Комментари хушас

20 Кăрлач, 2015

Яваплисем ан тĕлĕрччĕр - çавăнпа прокурор пур

РФ Прокуратурин кунĕ январĕн 12-мĕшĕнче, шăпах çак кун 293 çул каялла I Петĕр патша указ кăларса асăннă тытăма туса хунă. Анчах кăçал уяв кунĕ тунтикуна лекрĕ те - праçнике паллă тăвассине республика прокуратури эрне вĕçне хăварнă, савăнăçлă пухăва прокурорсем эрнекун пухăнчĕç.

Чи малтанах пурне те ЧР прокурорĕ Владимир Метелин саламларĕ, ĕçтешĕсене курăмлă та тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ. Кусем - ячĕшĕн каланă сăмахсем мар. Ăнăçлă ĕçленине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Тĕрĕслевсем ирттерсе прокуратура органĕсем федераци саккунĕсене пăснин 40 пин ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă 2014 çулта. Çав шутра 20 пинĕшĕ - çын прависене пăснă тĕслĕхсем. Судсене 10 пин ытла тавăç тăратнă, саккунсăр 1,8 пине яхăн право актне протестленĕ, 4,1 пин ытла представлени çырнă. Пурин çинчен те тĕплĕ çырас пулсан - хаçат страницине те вырнаçмĕччĕ. Прокурорсем хушша кĕнĕ май ĕç паракансен хăйсен ĕçченĕсен умĕнчи шалу парăмне кăна 102 млн тенкĕлĕх тÿлеттернĕ. Бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсемпе 8 уголовлă ĕç пуçарнă, хысна укçипе тирпейсĕр усă курнăшăн должноçри 100 ытла çынна административлă майпа явап тыттарнă. Пĕр сăмахпа - прокурорсем яваплă çынсене тĕлĕрме памаççĕ.

Акă, мĕншĕн ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев та хăйĕн салам сăмахĕнче прокуратура влаçпа тачă çыхăну тытса ĕçленин пысăк пĕлтерĕшне пайăррăн палăртрĕ. Хăйсем ертсе пыракан тытăмсемпе тачă çыхăну тытса ĕçленĕшĕн прокурорсене Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов /сăмах май, следствие прокуратурăран уйăриччен хăй те 25 çул прокурор пакунĕсемпе çÿренĕ/, шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев, Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Юрий Кручинин, ыттисем тав турĕç. Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕн Игорь Кустаринăн шучĕпе, бизнес çыннисемпе прокурорсен хутшăнăвĕсем тепĕр чухне, тен, кăмăллах мар пуль, анчах саккун умĕнче пурте пĕр тан, прокурорсем вара - шăпах саккунлăх хуралĕнче.

Ахальтен мар ĕнтĕ республика парламенчĕн спикерĕ Юрий Попов та прокурорсем Патшалăх Канашĕн саккун кăларас ĕçне пысăк пулăшу кÿни çинчен каларĕ. ЧР прокурорĕн çумне Александр Григорьева çакăншăн уйрăммăн тав тунă май шÿтлесе те илчĕ: «Александр Иванович яланах пирĕн патра. Çавна май, тен, ăна Патшалăх Канашĕнче те шалу тÿлеме пуçламалла?»

Ĕçне кура - хисепĕ. Награда чылай пулчĕ. Тав хучĕсем, медальсем, вăхăт çитмесĕрех звани енĕпе ÿстерни тата ыт. те. Пысăк чыса тивĕçнисен шутĕнче - прокуратурăра тĕрлĕ должноçра ĕçлекен Сергей Павлов, Евгений Краснов, Рената Дмитриева, Михаил Голубев, Вадим Захаров, ыттисем. Саламлатпăр!

Уява артистсем хăйсен юрри-ташшипе илем кÿчĕç. Тепĕр тесен, артистсем кăна та мар. Çÿлерех асăннă Игорь Кустарин гитарăпа лайăх юрлани çинчен илтнĕччĕ-ха - халĕ çакна прокурорсем те курса ĕненчĕç: вăл хăй ертсе пыракан палата çумĕнче йĕркеленĕ ансамбле илсе килнĕ - пакунлă куракансем кашни юрра тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.