Уяв кунĕсем мĕнле иртнĕ?
Январĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен кунĕсенче йĕркеленĕ культурăпа спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов оперативлă лару-тăру йĕркеллĕ пулнине палăртнă. Массăллă мероприятисен шучĕ 600 яхăнах пулнă, вĕсене 110 пин çын хутшăннă. Йĕркелĕхе тивĕçтерме полицин 1,5 пин сотрудникне, шалти çарсен 500 служащине явăçтарнă. Массăллă мероприятисем иртнĕ вырăнсенче преступленисем, йĕркелĕхе пăснă тĕслĕхсем пулман.
Культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх - декабрĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса культура учрежденийĕсенче 1,8 пин ытла уяв мероприятийĕ иртнĕ, вĕсене 450 пин ытла çын хутшăннă. Спорт министрĕ Сергей Мельников çулталăк пуçламăшĕнчи кану кунĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулнине палăртнă - тĕрлĕ шайри 500 ытла мероприяти иртнĕ. Вĕсене 350 пин ытла çын хутшăннă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи январĕн 1-10-мĕшĕсенче çын вилесси палăрмаллах чакни çинчен каланă. Сиплев учрежденийĕсем яланхи режимпа ĕçленĕ, вĕсене эмелсемпе, ытти материалпа туллин тивĕçтернĕ. Ют çĕршывсенчен кÿрекен эмелсен хакĕ кăшт пысăкланни палăрать. Çавна май республика Пуçлăхĕ аптекăсенчи хаксене тĕрĕслесех тăма сĕннĕ.
Январĕн 1-12-мĕшĕсенче çулсене тасатма техникăн 447 единицине явăçтарнă. Çакăн çинчен транспорт министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ. Çулçÿрев условийĕсене пула транспорт чарăнса ларнă тĕслĕхсем пулман. 45 аварие шута илнĕ, вĕсенче 2 çын вилнĕ. Çулталăк каялла çак тапхăрта 54 авари пулнă, çулсем çинче 9 çын пурнăçĕ татăлнă.
Строймин пуçлăхĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх йĕркеллĕ ĕçлет. Ăшăпа, шывпа, электричествăпа тивĕçтерес енĕпе чăрмавсем пулман. ГКЧС председателĕ Вениамин Петров декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе пăтăрмахсем пулманнине палăртнă. 46 пушара шута илнĕ, вутра 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Вилĕмлĕ тĕслĕхсем пурте çынсем ÿсĕрле табак туртнă май асăрханманнипе сăлтавланнă.
Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем, тÿлев виçисен кăçалхи улшăнăвĕ çинчен Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каласа панă. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пĕлтĕрхи декабрьти шайрах юлаççĕ. Вĕсем 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнĕç. Ăшă энергийĕн, сивĕ шыв тарифĕсем Федерацин тариф служби республика валли палăртнă ÿсĕм индексĕсен шайĕпе пысăкланĕç: ăшă энергийĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 108,8% хакланать, сивĕ шыв тата канализаци - 112,2%. Хула халăхне тивĕçтерекен электроэнерги тарифĕсене 2,8 тенкĕ/кВт-сехет шайĕнче çирĕплетнĕ, ял халăхне - 1,96 тенкĕ/кВт-сехет. Çутçанталăк газĕн хакĕ июлĕн 1-мĕшĕнчен 107,5% ÿсет.
Граждансем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тÿлевсен чи пысăк улшăнăвĕ кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен 11,2% танлашĕ. Михаил Игнатьев халăхăн пĕчĕк тупăшлă категорийĕсене хÿтĕлесси республика Правительствишĕн тĕп вырăнта пулмаллине палăртнă. Кашни пиллĕкмĕш çемье ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме бюджет субсидийĕ илет.
Канашлура çавăн пекех апат-çимĕç хакĕсене те сÿтсе явнă. Ялхуçалăх продукцийĕ, чĕртавар, апат-çимĕç тĕлĕшпе республикăра чăрмавсем çуккине палăртнă. Чăх-чĕп фабрикисем тивĕçтерекен аш хакĕсем тĕлĕшпе улшăнусем çук, çăкăр, сысна ашĕ кăштах хакланни палăрать. Декабрьте çĕрулми, кишĕр, купăста тăруках хакланнă. Çакă Çĕнĕ çул умĕн вĕсене халăх нумай туяннипе çыхăннине кура ку ялхуçалăх продукцине маларахах туянса хунă çынсен пысăк йышне пырса тивмен. Уяв кунĕсем хыççăн пахча çимĕç хакĕсем чакма тытăннă.
Республика пуçлăхĕ апат-çимĕç хакĕсене тĕрĕслесе тăма, вырăнти паха тата экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие сутмалли майсене анлăлатма, вăл е ку çимĕçсен дефицитне ятарласа йĕркелеме пултаракан посредниксене хĕстерме сĕннĕ. «Влаçсен производительсемпе тата суту-илÿ организацийĕсемпе пĕрле ĕçлемелле, сăнавçă позицине йышăнма юрамасть», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.
М.АНДРЕЕВ