Комментари хушас

14 Кăрлач, 2015

Çăкăр пулсан...

Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă. Комитет пуçлăхĕн çумĕн Сергей Доронинăн шухăшĕпе ялхуçалăхĕнче хамăр патри ?çĕршыври% технологисене пурнăçа кĕртсен ÿсĕмсем тума пулать. Вĕсен шутĕнче - тĕп-тĕрĕс çĕр ĕç мелĕпе, геонавигаци системипе, спутник карттисемпе, удобрени мĕн чухлĕ кирлине палăртнă тата выльăхăн, ÿсен-тăранăн ген тытăмне тĕпченĕ чухне компьютер программисемпе, биоэнергетикăпа усă курни.

Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисем палăртнă тăрăх - выльăх ăрачĕсемпе ÿсен-тăран сорчĕсене çĕнетсе лайăхлатас ĕçре паян ытларах чикĕ леш енчи мелсемпе усă кураççĕ. Çакă çĕршыва апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерме ура хурать. Пĕлтĕр ютран кÿрсе килнĕ сахăр кăшманĕн вăрлăхĕ 96 процента çитнĕ, хĕвелçаврăнăшĕн - 46, кукурусăн - 43, çĕрулмин - 62 процента. Çитсе пыман выльăх йышне те çулсерен ют çĕршывсенче кăларнă ăратсемпе тултараççĕ. Генетикăпа селекци тытăмĕсене хамăр патра аталантармасан пире малашне питех те йывăр килĕ.

Раççейри "Регион развитие" обществăлла учреждение ертсе пыракан Юрий Якимович "Инновациллĕ ял" ятлă проектпа паллаштарнă. Вăл яла шăпах çĕнĕ технологисемпе усă курса аталантарасшăн. Проекта Аçтăрхан облаçĕнчи Красноярск районĕнче пурнăçа кĕртесшĕн.

Ялхуçалăхне аталантарас тесен патшалăхăн, бизнесăн, наукăн тата хресченĕн пĕрлешсе тăрăшмалла. Капла кăна мала кайма пулать. Çĕр тухăçлăхне органикăпа усă курса ÿстерме сĕннĕ. Раççейĕпе 40 миллион гектар çĕр "канать", тăпрари микроорганизмсене апатлантарма органика темĕн чухлех.

"Ялта строительство бази пулмасан пĕр проект та пурнăçланаймасть", - шухăшне пĕлтерме васканă "Центрсельстрой" АО президенчĕ Сергей Мытарев. Апла строительство енĕпе ĕçлекен кооперативсен виçĕ ярăмлă тытăмне ?район-регион-центр% йĕркелемелле.

Регионсенчен çитнĕ çынсем ял пурнăçне улăштарас тĕлĕшпе хăйсен шухăшĕсене шута илме сĕннĕ. Пурне те пурнăçа кĕртме аграрисен, паллах, укçа-тенкĕ çитмест. Сергей Доронин асăннă тăрăх - 2015 çул бюджечĕ малтанхинчен чухăнрах пулĕ. Кăна шута илсен ялсене аталантарасси пирки калаçма йывăр. Укçа-тенкĕ апат-çимĕç туса илме каять. Ял çыннин вара хăтлăхра пурăнас, такăр çулпа утас килет...

"Вырăнти çынсен хăйсен пуçарулăх кăтартмалла, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса пама хăнăхмалла. Малашлăх вĕсен аллинче. Чылай çĕрте ял çыннисенчен тухнă пиншер проект пурнăçланать", - пĕтĕмлетнĕ шухăшне Сергей Доронин.

Ирина Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.