Комментари хушас

13 Кăрлач, 2015

"Çавра сĕтел" хушшинче - муниципалитетсен ертÿçисем

Районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем валли йĕркеленĕ икĕ кунлăх семинар вăхăтĕнче январĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çавра сĕтел" ларăвне ирттернĕ. Унта çавăн пекех финанс министрĕ Светлана Енилина, экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх комитечĕн председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин республикăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăннă.

Владимир Аврелькин пухăннисене республикăн инвестици программи мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе халăх шухăшне шута илме тата чи малтан татса памалли ыйтусене палăртма кирли çинчен каланă: "Çине тăрса ĕçлемелле, программăсене улшăнакан лару-тăрăва кура тÿрлетÿсем кĕртмелле, хамăрăн майсене шута илсе пурăнма вĕренмелле".

Светлана Енилина республикăн 2014 çулхи бюджетне тупăш тĕлĕшпе 36,88 млрд тенкĕлĕх пурнăçланине пĕлтернĕ - 2013 çулхинчен 3,5% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăшсем 21 млрд тенкĕ урлă каçнă - ÿсĕм 3,4%. Çĕршыври финанспа экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине пăхмасăр пĕлтĕр республика Правительстви Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатмашкăн субсидисем илес енĕпе федераци центрĕпе çирĕп çыхăну йĕркелеме пултарнă. Республикăра капиталлă строительство тăкакĕсем 2014 çулта виçĕмçулхинчен 21,5% пысăкланса 6,7 млрд тенке çитнĕ.

Çапла вара 2010 çулта республика бюджетĕнчен капиталлă строительство объекчĕсене хывнă инвестицисен кашни тенки пуçне федераци бюджетĕнчен 36 пус уйăрнă пулсан 2014 çулта Мускав виçĕ хут нумайрах укçа панă - республикăн кашни тенки пуçне 1,09 тенкĕ.

Ларура муниципалитетсен хăйсен тупăшне ÿстермелли пирки пайăррăн калаçнă. Республика Пуçлăхĕ хăшпĕр çĕрте финанс тата бухгалтери службисем япăх ĕçленине палăртнă: "Ăçта финансистсем вăйлă - унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Ăçта управленецсем япăх - унта ĕçе çиелтен пурнăçлаççĕ. Хушусене çапла пурнăçласан хăшĕ-пĕрин должноçпа сывпуллашма тивĕ".

Районсен ертÿçисене кăçал вырăнсенчи бюджетсене хăйсен резервĕсемпе усă курса пуянлатассишĕн тăрăшма сĕннĕ. Чи малтанах вырăнсенчи налуксемпе, çĕршĕн тата пурлăхшăн илмелли аренда тÿлевĕсемпе çыхăннă парăмсене татмалла. Çавăн пекех ĕç укçине вăрттăн тÿленипе, çавăн йышши ытти тĕслĕхпе налукçăсемпе, право хуралĕн органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлемелле.

Раççейри геополитика тата геоэкономика хăрушлăхĕн, Чăваш Енри муниципалитетсен экономика аталанăвĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытассин ыйтăвĕсемпе тата ытти темăпа йĕркеленĕ семинар январĕн 9-10-мĕшĕсенче Атăл леш енчи "Чувашия" санаторире иртнĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем тĕрлĕ тренинга, "çавра сĕтелсене" хутшăннă, республикăри тĕп вузсен преподавателĕсен лекцийĕсене итленĕ.

 

К.ПЕТРОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.