикăри районсенчен килекенсене хапăлласа йышăнаççĕ кунта. Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер çынни Шупашкарта сивĕтмĕш туяннă. Киле çитсен тин унăн алăкĕ йĕркеллĕ хупăнманнине асăрханă. Хуçа специалистсене Канашран чĕнсе илме сĕннĕ. Лешсем вара çула тухма васкаман. Çур çултан тин сивĕтмĕшпе усă курма пуçланă Тукай Мишер çынни. Потребительсен общество учрежденийĕ çине тăнипе хатĕре Шупашкара илсе килнĕ, унăн алăкне улăштарнă. Транспорт расхутне лавкка хуçи тÿленĕ.

Срокран тухнă апат-çимĕç сутнине час-часах тупса палăртаççĕ потребительсен правине хÿтĕлекенсем. Ку тĕлĕшпе Комсомольски, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи лавккасем списокра - малти вырăнта. Çав вăхăтрах Вăрмар районĕнче çакнашкал тĕслĕх куç тĕлне пулман.

Чăваш Республикинчи потребительсен общество учрежденийĕ çитес вăхăтрах тĕрлĕ рейд йĕркелеме палăртать. Çакă тавар пахалăхне тĕрĕслеме май парĕ. Тĕрĕслевçĕсемпе пĕрле «Чăваш хĕрарăмĕн» корреспонденчĕ те рейда тухма палăртать.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.