Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Уяв инкек ан кÿтĕр

Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсенче республикăра савăнăçлă 1,7 пин мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсене 150 пин çын хутшăнать. Çавна май, паллă, хăрушсăрлăха тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Уяв умĕн ЧР Шалти ĕçсен министерствинче полицин хайхи хăрушсăрлăхшăн яваплă подразделенийĕсен ертÿçисем журналистсемпе курнăçрĕç те - кашнин сăмахĕ асăрхаттарнăн илтĕнчĕ. Общество йĕркелĕхне сыхлассине йĕркелекен управлени пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Ежеев праçник кунĕсенче хăрушсăрлăха тивĕçтерме ШĔМĕн 1 пин ытла, шалти çарсен 200, уйрăм çынсен хурал подразделенийĕсен 20 сотрудникне явăçтарассине пĕлтерчĕ. ОМОН та - «яланах хатĕр!» Çак ĕçе ĕç тăвакан влаçăн ытти органĕ те хутшăнĕ. «Çуллен çапла ĕçлетпĕр - опыт пур. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса шанатăп», - пĕтĕмлетрĕ Алексей Владимирович.

Уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вадим Екунин асăннă тапхăрта урамра çынсене çаратнă, пурлăхне вăрланă, хĕненĕ тĕслĕхсем нумайланассине палăртрĕ. Чылай чухне ÿсĕр çынсем шар кураççĕ. «Полици, паллах, тимлĕ пулĕ, анчах кашни гражданинăн хăйĕн сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн хăй яваплă пулнине манмалла мар», - терĕ вăл.

Ĕçкĕ нумай инкек кÿрет. «Кăштах ĕçсен эрех - эмел, нумай ĕçсен - наркăмăш», - çакна манмалла мар. Ÿсĕршĕн вара, паллă, тинĕс те чĕркуççи таран. Палламан-туман çынсемпе пĕрле ĕçеççĕ, туслашаççĕ - кайран вара çав çынсемех ÿсĕрскерсен укçине, пурлăхне вăрлаççĕ. Ĕçнĕ тĕк - такси чĕнсе киле унпа таврăннинчен лайăхраххи çук. Ÿсĕр çынна пĕр-пĕр улах вырăнта усал шухăшлă çынсем çулăхасси те часах. Эппин, çавнашкал вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Вадим Викторовичăн ку енĕпе сĕнÿсем те пур: уяв паллă тума каятăр пулсан ăçта, кампа пулассине çывăх çынсене пĕлтерме манмалла мар* киле каялла мĕнле таврăнассине малтанах палăртса хумалла. Тĕрлĕ пуçтахран сыхланмаллипе кăна та мар. Ÿсĕр çын пĕр-пĕр вырăнта тÿнсе çывăрса каясси те часах. Çуркунне кĕртсем ирĕлсен юр айĕнчен виле тухнă тĕслĕхсем асрах-ха. Эппин, асăрхануллă пулмалла. Чи лайăххи - эрехе виçерен тухса ĕçменни.

Экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн заместителĕн Александр Ботинăн та асăрхаттарса каламалли пулчĕ. Мĕн пытармалли, уяв кунĕсенче çынсем эрех ĕçесси чăннипех тăруках ÿсет. Çак самантпа ямăт укçашăн çунакансем те усă курма тăрăшаççĕ: алкоголĕн саккунсăр çаврăнăшĕ вăй илет. Çавăнпа та эрех суя пулнине кăтартакан паллăллă кĕленчесене туянмалла мар. Алăран сутаççĕ тĕк - пăрăнса иртĕр. Ку ытахальтен калани мар. Александр Сергеевич юлашки вăхăтра çаврăнăçуллă çынсем ялсем тăрăх çÿресе тĕрлĕ ĕçме-çиме сутасси вăй илнине палăртрĕ. Вĕсен таварĕ иккĕленÿллĕ, мĕншĕн тесен çав çынсем хăйсем те ку тавара шанчăксăр вырăнсенче туянаççĕ. Эрех кĕленчи çинче федерацин ятарлă марки пулмалла, этикетки япăх çыпăçнă, иккĕленме сăлтав паракан ытти паллă пур тăк - ан туянăр.

Полици подполковникĕ юлашки вăхăтра суя укçа саракансем пуç çĕклени çинчен те пĕлтерчĕ. Республикăра кĕске вăхăтрах çавнашкал виçĕ ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Ытларах чух 5 пин тенкĕлĕх суя купюрăсемпе усă кураççĕ. Сыхланма - яланхи сĕнÿсемех: алă вĕççĕн хатĕрлеççĕ вĕт - микроперфораци текеннине кура суя укçан хучĕ кушăрха, чăн укçа вара - якарах* чăн купюрăна хуçлатсан нимĕн те пулмасть, суя укçан хуçланнă вырăнти сăрри каять тата ыт.те. «Иккĕленÿллĕ купюра алла лексен çывăхри банк уйрăмне кайăр - тĕрĕслеттерĕр. Вăл суя пулни палăрсан çухату тÿсесрен сыхланса çавнашкал укçапа лавккара е ытти çĕрте усă курма юрамасть. Куншăн УК 186 статйипе явап тыттараççĕ», - терĕ Александр Ботин.

Ултав темине малалла тăснă май вăл финанс пирамидисен ыйтăвне те çĕклерĕ. МММ йышши тытăмсем пирки пĕр вăхăт маннăччĕ, халь вара вĕсем каллех таврăнчĕç иккен. Кăçал 4 уголовлă ĕç пуçарнă, тата 6 организаципе полици ĕçлет. «Çĕнĕ çул умĕн çынсем хăйсен çавнашкал организацисене хывнă укçине илме каяççĕ те - пысăк процентсем шантарнăскерсем çук иккен, офисĕсенчен тухса кайнă, - пăшăрханса каларĕ Александр Сергеевич. - Çавăнпа та кĕске вăхăтра 35-50% танлашакан тупăш шантаракан илĕртÿллĕ рекламăна ан ĕненĕр. Çавăн чухлĕ процент тÿлеме никам та пултараймасть. Укçăра банксене, лицензи илнĕ организацисене кăна хывăр. Вĕсен списокĕсем Тĕп банк сайтĕнче пур».

Çĕнĕ çул хыççăн - вăрăм каникул. Паллах, нумайăшĕ яла, ытти çĕре каять. Хваттер, унти пурлăх хуçасăр юлать. Апла тăк алăк-чÿрече шанчăклă пулмалла. Ведомство тулашĕнчи хурал управленийĕн пуçлăхĕ Марат Семенов ылтăн япаласене, çавнашкал хаклă ытти пурлăха сăн ÿкерттерме те сĕнет - çухалсан шыраса тупмашкăн çăмăлрах пулĕ. Лицензипе ирĕк паракан центр пуçлăхĕ Владимир Луговских вара тискер кайăксен тĕсĕсене кура сунар сезонне февралĕн 27-мĕшĕччен тăсни пирки пĕлтернĕ май хĕç-пăшалпа асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Уяв кунĕсенче çăмăлттайлăх пушшех вырăнсăр: ĕçкĕ тата хĕç-пăшал юнашар пулма пултараймаççĕ.

Сăмах май, полици граждансенчен «вăрттăн» хĕç-пăшала укçалла йышăнас ĕçе малалла тăсать. Кăçал 69 гражданин /пĕлтĕр - 43/ хĕç-пăшалăн 70 единицине, 2 пине яхăн патронпа ытти хатĕре шалти ĕçсен пайĕсене килсе панă. Вĕсене ШĔМ 100 пин тенкĕ ытла тÿленĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.