Пухăнса пыни - тăванĕсене
Пенсин пухăнса пыракан пайне иличчен çын вилсен çав укçана чи çывăх тăванĕ /правопреемник/ илме пултарать. 2014 çулта пирĕн республикăра вилнĕ çынсен тăванĕсене ?1,8 пин çынна% 24 млн тенкĕ тÿленĕ.
Вăтамран 13 пин тенкĕ тÿленĕ, чи пысăк виçе 353 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмпе вара 2008 çултанпа пурнăçран уйрăлса кайнисен тăванĕсене 86 млн тенкĕ куçарса панă.
1953 çултан пуçласа 1966 çулччен çуралнă арçынсем, 1957 çултан пуçласа 1966 çулччен çуралнă хĕрарăмсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайсан, вĕсемшĕн ĕçпе тивĕçтерекен пенсин пухăнакан пайĕ валли 2002-2004 çулсенче страховани взносĕ хывнă пулсан, тăванĕсен ăна илме ирĕк пур. Патшалăхăн хушма укçа ?софинансирование% программине хутшăнса взнос тÿлесе пынă, анчах вăхăтсăр вилнĕ çынсен укçине тăванĕсем илме пултараççĕ.
Çын хăй пурăннă чухнех пенси фондне çырнă заявленире пухăнса пыракан укçана кама памаллине кăтартсан укçа çавсене тивĕçĕ. Кунашкал заявление республикипе 98 çын çырнă. Заявлени пулмасан саккун тăрăх пухăннă укçа чи малтанах вилнĕ çыннăн ачисене, мăшăрне, ашшĕпе амăшне лекмелле. Ун пеккисем пулмасан пиччĕшĕ-аппăшне, шăллĕ-йăмăкне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-какамăшне, мăнукĕсене. Иккĕмĕш черетрисене пенсин пухăнса пыракан пайне пĕрремĕш черетрисенчен заявлени çук чухне параççĕ.
Вилнĕ çыннăн пухăнса пынă укçине тăванĕсене Раççей пенси фончĕ е патшалăхăн мар пенси фончĕ тÿлет /ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ хăш фондра выртнă - çавă тÿлет/. Укçана илес тесен тăванĕсен фонд ячĕпе 6 уйăхран кая юлмасăр заявлени çырмалла. Çак тапхăрта илсе ĕлкĕреймесен укçана суд урлă илме тивĕ. 2014 çулта вилнĕ çынсен 149 тăванĕ укçана шăпах суд урлă шыраса илнĕ.