Суранĕ ыратнине чăтса тĕттĕмлениччен выртнă
- Вăрçă чарăннă кун совет çыннисем кăна мар, Канашра ĕçлесе пурăннă тыткăнри фашист салтакĕсем те сиксе савăнчĕç, ташша ячĕç, - 70 çул каяллахине куç умне кăларчĕ Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма ялĕнче пурăнакан Геннадий Анисимов. Çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тунă ветеран çамрăклăх çулĕсене лекнĕ вăрçа асран кăлараймасть. Ăçтан манайăн çавăн чухлĕ хурлăх кÿнĕ асаплă тапхăра? Вун-вун çул каяллахи пирки каласа кăтартнă чухне Геннадий Ильич темиçе хутчен те ассăн сывларĕ, кăкăрĕ тĕлĕнчен тытса сывлăш çавăрса илме вăхăт памашкăн ыйтрĕ... Паллă, йывăр ăна пулни-иртнине чĕри витĕр черетлĕ хут кăларма.
Ашшĕ пĕр çыру çеç çырнă
Геннадий Анисимовăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вырăнти колхоз председателĕ пулнă. Ăста ертÿçĕ ача ÿсĕмĕнчен тухайман ывăлне те хуçалăх ĕçне явăçтарнă. Геннадий малтан амăшĕпе пĕрле çурла тытса тырă вырнă, каярахпа лаша кÿлсе суха тунă. Çĕршыва тăшман тапăнса кĕрсен 43 çулти Илья Степановича вăрçа кайма повестка тыттарнă.
- Аттене аннепе иксĕмĕр Вăрмара лавпа леçрĕмĕр. Анне ăна пуйăса лартса ямасăр та, тепĕр кунсăр, таврăнмарĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - манăн та вăрçа кайма ят тухрĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ вăрçă ветеранĕ.
Геннадий Анисимовăн ашшĕ тăван килне пĕр çыру кăна яма ĕлкĕрнĕ. Ленинградри çапăçусене лекнĕскер чĕрĕ юлайман. Илле пиччене унта Чăрăшçырма çынниех Петр Матвеев курнă. "Пĕр-икĕ сăмах кăна калаçма ĕлкĕртĕмĕр, вĕсем çапăçăва чупсах кĕрсе кайрĕç, чĕрĕ юлма майĕ пулман унăн", - тенĕ Петр Матвеевич яла таврăнсан. Ку сăмахсене илтсен çывăх тăванĕсем кил хуçи таврăнасса шанма пăрахнă.
- Вăрçа 1943 çулхи январь уйăхĕнче тухса кайрăм. Районтан 100 çамрăк Канашра пухăнтăмăр. Пире Киров облаçĕнчи Слободской хулине илсе çитерчĕç. Стрелоксен 14-мĕш саппас полкĕнче çар ĕçне вĕрентрĕç. Сержант пакунне çаксан, август уйăхĕнче, тавар вакунне лартса çапăçăва ăсатрĕç. Орел хулине августăн 18-мĕшĕнче ирĕке кăларнă. Пуйăс каять-каять те чарăнать. Вăрахчен тăрать. Çула нимĕçсем аркатнă. Таврари ял çыннисем вара наçилк¬капа чул-хăйăр йăтса, малтанхи рельссене сыпăнтарса икĕ-виçĕ талăкра чукун çула йĕркене кĕртĕ. Орелта йĕркеллĕ пĕр çурт та юлманччĕ, çапăçу лăпланнăранпа виçĕ-тăватă кун иртнĕччĕ пулин те этем виллисене тасатса пĕтерейменччĕ, - иртнине аса илчĕ ветеран.
Пĕрремĕш çапăçурах
Орелтан кăнтăр еннелле çул пулман. Салтаксем çуран утнă. Днепр урлă каçса Чернигова та ăçта - утса, ăçта транспортпа ларса кайса çитнĕ. Ал-урана тăм илтерни те, кунĕ-кунĕпе выçă пурăнни те пулнă çак хушăра. Улăмпа та мар, хытхурапа кăна витнĕ пĕчĕк çеç çуртсем халĕ те унăн куçĕ умĕнчех. Чăваш каччи Беларуç çĕрĕнчи Ганковичи салинче çапăçăва кĕнĕ. Пĕрремĕш тапăнурах нимĕçсем пĕçĕрен амантнă ăна. Сурана тăватă кун сиплесен Геннадий Анисимов текех ахаль ларайман, юлташĕсем патне чупнă.
- Хĕрÿ çапăçусем кăнтăрла пулатчĕç. Çĕрле унта çунашкапа çар хатĕрĕсене турттарса каяттăмăр, каялла вара утайман салтаксене, аманнипе юн юхтарса выртаканскерсене, сĕтĕрсе тухаттăмăр. Пысăкрах çул çине çитерсен тыла вĕсене лавпа е машинăпа илсе каятчĕç, - ассăн сывларĕ вăл вăхăтра отделени командирĕ пулнă Геннадий Ильич.
Вăхăт нумай та иртмен - взвод командирне çăварĕнчен персе амантнă. Рота командирĕ, 24 çулти кĕçĕн лейтенант, Анисимова хăй патне чĕннĕ. Ара, Мозырь хулине ирĕке кăлармалла - взвода ертсе пыракан çук. Чăваш каччи хĕвел тухнă-тухман чупнă чĕннĕ çĕре. Анчах çитеймен - пунктран инçех те мар нимĕç снарячĕ ÿкнĕ те Геннадий Ильича аякĕнчен амантнă. Шел, çап-çамрăк ертÿçĕ, рота командирĕ, тепĕр кунхине паттăррăн пуç хунă.
- Суран ыратать, чăтатăп. Каçхине мана, тăна та çухатнăскере, хамăрăн салтаксем сĕтĕрсе тухнă. Те лаша витине, те ĕне фермине пырса пăрахнă - улăм çинче выртатăп. Майĕпен тăна кĕретĕп. Çумра нăйкăшаканни: "Манпа юнашарри вилнĕ, илсе тухăр", - тесе кăшкăрать аллине ман еннелле тĕллесе, - калаçрĕ те калаçрĕ ветеран.
Геннадий Ильич Махачкала хулинчи госпитальре, чÿречисене те кирпĕчпе купаласа хупланăскерте, чылай вăхăт сипленнĕ. Тăрайми выртнăскер аран-аран вăй илнĕ. Килне виçĕ уйăх хыпар пĕлтереймен. Çыру илмесĕр хăшкăлнă амăшĕ мăшăрне кăна мар, ывăлне те яланлăхах çухатнă тесе çĕрĕ-çĕрĕпе йĕнĕ. Ветерана вара пĕ-вер¬ти ванчăкĕ паянхи кун та канăç памасть.
- Кун каçипе панă виçĕ татăк çăкăра та хама пăхнă хĕрарăмсене параттăм. Тухтăрсем те, медсестрасем те, санитарсем те питĕ лайăх пăхатчĕç. "Ку пурпĕрех вилет-ха", - тесе алă сулакан çукчĕ. Апла пулин те ниçтан сывалса çитеймерĕм. Тăвайккинчен утса-чупса анаймастăм, аяк чиксе ырататчĕ. 1944 çулхи апрельте мана çапăçма юрăхсăр тесе киле яма йышăнчĕç. Тăван яла майăн 1-мĕшĕнче çитрĕм. "Вилнĕ" ывăлне курсан аннем питĕ савăнчĕ, ватă асаннем макăрма тытăнчĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ шурсухал.
Килте те ăна вăрçă суранĕ канăç паман - шалти органсем лайăх ĕçлеменнипе Геннадий Ильич шĕвĕ апат çеç çисе пурăннă. Çу каçсан, сентябрь уйăхĕнче, ăна çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăма каллех повестка тыттарнă. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ хыççăн суран тĕпĕ-йĕрĕпе тÿрленменнине çирĕплетнĕ, салтака Канашрах хăварнă. Складсемпе ампарсене хуралланă вăл.
Телейлĕ-ши ветеран?
Совет Союзĕ фашистла Германие çĕнтернине Геннадий Анисимов радио хыпарлавран пĕлнĕ. Ăçтан савăнмăн кĕске хушăрах парăнтарасса шанса тапăнса кĕнĕ нимĕçсене пирĕннисемех путлантарни пирки илтсен? 1946 çулта Чăрăшçырма каччи киле таврăннă. Тепĕр çултан ăна уй-хир бригадирне лартнă, каярахпа вăл ферма заведующийĕ пулнă. Вăрçă инваличĕ тесе ун чухне никам та ĕçсĕр ларман. Çапăçу хирне кунĕн те çĕрĕн аса илтерекен суран тÿрленменнипех Геннадий Ильич час авланман. 1951 çулхи кĕркунне çеç хăйсен ял хĕрне Лидия Ивановнăна качча илнĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре ура çине тăратнă вĕсем. Шел, ултă çул каялла вăрçă ветеранĕн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Халĕ Геннадий Анисимов мăнукĕпе пурăнать.
I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, "Çапăçури паллă ĕçсем¬шĕн" тата ытти медале тивĕçнĕскер Çĕнтерÿ кунĕсенче кăкăр тулли наградипе мухтанмасть. Унăн пиншакĕ çинче те пĕр орден кăна. Юбилей медалĕсене вăл курупкаран та кăларман. Калаçăва вĕçленĕ май питĕ пĕлес килчĕ: Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр ветеран хăйне телелейлисен йышне кĕртет-ши?
- Ĕçленĕ, хам çирĕпрех утса çÿренĕ, арăм пурăннă чухне телейлĕччĕ. Таврара ятсăр çын пулман эпĕ. Ĕçленĕ, халăха ĕçлеттернĕ. Эрех ĕçмен. Юрать, патшалăхĕ пăрахмасть. Çăмăл машинине те, хваттерне те пачĕ. Унта кăçал хĕл каçма каймарăм-ха. Кунта, ялта, картише тухса уçă сывлăшпа сывласан, чăх-чĕпе, сурăх-такана курса савăнсан кăмăл çĕкленет, хама лайăхрах туятăп, - чунне уçрĕ ырă кăмăллă Геннадий Ильич.