Нумай кĕтнĕ субсиди çитнĕ
Çĕнĕ çул умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Шупашкарти А.Николаев космонавт урамĕнчи ялхуçалăх пасарĕнче сутакан апат-çимĕç ассортименчĕпе хакне тишкернĕ хыççăн "Хыпар" ыйтăвĕсене хуравларĕ.
- Тин кăна продукцие пăхса çаврăнтăр. Хаçат вулакансене мĕн пĕлтеретĕр?
- Юлашки вăхăтра, уйрăмах уяв умĕн, ваккăн сутакан апат-çимĕç хакĕ пĕтĕмĕшле илсен хăпарчĕ. Хуратулпа сахăр хакĕ ытларах ÿсрĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ продукцирен çăкăр, аш, сĕт 5-7% хакланчĕ. Республикăра кирек хăш апат-çимĕç саппасĕ те çителĕклĕ. Пĕр пайĕ, вăл шутра сĕт, Чăваш Ен тулашне сутлăха каять.
- Çынсем лавккасенче хăш-пĕр тавар пĕтесрен шикленсе черетсенче тĕркĕшрĕç. Мĕн пулса иртнине ăнлантармăр-и?
- Суту-илÿ организацийĕсем хуратул хакне экономикăпа çыхăнман сăлтавсене пула хăпартрĕç. Ытларах спекуляци меслечĕпе усă курчĕç. Асăннă организацисене вăл виçĕ çул каялла та тупăш нумай пачĕ. Пĕлтĕр Раççейре хуратул ытларах пухса кĕртнĕ. "Сутлăхра пулмĕ", - тесе ан пăшăрханăр. Çулталăк пурăнмалăх михĕпе ан туянăр. Шупашкарта сарнă сас-хура витĕмĕпе чылайăшĕ кăлăхах черетре тĕпĕртетсе тăчĕ.
Сахăр хакланни доллар курсĕ хăпарнипе, çĕршыври сахăр завочĕсем продукци тума чикĕ леш енчен чĕртавар туяннипе çыхăннă.
- Хуратулсăр е ытти кĕрпесĕр юласран шиклентерес тесе суту-илÿ организацийĕсем ятарласа ĕçлемеççĕ-ши?
- Патшалăх тытăмĕсен тивĕçĕ - хаксем чăлт-чалт ан кармашчăр тесе тивĕçлĕ ĕç пурнăçласси. Ыйтăва Правительствăра, суту-илÿ организацийĕсенче сÿтсе яврăмăр - лару-тăру лăпланчĕ. Çакăн пекки те пулчĕ: çынсем банкоматсенчен икĕ талăк укçа илеймен, мĕншĕн тесен çав кунсенче алла кĕмĕл илес текенсем 6 хут хушăннă. Клиентсен пĕр кунхи хисепĕ ытти чухнехи пекех пулсан пурин валли те çитет.
- 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен газ, электричество хакланмасть. Çак уйăхра лавккасенче апат-çимĕç хакĕ ÿсме пултарать-и?
- Малашлăх пирки хуравлама çăмăл мар. Çапах та тĕрĕссине пытарас килмест: хак кăштах ÿсме пултарать. Пач ăнлантарма çук сăлтавпа мар. Чăваш Енре федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан çăкăр, çăнăх, çĕрулми хакĕсем - чи йÿнĕреххисен ушкăнĕнче.
- Раççей Правительстви ял- хуçалăх организацийĕсен парăмне реструктуризацилемелли йĕркене çĕнĕлĕх кĕртмен-и?
- Кĕртнĕ. Реструктуризаци витĕр пĕрре тухнисене парăм-тÿлевпе вăхăтра татăлсан унта иккĕмĕш хут явăçтараççĕ. Парăмлисем çак йĕркепе усă кураймаççĕ.
- Миçе предприяти реструктуризациленет?
- 140. Комисси пĕрремĕш кварталта вĕсен парăмĕсене каллех тишкерсе тивĕçлĕ йышăну тăвĕ.
- Аграрисем федераципе республикăн иртнĕ çулсенче пама палăртнă пулăшăвне çывăх вăхăтра илсе пĕтерĕç-и?
- Правительство йышăннă программăсене пурнăçласа нумаях пулмасть ялхуçалăх организацийĕсене 200 млн ытла тенкĕлĕх субсиди куçарса патăмăр. Часах вĕсем тата 100 млн тенкĕ илĕç. Раççей Ялхуçалăх министерстви аграрисем 2012-2013 çулсенче банксенчен илнĕ кредит ставкин пĕр пайне саплаштармашкăн федераци хыснинчен укçа уйăрма шантарнăччĕ. Хăйĕн сăмахне тытрĕ: регионсене кĕмĕл çитерчĕ.
- Пулăшăва миçе предприяти кĕтсе илчĕ?
- 180. Çав нухрат çумне усă куракан кашни гектар çĕр пуçне хыснаран уйăракан укçа хушăнĕ. Çуркунне пĕр пайне панăччĕ. Çывăх вăхăтра теприне куçарса парăпăр. Ку субсидие 500 ытла предприяти илет.
- Сĕт туса илсе тирпейлекен предприятисене сутнăшăн федераци хыснинчен хуçалăхсем патне субсиди вăхăтра çитереççĕ-и?
- Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ку кĕмĕле вĕсен счечĕ çине кашни кварталшăн куçармалла. Хальлĕхе кăçалхи 9 уйăхшăн пĕтĕм тÿлевпе татăлатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ
калаçнă