Комментари хушас

21 Кăрлач, 2015

Çимĕçсĕр юлмăпăр «Таканари шыв пек»

Апат-çимĕç таварĕсем виçесĕр хакланса каясран Чăваш Ен правительстви лару-тăрăва асăрхасах тăрать, ăна тишкерсе мерăсем йышăнать. Çапах хаксем пăхăнасшăн мар. Акă пахчаçимĕç, çĕрулми килограмĕ 30 тенкĕрен те иртсе кайнă. Мĕнрен килет çакă? Элĕк районĕнчи Сергей Волков фермер патне çитрĕмĕр.

Çанталăк ăшăтса янипе çĕрулми, ку¬пăста хранилищисен алăкĕсем яриех уçă. Вĕсем самаях пушанма ĕлкĕрнĕ.

- Çĕрулми 3 пин тонна яхăн тухрĕ, пахчаçимĕç - 910 тонна. Вĕсене кĕркуннеренпех сутатпăр. Апрель тĕлне нимĕн те юлмĕ, - терĕ фермер.

Купăстана тасатса михĕсене тултарнă. Ăна Мускава ăсатаççĕ иккен.

- Ĕнер кăна-ха купăстана 22 тенкĕпе сутрăмăр. Паян вара 23 тенкĕ сĕнеççĕ. Хăйсемех хаклатса туянаççĕ. Иртнĕ çул ку вăхăтра 9-10 тенкĕрен иртмен, - пĕлтерчĕ Сергей Петрович.

- Мĕн сăлтавпа купăста хаклансах пырать-ши? Вăл республикăра çителĕклех темелле, - тĕлĕннине пытармарăмăр эпир.

- Çителĕклĕ тесе калаймăн. Кĕркунне çанталăк сасартăк сивĕтсе янипе нумайăшĕ пахчаçимĕçе вăхăтра пуçтарса илеймерĕ. Пирĕн те уйра 400 тонна яхăн выртса юлчĕ. Çăвĕпе çитĕнтернĕ кишĕре те кăларса ĕлкĕреймерĕмĕр - çĕр шăнса ларчĕ. Хăш-пĕр фермер тата пысăкрах тăкак курнă. Сутлăхра пахчаçимĕç çите¬лĕксĕрри сисĕнме пуçларĕ ĕнтĕ. Тăкак та ÿссех пырать. Пахчаçимĕç пуçтарса кĕртме ют¬ çĕршывран техника туянасшăн, анчах валюта хăпарса кайни кĕсьене пушатать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайĕсем, минерал удобренийĕ хаклансах пыраççĕ. Çитменнине кредичĕ те каялла туртать. Кредитăн процент ставкине патшалăх саплаштарсан та, унăн 10 проценчĕ хамăр çине тиенет. Продукцине сутнă чухне ăна та шута илсе хака хывмалла. Аталанма та самай тăкакланмалла. Шел, паян хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. Çапах халăха уйрăмах кирлĕ тавара ытлашши хăпартса яман. Çĕрулмин курттăм хакĕ - 18-20 тенкĕ.

Хранилищĕсене фермер хуçалăх шучĕпех тунă. «Клиент пулăшрĕ», - терĕ ытарлăн. Иртнĕ çул лаптăка шăварса тăнипе лайăх тухăç пулчĕ. Çĕрулми гектартан - 285, пахчаçимĕç 910 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Фермер çитес çул каллех хранилище тума, техника туянма палăртать. Патшалăх тăкаксене саплаштарма пулăшасса шанать.

- Иртнĕ çул республикăра 25 пин тонна пахчаçимĕç вырнаçмалăх хранилище тунă. Тăкакăн 30 процентне бюджетран саплаштарнă. Кăçал та пулăшма палăртнă. Хранилище туса пĕтерсенех хуçалăхсен документсене министерствăна тăратмалла, - ăнлантарчĕ республи¬кă¬ри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе пĕрле çула тухнă ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Порфирьев каланă тăрăх - ку тăрăхра пĕлтĕр çĕрулми - 1 пин, пахчаçимĕç - 200 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Шел, 15 гектар купăста юр айнех юлнă, çанталăк шăнтса янипе пуçтарса ĕлкĕреймен ăна. Çапах фермер хуçалă¬хĕсенче сутлăх 2 пин тонна пур. Апла çимĕçсĕр юлмăпăр.

 

Пасарта - пĕр хак, лавккара...

Эрне варринче Шупашкарта Николаев урамĕнчи пасарта пултăмăр. Туянакансене илĕртме Осетров пайтаçă çĕрулмипе пахчаçимĕçе суту-илÿ çурчĕ умнех купаласа хунă. Вĕсем кунта çемйипех ĕçлеççĕ: хунямăшĕ сутать, кĕрÿшĕ таварпа тивĕçтерет. Туянакансен кăмăлне шута илсе хаксене виçесĕр ÿстерсе яман: ку¬пăста килограмĕ - 22, çĕрулмин - 15-20.

- Пахалăхне кура çĕрулми хакĕ тĕрлĕрен. Эпир вĕсене Мари, Чăваш Республикисенчи хуçалăхсенчен, фермерсенчен курттăм туянатпăр, - терĕ Алевтина Марлынова сутуçă. - Вĕсен хакĕ çумне эпир килограмм пуçне 2 тенкĕ хушатпăр.

- Пахчаçимĕçе Мари Элтенех турттаратăр. Вырăнти тивĕçтермест-им?

- Республикăра сутлăх купăста юлманпа пĕрех. Пуррине хуçисем пысăк хуласене хаклăрахпа ăсатма тăрăшаççĕ. Эпир ăна килограмне 21 тенкĕпе туянса 23-пе сутатпăр. Купăста, çĕрулми иртнĕ эрнере йÿнĕрехчĕ, анчах фермерсем хака хăпартсах пыраççĕ. Тÿрремĕн туяннипе кăна пирĕн хаксем пы¬сăках мар.

Пасарта ытти сутуçăсен те хакĕсем уйрăлса тăмаççĕ. Анчах çывăх вăхăтра пахчаçимĕç хакланма пултарасса пытармарĕç.

«Смак» суту-илÿ çурчĕ тавар енчен пуян пулнипе çынсем кунта йышлă çÿреççĕ. Хаксем хытах çыртни те хăратмасть тейĕн вĕсене. Сентре умĕнче пуçне пăркаласа тăракан ватăрах хĕрарăм шу¬хăша улăштарчĕ.

- Хаксене курсан йĕрсе ярас килет. Кăçалхи пек йывăрлăха кĕрсе ÿкнине астумастăп та. Купăста, çĕрулми хакĕ 35 тенкĕ те 30 пуса çитнĕ. Хăçан пулнă ун пекки? - тарăхăвне пытармарĕ Тамара Васильевна туянакан. - Николаев урамĕнчи пасарта йÿнĕрех-ха, анчах унта кайма инçе, машина тытсан çав хаках тухса каять.

Чăн, кунти хаксем ĕнсене хыçтараççĕ: сухан килограмĕ - 29,60, кишĕр - 30,30, çĕрулми -35,30, купăста 35,30 тенкĕ тăрать. Ыхра вара 160 тенкех кармашнă. Тутарстанран кÿрсе килнĕ çăмарта - 63 тенкĕ ?вуннăшĕ%. Пакетри 0,9 литр сĕт 40,60 тенкĕ ?сĕтри çу хисепĕ 2,5 процент%. Вырăнти пахчаçимĕç хакĕ те ютринчен ÿксе юлмасть-мĕн. Çитмĕл çичĕ тинĕс леш енчен кÿрсе килнĕ тейĕн. Хуçалăхран сентре çине çитнĕ тĕле 50-60 процента яхăн хакланса кайнă!

Энгельс урамĕнчи «Магнит» гипермаркетра та ялхуçалăх таварĕсем йÿнĕ тесе калаймăн. Купăста ав, 32,70 тенкĕ.

- Чăваш Енре суту-илÿ çурчĕсене пахчаçимĕçпе çулталăкĕпех туллин тивĕçтерсе тăма пултаракан хуçалăхсем çук. Аякран турттарнипе хак ÿсет, - ăнлантарчĕ гипермаркет директорĕ Любовь Башмакова. - Суту-илÿ хакĕсене специалистсем палăртаççĕ.

- Хаксем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пулни мĕнрен килет-и? Лавккасенче чĕр таварăн хушма хакне пысăклатса янинчен! Акă фермерсенчен купăстана 22-23 тенкĕпе туянаççĕ. Лавккана çитнĕ тĕле вăл 32-35 тенке капашать. Кунта транспорт, налук хакĕсем кĕреççĕ. Çапах вĕсен тÿпи 1-1,5 тенкĕрен ытлашши ?килограмм пуçне% пулмалла мар. Посредник урлă ĕçленипе хак виçесĕр хăпарса каять, хăш-пĕр çĕрте 60 процента яхăнах. Хуçалăхсен ертÿçисен хăйсен хастартарах пулмалла, лавккасене, пасарсене тÿрремĕн тухмалла. Вĕсем те хăраççĕ, те хăнăхман кун пек ĕçлеме - вырăнтан йÿнĕпех парса яраççĕ, - пĕтĕмлетрĕ курни-илтнине Сергей Павлов министр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.