Комментари хушас

23 Кăрлач, 2014

«Хыпар» - пĕрремĕш!

Чăваш Енре потребитель кооперацийĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалласа ирттернĕ массăллă коммуникаци хатĕрĕсен «Потребитель кооперацийĕ – 2013» конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Тĕрлĕ номинацире «Хыпар», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Пирĕн сăмах», Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи «Пирĕн пурнăç», Муркашри «Çĕнтерÿ ялавĕ» тата Элĕкри «Пурнăç çулĕпе» хаçатсем çĕнтернĕ. Журналистсен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн «Сывлăх» хаçат редакторĕ Алина Лукиянова, «Чăваш Ен» телерадиокомпани корреспонденчĕ Николай Мулянов, Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçатăн пай редакторĕ Альбина Никитина, Комсомольскинчи «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, Вăрмар тăрăхĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторĕ Зинаида Павлова, Наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров, «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатăн тĕп редакторĕ Зоя Русанова, Етĕрне райповĕн «Рублевка» хаçатăн тĕп редакторĕ Виктор Иванов, Чăвашпотребсоюзăн обществăпа çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Надежда Антонова, ЧР потребитель кооперацийĕн ĕçченĕсен тата предпринимательсен профсоюзĕн инспекторĕ Дмитрий Зинов палăрнă.

«Потребитель кооперацийĕ» конкурса ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерствипе тата ЧР Журналистсен союзĕпе пĕрле вунă çул ытла йĕркелеççĕ. Ăна Чăвашпотребсоюз канашĕ кăçал та ирттерме йышăннă.

А.ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.