Комментари хушас

31 Раштав, 2014

Çĕр ĕçченĕ канмашкăн май тупсан уй-хир çумкурăкпа хупланмĕ

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Кукашни ял халăхĕ Çĕнĕ çула нихçанхинчен ытларах савăнăçлăн - юрласа, ташласа кĕтсе илĕ. Урамра, сивĕре мар, хăтлă керменте! Çакă ял çыннисемшĕн чăннипех пысăк савăнăç. Культура çулталăкĕ вĕсене вĕр çĕнĕ клуб парнеленĕ!

Кукашнисемпе хĕпĕртеме эпĕ те çула тухрăм. Пĕр хутлă, сарă-хăмăр тĕслĕ çĕнĕ клубра мана питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕç. Кунта декабрĕн 23-мĕшĕнче Кукашни ял тăрăхĕн администрацийĕ, библиотека куçнă. Пĕчченхырти культура аталанăвĕн тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн /Кукашни клубĕ шăпах çак тытăма кĕрет/ директорĕ Алевтина Васильева тÿрех культурăн çĕнĕ «вучахĕпе» паллашма чĕнчĕ. Кунта 120 вырăнлă зал, сцена, библиотека, артистсем валли ятарлă пÿлĕм, фойе тата ял администрацийĕн пÿлĕмĕсем вырнаçнă. Туалет пÿлĕмĕ те виççĕ таранах!

- Клуб ыйтăвĕпе чупма, документсем тума ун чухне Кукашни ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Елена Румянцова пуçланă. Хальхи пуçлăх Светлана Емельянова вара çак ĕçе пурнăçа кĕртрĕ. Мĕнпур йывăрлăх унăн хулпуççийĕ çине тиенчĕ. Клуба «Лидерстрой» ООО тăрăшăвĕпе çулталăк хушшинчех çĕклерĕç. Ăна хута яма 13 миллион тăкакланă. Паян-ыранах кунта газ ямалла. Ăшă та, хăтлă та пулĕ. Клуба çулла Акатуйра савăнăçлăн уçма палăртатпăр. Çак çурта хута яни ял çыннисемшĕн питĕ савăнăç. Мĕншĕн тесен эпир 10 çул ытла клубсăр пурăннă. Унчченхине, çĕрĕшнĕскере, тахçанах пăснă. Пухусем ирттерме вырăн çукчĕ. Çамрăксем 3 çухрăмри Пĕчченхыра, ытти кÿршĕ яла клуба çÿрекелетчĕç. Ютри ютах ĕнтĕ вăл. Клубпа шкул пулсан çамрăксем те тăван тăрăхран тухса тармĕç, - пытармарĕ Алевтина Ивановна.

«Çĕр ĕçченĕсене лайăх канма майсем пулсан уй-хир çумкурăкпа хупланмĕ»,- тенĕ Авалхи Китайра. Çак каларăш мана питĕ килĕшет. Ылтăн сăмахсем. 121 киллĕ /çав шутра кунта нумай хваттерлĕ икĕ çурт пур, пурĕ 560 çын пурăнать/ Кукашни малашне тата аталанасса шанас килет. Шанчăкĕ те пур - ялти шкулта паян 200 ытла ача вĕренет.

Кукашнисем çĕнĕ клубри пысăк та çутă залра капăр чăрăш лартса ачапча валли пысăк уяв туса парасшăн. Хĕл Мучипе Юр пике, парнесем, юрă-кĕвĕ, ташă, савăнăçлă кĕтменлĕх нумай пулĕ унта. Чăн та, кунта хальлĕхе музыка центрĕ те, ытти аппаратура та çук-ха. Артистсем валли хитре çипуç туянмалла, сценăна та «тумлантармалла».

- Пулать, пурте пулать, - йăл кулчĕ Алевтина Ивановна. Пурнăç йывăрлăхсемсĕр интереслĕ те пулмĕччĕ. Чи пахи - чунра хавхалану пурри».

Çапла каласа ăсатрĕç мана Кукашнисем.

Клубсăр ял - ял та мар. Эпĕ вĕсемшĕн чăннипех хĕпĕртерĕм. Çав вăхăтрах Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялне аса илтĕм. Республикăри чи аякри чăваш ялĕ вăл. Вăрман варринчи уçланкăра вырнаçнăскер. Аваллăха, чăваш йăли-йĕркине упрас тесе ырми-канми ĕçлеççĕ унта. Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Василий Казанцевпа культура вучахĕн ертÿçи Вера Разбойкина ертсе пынипе фольклор ушкăнĕ те, вокал ансамблĕ те, театр студийĕ те, ачасен ташă ушкăнĕ те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Концертсем, спектакльсем лартаççĕ. Кÿршĕ ялсене /ытларах Патăрьел тăрăхне/ «гастрольсене» çÿреççĕ. Хăйсен драматург та, режиссер та пур. Мĕн тери пуçаруллă та маттур çынсем пурăнаççĕ унта! Анчах вĕсен пĕр нуша - клуб çукки! Ун пирки чунне ыраттарса ĕмĕтленет халăх. Манăн вара 2015 çул вĕçĕнче Çĕнĕ çулхи çакнашкал савăнăçлă репортажа шăпах Кивĕ Эйпеçре те хатĕрлес килет.

Роза Власова.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.