Чăваш полицийĕ ыттисем тытайманнисене те тупать
2014 çулта республика территорийĕнче 13,8 пине яхăн преступление регистрациленĕ - 2013 çулхинчен 2,6% сахалрах. Преступленисен 70,6% уçса панă - ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ Сергей СЕМЕНОВ иртнĕ кĕçнерникун хăй ертсе пыракан ведомствăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.
Кăшт чакни çырлахтармасть
Сăмах май, республикăра преступленисен шучĕ темиçе çул чакса пырать ĕнтĕ. Апла пулин те министр иртнĕ çул шута илнĕ тĕслĕхсем чакассин хăвăртлăхĕ пĕчĕкленнине палăртнă май хайхи кăтартупа мăнаçланнăн туйăнмарĕ. Уйрăм çынсене хирĕç тунă преступленисем чакманни япăх: çын вĕлерни, мăшкăллани, çакнашкал ытти тĕслĕх унчченхи шайрах. Пурлăх çаратнă, хурахла тапăннă тĕслĕхсем чакнă. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннисен шучĕ палăрмаллах ÿсни пăшăрхантарать. Çав ÿсĕме чи малтанах "спайс" йышши хутăшсем сарăлса пыни никĕслет.
Пысăк технологисен сфери те паян преступниксемшĕн ют мар. Банк карточкисем çинчи укçана та вăрлаççĕ. Транспорт хатĕрĕсене, машинăсенчи пурлăха вăрланă тĕслĕх нумайланнă. Ку темăна хускатнă май Сергей Евстафиевич ютран килекен "гастролерсем" полицие хушма ĕçпе тивĕçтернине палăртрĕ. Нумаях пулмасть кăна пĕр ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Хăйсем çĕршывăн кăнтăр енчи регионĕнчен, кунта вара Мускавран килнĕ. Маларах Пушкăртстанра, Тутарстанра йĕр хăварнă. Чăваш Ен полицейскийĕсем вара вĕсен йĕрĕ çине ÿкме пултарнă. Преступниксем кунтан тухса кайса ĕлкĕрнĕ, анчах тăван енне каялла шăпах пирĕн республика урлă иртме тивнĕ те - çакланнă.
Тепĕр ушкăн - Чулхула облаçĕн çыннисем. Вĕсем те тĕрлĕ регионта ултавпа аппаланнă. "Чăваш Ен сыщикĕсен пире тытма профессионализмĕ çитмĕ тенĕ пулас та - вĕсем йăнăшнă, шăпах кунта гастролĕсем вĕçленчĕç", - терĕ вĕсем пирки генерал-майор. Çакскерсем пысăк груз турттаракан транспорт хатĕрĕсемпе усă курса ултавлă ĕçсем тунă. Машинăна вăрласа кайнă пек кăтартса инсценировка тунă. Чылай çĕрте çак "спектакль" ăнăçлă пулнă, Чăваш Енре вара - ĕç тухман.
Автомобильсемпех çыхăннă ултавлă тепĕр ĕç-пуç пирки те сăмах пулчĕ. Пĕр ушкăн "автоподстава" текен мелпе усă курса Шупашкарта нумай преступлени тунă. "Хăйсен машинисене хаклă автобильсем пек кăтартса чылай çынран укçа тăпăлтарма пултарнă. Питĕ пĕлсе ĕçленĕ. Тепĕр чухне авари тумасăрах çынсене айăплă пек кăтартса шăнман пăр çине лартса хăварнă. Капла ĕç тухмасан страховка укçине илнĕ", - уçăмлатрĕ Сергей Семенов. Çак ушкăн та суд умне тăнă ĕнтĕ.
Сире камера ÿкерет!
Вăл пытармасть: "Хăрушлăхсăр хула" программăпа тĕрлĕ çĕрте вырнаçтарнă видеокамерăсем преступленисене уçса парас енĕпе пысăк пулăшу кÿреççĕ. Çÿлерех асăннă тĕслĕхсенче те шăпах хайхи камерăсем усă кÿнĕ. Е тата - Куславкка районĕнче хĕрачана вĕлернĕ тĕслĕх. Преступник аллине хурса хăварман, апла пулин те хĕрача çухалнă хыççăн кĕске вăхăтра сыщиксем пĕтĕмпех уçăмлатма пултарнă. "Çав кун Куславккана мĕнле машинăсем кĕнине камера ÿкерсе юлнă. Тутарстан çыннин автомобилĕ те унта лекнĕ. Шырав йĕркеленĕ май ăна тупрăмăр, хĕрачана вăл мăшкăллани, унтан вĕлерни çирĕпленчĕ", - пĕлтерчĕ министр.
Экономикăри преступленисем - уйрăм тема. Çав шутра - коррупципе çыхăннă 492 преступлени. Вĕсенчен 102-шĕ - должноç преступленийĕсем, 162-шĕ - взяткăпа çыхăннисем. Иртнĕ çул тĕрлĕ шайри 5 депутат, влаçăн республика шайĕнчи 2 ертÿçи, район-хуласен 4 пуçлăхĕ е вĕсен çумĕ, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен 2 пуçлăхĕ коррупци сĕмĕллĕ преступленисем тунă. Коррупци тенĕрен, çÿлерех асăннă цифра самай пысăк пулин те министр Чăваш Енре çак пулăм уйрăмах тарăн тымар янă тесе шухăшламасть. Цифра пысăкки вара чи малтанах тивĕçлĕ тытăмсем коррупципе кĕрешес енĕпе çине тăрса ĕçленипе сăлтавланнă. Çак шухăша çирĕплетме министр иртнĕ çул вĕçĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич коррупци ыйтăвĕсемпе шăпах Шупашкарта канашлу ирттернине те асăнчĕ: "Çук, канашлăва кунта йĕркелени пире япăх ĕçленĕшĕн сивлес тенипе çыхăнман. Пачах тепĕр майлă - ку ыйтусемпе пирĕнпе калаçмалăх пур. Çавăнпах полпред эпир мĕнле ĕçленипе кăсăкланса чылай ыйту пачĕ".
Сергей Евстафиевич финанс пирамидисен теминчен те пăрăнса иртмерĕ: "Пĕр вăхăт киревсĕр çак пулăм пирки эпир маннăччĕ, пирамидăсем пĕтнĕччĕ. Анчах юлашки вăхăтра ултавçăсем каллех пуç çĕклерĕç. Ямăт укçана хапсăнакансем пур чухне вĕсем пулаççех ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра 10 финанс пирамиди тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, тĕпчев пырать - пĕтĕмпе 36 уголовлă ĕç. Шар курнисем - 300 çын ытла. Ултав схеми - хăнăхнăскер: çынсенчен укçа пухаççĕ, çав укçапа çĕнĕрен те çĕнĕ клиентсене явăçтараççĕ".
Ÿсĕр те питĕ... хăрушă!
Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ нумаях мар, 4%, чакни те - лайăх пулăм. Министр профилактика енĕпе полици, ытти тытăм нумай ĕçленине палăртрĕ, унăн шухăшĕпе - çакăн витĕмĕ куçкĕрет.
Экстремизма илес-тĕк - лару-тăру йĕркеллĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе 12 преступление шута илнĕ пулин те Чăваш Енĕн "тĕп полицейскийĕ" вĕсенче темле пысăк хăрушлăх курмасть: "Тĕпрен илсен - Интернетра фашизм символикине сарни, вăл е ку халăх çыннисем тĕлĕшпе курайманлăх çуратни..." Санкцилемен митинг йышши тĕслĕхсем пулман. Чăн та, такамсем тĕп хулари палăксене Украина ялавĕсемпе "илемлетнĕ". Анчах ку тĕслĕхпе айăплисене тупса палăртайман.
Çулсем çинчи лару-тăру пирки те тĕплĕ калаçу пулчĕ. Аварисен шутне чакарма май килнĕ. Çавна май вĕсенче вилнисен, суранланнисен шучĕ те пĕчĕкленнĕ. Çакăнта министр фото-, видеофиксаци приборĕсемпе анлăрах усă курма тытăннин витĕмне курать. Камерăсен тĕлĕнче водительсем хăвăртлăха чакараççех вĕт, çав приборсене вара шăпах аварисем ытларах пулакан вырăнсене çакма тăрăшаççĕ - усăллă кăтарту куçкĕрет. Анчах руль умне ÿсĕрле ларакансемпе çавнашкал камерăсем пулăшнипе кĕрешеймĕн. Шăпах ÿсĕрсем тунă аварисен шучĕ пĕлтĕр нумай, 33%, пысăкланнă - 203 тĕслĕх. Пакунлисем çак пулăмпа кĕрешеççĕ-ха, пĕлтĕр ÿсĕр е медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен 6,1 пин ытла /!/ водителе тупса палăртнă, 4,6 пин ытла çынна водитель удостоверенисĕр хăварнă, 2 пине яхăн çын тĕлĕшпе административлă арест мелĕпе усă курнă, анчах нумайăшне çакă та хăратмасть пулас.
Тепĕр тесен аварисене çулсен пахалăхĕ-юсавлăхĕ япăххи те сăлтавлать. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр должноçри çынсене тата юридици тытăмĕсене çулсене кирлĕ пек пăхса тăманшăн 1580 хут явап тыттарнă. Яваплăх тенĕрен, çул-йĕр правилисене пăснăшăн иртнĕ çул ПАИ 545 пин адмпротокол çырнă - 2013 çулхинчен чылай нумайрах.
"Эпир ахаль те сахалăн"
Журналистсем полицие хăйне тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтусене те çĕкленине кура министр пĕлтĕр 273 çынна службăна йышăннине пĕлтерчĕ. "Некомплект" текенни - 139 çын. Чи малтанах участковăйсен, уголовлă шырав службисенче, ППСра йыш çитмест. Пĕлтĕр 282 сотруднике службăран хăтарнă. Вĕсен шутĕнче тĕрлĕ çитменлĕхе пула ĕçрен кайма тивнисем те пур - 55 çын. Çав шутра 16 сотрудник преступлени тунă.
Çĕршыв экономикинчи ансат мар лару-тăру, паллах, ШĔМе те пырса тиветех. Хăш-пĕр вăй тытăмĕнче, авă, йыша та чакараççĕ. Полицие ку пырса тивмест. ШĔМ аппаратне 82 çын чухлĕ чакарнă, анчах çак йыш пăрахса кайман, полицин вырăнсенчи пайĕсене, генерал калашле, "çĕр çинче ĕçлеме" куçнă. "Пире текех чакарма çук", - татăклăн каларĕ Сергей Евстафиевич. Çапах, унăн шухăшĕпе, кăçал министерство валли уйăракан укçа та пĕчĕкленме пултарать. Пĕлтĕр чăрмавсем пулман-ха. Полици валли туяннă автомобильсен шучĕ те пысăк - 117. Апла пулин те "тĕп полицейски" хальхинче ШĔМĕн çĕнĕ çуртне тăвасси пирки çирĕп шанчăкпах каламарĕ - укçа уйăрнинчен килет. Плансем вара пысăк: медсанчаç çуртне çÿллĕлетмелле - унта архив, çар-врач комиссийĕ вырнаçĕç. ШĔМĕн паянхи тĕп çурчĕ патĕнчех, тĕп урамран хыçаларах, министерствăн çĕнĕ администраци çурчĕ пулмалла. "Çурта" евĕрскере 11 хутлă тăвасшăн. Никĕс ямашкăн шăтăк чавнă ĕнтĕ...
Измуков таврăнать-им?
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем çак кунсенче Канашра пулнă пăтăрмахпа та кăсăкланчĕç: чукун çул çинче взрыв хатĕрĕ тупнă имĕш. Министр ыйтăва çынсене хăратса ÿкересрен сыхланнăн хуравларĕ:
- Ытларикун чукун çул ĕçченĕсем пушă цистернăсенчен пĕринче иккĕленÿллĕ япала асăрханă. Хăрушлăх пуррине кура çынсене эвакуацилеме тиврĕ. Чăннипе мĕн? - çакна айккинчен пăхса палăртма май килменнине кура çав хатĕре гидроудар мелĕпе аркатнă. Унăн ванчăкĕсене экспертизăна панă. Малалли - Федерацин хăрушсăрлăхĕн службин компетенцийĕ. Хальлĕхе çакна кăна калама пултаратăп.
"Хыпар" хаçат корреспонденчĕн ыйтăвĕ тĕлĕшпе те асăрхануллă хурав янăрарĕ тенĕ пулăттăм. Çак йĕркесен авторĕ хăй вăхăтĕнче пысăк шăв-шав çĕкленĕ уголовлă ĕçпе çыхăннă ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ. Сăмах - темиçе çул каялла Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайне ертсе пынă Сергей Измуков пирки. Ăна райцентрта астармăш вăйăсем йĕркеленĕ Фин текен криминал авторитечĕпе явăçса кайнă тесе айăплатчĕç, уголовлă ĕç çуралнăччĕ, Измуковăн полицири службăпа сывпуллашма тивнĕччĕ. Темиçе çул иртсен вара, иртнĕ декабрьте, присяжнăйсен сучĕ Измукова... тÿрре кăларнă! Апла-тăк вăл шалти ĕçсен органĕсене таврăнма та пултарать-и?
- Теори тĕлĕшĕнчен илсен - таврăнма пултарать, - терĕ Сергей Семенов. - Чăн та, унччен вăл хăйĕн ирĕкĕпе службăран кайма ыйтса çырнă. Халь суд йышăнăвĕпе усă курма пултарать.
Таврăнма заявлени çырса панă-и? "Çук, çырман", - кĕскен каларĕ министр. Уголовлă ĕçĕн Финпа çыхăннă пайĕ вара? Унта та ĕç-пуç ансат мар, судри тишкерÿ следстви /ĕçе Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ тĕпченĕ/ кĕтнĕ пек сценарипе аталанмасть теççĕ те... "Ку ыйтăва суд татса парать", - темăна вĕçлерĕ генерал-майор.