Комментари хушас

14 Кăрлач, 2015

Перекетленнĕ те, хутшăннă та

Иртнĕ çулта республикăра агропромышленноç комплексне аталантарма 2453,6 млн тенкĕ (2013 çулта та çавăн чухлĕ пулнă) уйăрнă, çав шутра - федераци бюджетĕнчен - 1620,5 млн (виçĕм çулхи шайран 104 процент), Чăваш Ен енчĕкĕнчен - 833,1 млн тенкĕ (93 процент). Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ялхуçалăх предприятийĕсене пĕтĕмпе 2430 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 99 проценчĕ) т.ленĕ. Ку шутра федераци хыснинчен - 1614,9 млн (уйăрнă виçен 99,7 проценчĕ), республика бюджетĕнчен - 815,1 млн тенкĕ (çулталăкри лимитăн 97,8 проценчĕ).

Патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе хресченсем кăçал та усă курма пултараççĕ, вĕсене упраса хăварнă. Çакăнпа пĕрлех республикăра вĕсен шутне .стерме те палăртнă. Тĕслĕхрен, ялхуçалăхĕн чĕртаварне тирпейлессипе тата ăна вырнаçтарассипе ĕçлекен кооперативсене пурлăхпа техника никĕсне анлăлатма, çĕнетме хыснара 5 млн тенкĕ уйăрнă. Акмалли вăрлăх пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе тăрăшакансене те хавхалантарма палăртнă. Вăрлăх завочĕсем тума, селекци ĕçĕн пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме 7 млн тенкĕ уйăрнă.

Çак енсемпе республикăра тĕллевлĕ программăсем хатĕрленĕ. Федераци бюджетĕнчен хушма укçа илес тĕллевпе вĕсене Раççей Ялхуçалăх министерствине ярса панă. Конкурс витĕр ăнăçлă тухсан ĕмĕт пурнăçланасса шанма пулать.

Кунсăр пуçне Раççей Ялхуçалăх министерстви хатĕрленĕ ятарлă проектсемпе пирĕн республикăна федераци бюджетĕнчен 148202 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Вĕсен шутĕнче çаксем: ăратлă выльăх-чĕрлĕх тытăмне аталантарма - 31745,7 пин тенкĕ, аш нумай паракан мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме - 37,4 пин тенкĕ, сутнă 1 кило сĕтшĕн - 17485,4 пин тенкĕ, чи паха вăрлăхпа усă курнăшăн - 14986,5 пин тенкĕ, нумай çул .секен улма-çырла йывăçĕсем лартса .стернĕ тăкака саплаштарма - 2798,4 пин тенкĕ, тухăç паман кивĕ садсене кăкласа тасатнă, вĕсене çĕнĕрен аталантарнă тăкака саплаштарма - 102,2 пин тенкĕ тата ытти те.

Кăçал агропромышленноçа аталантарма республика хыснинчен пĕтĕмпе 807210,2 пин тенкĕ субсиди уйăрнă.

Ольга СЕРГЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.