Комментари хушас

23 Кăрлач, 2015

Валерий ТУРКАЙ: Писательсĕр тата литературăсăр Раççей çук!

 Раççейре Литература çулталăкĕ пуçланчĕ. Çыравçăсемпе кĕнекесене халалланă çĕршер мероприяти, литераторăн ку чухнехи тĕнчери пĕлтерĕшне хак паракан ăслăлăх конференцийĕсем иртĕç кăçал. Хамăрăн çĕршыври писательсен проблемисемпе наци литератури еплерех аталанни пирки эпир Чăваш Республикинчи «Хыпар» Издательство çурчĕн» директорĕпе - тĕп редакторĕпе, Раççей Президенчĕн шаннă çыннипе Валерий Туркайпа калаçрăмăр.

 - 2015 çула Раççейре Литература çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çак пулăма Чăваш Енре еплерех паллă тăвĕç?

- 2015 çула Раççейре Литература çулталăкĕ тесе пĕлтернине эпĕ питĕ хавхаланса кĕтсе илтĕм.

Ку пур енчен илсен те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен литература вăл – никĕссен никĕсĕ, кирек мĕнле культурăн тĕп пайĕ. Кунсăр пуçне литература вăл - идеологи те. Вăхăт Раççее чăн-чăн патриотизмпа интернационализмăн, ырри патне туртăннин, ăна тивĕçлипе хакланин идеологийĕ питĕ кирлине хăй çирĕплетрĕ.

Чăваш Енре тата 2015 çула вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн Константин Ивановăн Çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Урăхла каласан - эпир пĕр харăсах Литература Çулталăкне те, хамăрăн аслă поэтăмăрăн - ентешĕмĕрĕн Çулталăкне те паллă тăвăпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сумлă писательсемпе тата çамрăк çыравçăсемпе тĕл пулчĕ те ĕнтĕ. Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Литературăпа Константин Иванов çулталăкĕсене уçнин церемонийĕ иртĕ. Çав кунах эпир Раççейри тĕп халăхсен - пушкăртсен, тутарсен, марисен, удмуртсен, мордвасен, комисен тата чăвашсен - поэчĕсен сăввисен пуххин презентацине ирттерĕпĕр. Ман шутпа, çакнашкал акцисем Раççейри халăхсен туслă çыхăнăвне çирĕплетме пулăшаççĕ.

- Константин Иванова сирĕн республикăрта еплерех хаклаççĕ? Сăмахран, унăн хайлавĕсене шкулсенче вĕрентеççĕ-и?

- Чăваш халăхĕ хăйĕн наци поэзийĕпе культурине яланах пысăка хурса хакланă, халĕ те хаклать. Çавăнпа та 2015 çула Константин Иванов Çулталăкĕ тесе пĕлтерни пĕртте ăнсăртран пулмарĕ. 1990 çулта аслă поэтăн çĕр çулхи юбилейне ЮНЕСКО шайĕнче паллă тунăччĕ..

Константин Иванова та, хамăрăн ытти поэтăмăра та эпир питĕ пысăка хурса хаклатпăр, вĕсен пултарулăхне юрататпăр, хайлавĕсем шкул тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен программисенче пур.

- Тĕрлĕ наци поэчĕсен хайлавĕсене вăл е ку чĕлхене куçарас тĕлĕшпе сирĕн республикăрта еплерех ĕçлеççĕ? Совет влаçĕн саманинче çав хайлавсем сумлă тиражсемпе пичетленнĕ.

- Паян çынна куçару ĕçне вăйпа кÿлĕн¬терейместĕн. Влаç органĕсемпе общественнăç ку тĕлĕшпе хăшпĕр ятарлă заказсем йĕркелеме пултараççĕ, паллах. Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Ен ытти регионтан маларах пырать пек туйăнать, чăвашла куçарса эпир Расул Гамзатова та, Мустай Карима та, Кавказ поэчĕсен антологине те пичетлерĕмĕр.

- Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен авалхи йăли-йĕркине манман-и? Кунсерен вĕсем пĕр-пĕринпе хăйсен тăван чĕлхипе калаçаççĕ-и, ку тĕлĕшпе вĕсене «тулашран» витĕм кÿрсе çынсене наци кăмăл-туйăмне уçăмлăн палăртма чăрмантармаççĕ-и?

- Чăваш Ен ку тĕлĕшпе те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ку вăл пуринчен ытла чăваш халăхĕн менталитечĕпе - пурне те ырă суннипе, тÿсĕмлĕхпе, усаллăхпа курайманлăх çуккипе - çыхăннă. Кунсăр пуçне республикăна ертсе пыракансем те кун йышши ыйтусем çине яланах тимлĕн пăхаççĕ, çавăнпа та пысăк проблемăсем çук - кашниех наци культурине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлеме тата патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарать.

Халăх пултарулăхне пĕлекен, наци çипуçне тăхăнакан çын хăйĕн хăйнеевĕрлĕхне палăртать, иртнипе пуласлăха çыхăнтаракан кĕпер пулса тăрать. Пирĕнте «юри туни», «курнăçланни» пачах та çук. Çав вăхăтрах эпир Раççейри ытти халăх культурине те питĕ пысăка хурса хаклатпăр.

- 2014 çул вĕçĕнче эсир республикăрти питех те пысăк «Хыпар» издательствăна ертсе пыма пуçларăр. Унăн тĕп редакторĕ пек чи малтанах мĕн тума палăртатăр?

- Асăннă издательство çурчĕн рулĕ умне эпĕ çак предприяти укçа-тенкĕ тĕлĕшпе пĕртте ансат мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ вăхăтра тăтăм. Манăн умĕн ĕçленĕ ертÿçĕсем хăйсем хыççăн парăмсем хăварнă. Эпĕ коллективпа пĕр чĕлхе тупассине тата республикăна ертсе пыракансем пулăшнипе чи çивĕч ыйтусене татса парассине шанатăп. Эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тата ытти ертÿçĕпе пĕрне-пĕри ăнланатпăр. Кризислă лару-тăрăва тĕплĕн тĕпчеме, 2015 çулта тумалли ĕçсен планне тума вăхăт кирлĕ, паллах.

Питĕ вăраха ямасăр «кивĕ» орфографи патне таврăнтăмăр. 1994 çулта филологсен пĕр ушкăнĕ чăваш чĕлхин орфографине улăштарас тĕлĕшпе хăйнеевĕрлĕ «эксперимент» турĕ, анчах та ăна пирĕн халăхăн ытларах пайĕ йышăнмарĕ.

Юлашки 38 çул хушшинче пĕрремĕш хут пирĕн издательство çуртĕнче Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава пулса курчĕ. Ку вăл тĕлĕнмелле ăшă тĕлпулу пулчĕ, издательство çурчĕн пÿлĕмĕсене кĕлтуса тасатрĕç. Асăннă тĕлпулура эпир, чăваш халăхĕн пултарулăх интеллигенцийĕ Раççейри православи тĕнĕпе пурăнакан пысăк халăхăн пĕр пайĕ пулнине çирĕплетрĕмĕр. Пирĕншĕн çакă калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Валерий Владимирович, паян Раççейре пултарулăх пĕрлĕхĕсем, уйрăмах писательсен союзĕсем, кризислă лару-тăрура ĕçлесе пурăннине пурте пĕлеççĕ. Совет Союзĕнче писательсен пĕртен-пĕр хăватлă пĕрлĕхлĕ союзĕ пулнă. Анчах та вăл нимех те пĕлтермен темиçе вак-тĕвек организацисем çине пайланнă.

- Ку вăл çĕршыври таса чунлă пур писателе те хумхантаракан кăткăс та йывăр ыйту. Çак проблемăна эп çын каланă тăрăх çеç пĕлместĕп, сакăр çул республикăри писательсен пĕрлĕхĕсенчен пĕрне ертсе пытăм, çине-çинех Чăваш Енре çыравçăсен пĕр организацийĕ çеç пулмалли çинчен каларăм, анчах та эпĕ каланине ун чухне илтесшĕн пулмарĕç. Шел пулин те, çакнашкал пулăм федераци шайĕнче те пур-ха. Раççей писателĕсен союзĕ çĕршыври литература общественноçĕ умĕнче ятне-сумне çухатсах пырать. Уйрăм пултаруллă çыравçăсем тавра пухăннă тĕрлĕ ушкăнсем пур.

- Тен, пултарулăх пĕрлĕхĕсен системи кивелсе çитнĕ, юрăхсăра тухнă?..

Ахăртнех, эсир тĕрĕсех калатăр пуль, тен, писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕсен системи чăнах та - анахронизм. Ун пек пулсан, калăпăр, Турцире е Эстонире писательсен союзĕсем тухăçлă ĕçленине мĕнпе ăнлантармалла? Асăннă çĕршывсенче писательсен союзĕсем пур, çав вăхăтрах вĕсем çĕр штук мар, пĕтĕм çĕршыв валли пĕрре.

Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Енри пек йĕркесĕрлĕх урăх ниçта та çук-тăр - Тутарстанра та, Пушкăртстанра та! Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пултарулăх пĕрлĕхĕсене вакланса кайма паман регионсенчен вĕренни никама та чăрмантармĕ. Сăмахран, Тутарстан ертÿçисем хăй вăхăтĕнче писательсен союзĕнчи сепаратистла юхăмсене аталанма май паман та - паян çак организаци республикăри чи сумлă обществăлла пĕрлĕхсенчен пĕри. Ăна влаç органĕсем те çине тăрсах пулăшаççĕ. Унта халăх поэчĕсемпе писателĕсене уйăхсерен тĕллевлĕ пулăшаççĕ, бюджет шучĕпе паллă авторсен темиçе томлă пуххисем пичетленеççĕ. Пирĕн Чăваш Енре писательсен союзĕсем пĕрре çеç мар, иккĕ çеç мар пулни пултарулăх организацийĕн идейине уççăнах пăсать.

- «Пултарулăх организацийĕн идейине уççăнах пăсать» тенипе мĕн каласшăн эсир?

- Çыравçăсен йышĕнче пĕрлĕх çук чухне, вĕсем кунĕн-çĕрĕн пĕр-пĕринпе хăшĕн писательсен союзĕ хисеплĕрех те лайăхрах пулнине кăтартас тĕллевпе харкашнă чухне çамрăксемпе ĕçлеме вăхăт çук. Çакă вара ырри патне илсе çитермест.

- Писателĕн ку чухнехи Раççейри вырăнĕ - еплерех-ши вăл? Совет саманинче писательсем «çынсен чунĕсен инженерĕсем» шутланнă. Ку чухнехи Раççейре сăмах ăстисен статусĕ улшăнман-ши?

- Писатель статусĕ улшăнман. Писатель, унăн пултарулăхĕ, ячĕ-сумĕ паян та кирлĕ. Çакна хам та туйсах тăратăп. Нумай çÿретĕп Раççей тăрăх - Курскра, Орелта, Липецкра, ытти регионта пулатăп, пур çĕрте те писательсем халăха кирлине куратăп. Тен, ĕлĕкхинчен те ытларах кирлĕ-тĕр вĕсем паян. Писательсĕр, литературăсăр Раççей çук! Писательсемпе поэтсемсĕр наци культури пулма пултараймасть.

- Ку тĕрĕсех пулсан паянхи тиражсем вăтамран 2-3 пин экземпляр пулнине, çакă вара писателе гонорар шучĕпе пурăнма май паманнине мĕнпе ăнлантармалла?

- Писатель ĕçне тивĕçлипе хакламалла, патшалăхăн ăна хисеплемеллех. Анчах та кашни çыравçă хăйĕн çулĕпе утать. Распутин вăл Распутин, Ганичев - Ганичев. Пĕртен-пĕр тĕрĕс сĕнÿ эпĕ, паллах, параймастăп - çын мĕнле çулпа утассине пурнăç хăй татса парать.

Тата... Эсĕ талантлă пулни ыттисем санăн умăнта парăмлине пĕлтермест-ха. Тем пек пултаруллă çыравçăн та харампыр пулма, Обломов пулма ирĕк çук. Çапах та çыравçăна писательсен организацийĕсен пулăшмаллах.

- Рынок принципĕсем, «пурнăç хăй суйласа илни» литературăра пулмалла-и?

- Çапла, çивĕч кĕрешÿре вăйлăраххи çĕнтерет теме пулать. Çав вăхăтрах çакă патшалăхăн писателе, уйрăмах пултаруллă çамрăка, шута хумалла мар, пĕтĕмĕшле литература процесне хутшăнмалла мар тенине пĕлтермест.

- Кун пек чухне хăш писателе пулăшмаллине е пулăшмалла маррине камăн татса памалла? Урăхла каласан - çакнашкал ыйту тухса тăрать, «Тÿрисем камсем?» Ку ыйтăва татса панă чухне общественнăçăн хутшăнмалла-и, е патшалăхăн кăна-и?

- Паллах, общественнăçăн ку процеса хутшăнмаллах. Анчах кунта патшалăх пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулмалла. Ман шутпа, юлашки çулсенче пирĕн çĕршыври лару-тăру ку тĕлĕшпе лайăххин еннелле чылай улшăнчĕ. Çакна эпĕ питĕ лайăх туятăп.

- Патшалăх пулăшăвĕн вара еплерех пулмалла? Дотацисем валеçсе ларни çеç, килĕшсемĕр, ыйтăва татса параймасть...

- Эсир тĕрĕсех калатăр, дотацисем валеçсе ларни çеç проблемăна татса параймĕ. Ман шутпа, шăпах федераци шайĕнчи пĕрлĕхлĕ, сумлă-хисеплĕ писательсен союзĕ, Тутарстанри çыравçăсен пĕрлĕхĕ пек ĕçлекенскер, ку ыйтăва татса пама пулăшĕ. Пĕтĕмпех культура министерстви çине тиеме май çук - писательсемпе хăй тĕллĕн ĕçлекен профессиллĕ пĕрлешÿсен, урăхла каласан - писательсен хăйсен, ĕçлемелле.

- Мĕне пула эсир хăй вăхăтĕнче поэт пулас тĕллев тытнă? Эсир пуринчен те ытларах юратакан авторсем камсем?

- Пĕлетĕр-и, «карма» текен ăнлав пур. Поэзи - манăн шăпа, ман кунçулăм. Ку тĕлĕшпе эпĕ - хамăн шăпана ĕненекен фаталист. Кун пеккине, ман шутпа, таçта çÿлте, тÿпере, татса параççĕ. Пушкин, килĕшсемĕр, Пушкин пулса çуралнă, Лермонтов - Лермонтов пулса. Çынран хăйĕнчен ытлашши нумай килмест кунта. Эпĕ ачаранпах литература пултарулăхĕпе çыхăннă, концертсенче сăвăсем вуланă, çиччĕмĕш класра сăвă вулакансен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унтан малтанхи сăввăмсем пичетленме пуçларĕç, университета вĕренме кĕтĕм, литература ĕçне кÿлĕнтĕм. Хамăн шăпана пурнăçăм çакнашкал пулса тухнăшăн тав тăватăп. Ку хĕресе йăтса утма çăмăл мар, паллах, анчах та кунтан ниçта та тараймăн.

Прозаиксенчен яланах Чехова хисепленĕ, вăл – манăн çыравçă. Унăн «Степь» повеçĕ – гениллĕ хайлав. Поэтсенчен вара ытларах Есенина юрататăп - мана вăл питĕ çывăх, маншăн питĕ хаклă. Евгений Евтушенкăна та питĕ килĕштеретĕп. Хамăрăн чăваш поэчĕсенчен эпĕ, паллах, Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшине юрататăп.

- Пирĕн йăлана кĕнĕ ыйтăвăмăр, «Раççей Президенчĕн шаннă çынни» ăнлавра эсир мĕн куратăр, еплерех хаклатăр ăна?

Кĕскен хуравлатăп, ку вăл манăн Чăваш Ен тата пĕтĕм Тăван çĕршывăм умĕнчи калама çук пысăк яваплăхăм.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.