Комментари хушас

16 Кăрлач, 2015

Амăшĕн укçи

Январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 453026 тенке çитрĕ.

Аса илтеретпĕр: 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнă кашни çемье амăшĕн капиталне тивĕçме пултарать. Укçана пурăнмалли условисене лайăхлатма, ачасен вĕренĕвĕшĕн тÿлеме, çавăн пекех амăшĕн пухăнакан пенсине яма усă курма юрать. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку таранччен амăшĕн капиталĕн сертификатне республикăра 58 пин çемье илнине пĕлтерет. Чылайăшĕ капитала пурнăç условийĕсене лайăхлатма усă курнă. Кунашкаллисем 33,2 пин çемье. 1,2 пин çемье вара укçана ачисене вĕрентнĕ тата садикшĕн тÿленĕ çĕре янă.

Çакна та каласа хăварар: саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралнă, усрава илнĕ ачашăн амăшĕн капиталне параççĕ. Çав вăхăтрах сертификатпа усă курмалли вăхăта чикĕлемен. Урăхла каласан амăшĕн капиталĕпе 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн та усă курма юрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.