Комментари хушас

23 Кăрлач, 2015

Эмеле - централизациленĕ майпа

Сиплев препарачĕсене централизациленĕ майпа туянса иртнĕ çул бюджетăн 112 млн тенкине перекетлеме май килнĕ.

Больницăсем кал-кал ĕçлесси эмелсен ассортименчĕпе тата вĕсем кирлĕ чухлĕ пулнипе çыхăннă. Препаратсене вăхăтра туянни республикăра пурăнакансен сывлăхне витĕм кÿрет кăна мар, тепĕр чухне пурнăçне те çăлса хăварать. Пациент хăйне юрăхлă таблеткăна е шĕвеке вăхăтра илме пултартăр тесе суту-илĕве уççăн, курăмлă тата вăхăтра ирттермелле. Чирлĕ çынна сиплеме кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни - пĕр ыйту, тепри вара - çавăнпа пĕрлех бюджет укçине перекетлеме пултарни.

Коррупципе кĕрешессине тĕпе хурса сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче сиплев препарачĕсене централизациленĕ майпа илме тытăннă. Медицина учрежденийĕсем халиччен хăйсем тавар туяннă тата пулăшушăн тÿленĕ. Пытарма кирлĕ мар, чылай чухне пысăклатнă хакпа. Халĕ вара вĕсем валли кирлĕ сиплев препарачĕсемпе, оборудованипе, медицина тĕллевлĕ хатĕрсемпе тивĕçтермелли заявкăсене пĕрлехи суту-илÿ тумашкăн пухаççĕ. Туянакан тавар калăпăшĕ ÿснĕ май курттăм хак палăрмаллах чакать. Çапла майпа перекетленет те ĕнтĕ патшалăх укçи.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пурлăхпа тата ресурспа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Наталья Маслова пĕлтернĕ тăрăх - ведомство электрон мелĕпе çулталăкра пĕр пине яхăн аукцион ирттерет.

«Эмел препарачĕсене патшалăхăн централизациленĕ суту-илĕвĕнче туянмашкăн электрон мелĕпе уçă аукционсем йĕркелетпĕр. Кун пек чухне коррупци сĕмĕ сисĕнсех каймасть, перекечĕ вара куç умĕнчех. Пĕлтĕр сиплев учрежденийĕсем валли препаратсем илсе бюджет укçине 55,7 млн тенкĕ сахалрах тăкакларăмăр, çăмăллăхçăсем валли эмел туянса - тата 56,6 млн тенкĕ. Поставщиксем тĕлĕшпе йывăрлăх сиксе тухмарĕ - эмел парса тăрас енĕпе право çĕнсе илессишĕн 50 ытла фирма тупăшрĕ», - тет вăл.

Перекетленĕ çав укçапа бюджетра финанс çитсе пыман чухне туянакан эмел калăпăшне ÿстерме май килет. Медицина оборудованийĕпе техникине юсанă, каяшсене утилизациленĕ, пациентсене апатлантарассине йĕркеленĕ чухне те централизациленĕ аукционсем ирттереççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи аукционсене пысăклатма кирлине отрасль ертÿçисене 2013 çул вĕçĕнчех ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пĕтĕмлетÿллĕ коллегийĕнче аса илтернĕ. Республика Пуçлăхĕ ку ыйтупа тытса пыракан позици уçăмлă та витĕмлĕ. Вăл бюджет укçипе тĕллевлĕ усă курма кирлине кăна мар, коррупцин кирек епле палăрăмне те пĕр шелсĕр сирмеллине çирĕплетнĕ. Çавна май сиплев учрежденийĕсем хăйсем тĕллĕн эмел туянассипе çыхăннă ыйтăва паян ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Формуляр комиссийĕпе канашласа татса пама тивĕç. Асăннă комисси вăл е ку препарата туянни вырăнсăррине палăртсан организаци заявкине йышăнмаççĕ. Асăннă сăлтава пула 2014 çулхи тăваттăмĕш кварталта кăна ведомство комиссийĕ 25 заявкăна пăрахăçланă.

 В.ИЛЬИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.