Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Пациентсене - пахалăхлă пулăшу

Сывлăх сыхлавĕ этем пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшли пуриншĕн те паллă, пирĕнтен кашниех тăтăшах пациент пулса тухтăр хÿтлĕхне кĕтет, медицина пулăшăвĕ пахалăхлă пулнипе кун-çулăмăр тăнăçлăхĕ уйрăлми çыхăннине ăнланать.

Çĕнĕ çул умĕн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Хулари 1-мĕш клиника больници» БУ тĕп врачĕпе Лидия Александровна ВОРОПАЕВĂПА тĕлпулса кăçалхи çитĕнÿсемпе тата малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.

- Лидия Александровна, сирĕн больница куç умĕнчех çĕнелсе улшăннине пурте курса тăратпăр. Медицина учрежденийĕн юлашки çулсенчи аталанăвĕпе паллаштараймăр-ши?

- Чăн та, юлашки çулсенче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна сиплевçĕсем кăна мар, халăх та тивĕçлипе хаклать. Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн 2013 çулта вĕçленнĕ регион программи тăрăх пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Унпа килĕшÿллĕн чылай пÿлĕме тĕпрен юсанă, учреждение çĕнĕ йышши техникăпа туллин пуянлатнă. Çапла вара диагностикăн, васкавлă тата сиплевĕн хальхи мелĕсене практикăна кĕртнĕ , хамăрăн пуян опытпа çĕнĕ оборудование тухăçлă ĕçлеттерес тĕллевпе усă куратпăр. Компьютер мелĕпе рентген тăвакан томографие хута ятăмăр. Çире пур хĕрарăмсен тата ачасен сывлăхне тĕпчемешкĕн экспертăн пысăк класлă ультрасасăллă диагностика оборудованийĕ туяннă. Модернизацин асăннă программи отрасле пахалăхлă çĕнетсе улăштармашкăн, сиплев пулăшăвĕн хальхи тĕсĕсемпе халăха тивĕçтермешкĕн, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмешкĕн, медицина персоналĕн ĕç условийĕсене лайăхлатмашкăн май туса пачĕ.

Клиникăпа диагностикăн автоматизациленĕ тата централизациленĕ лабораторийĕ ĕçлет. Аса илтеретĕп, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви лаборатори службине пĕрлештерчĕ, çакăн эффективлăхĕ пысăккине пурнăç çирĕплетрĕ. Унта биохими, иммуногематологи, коагулологи тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Тĕпчев материалне лабораторие хулари сиплев учрежденийĕсенчен çитермелли маршрутсемпе графиксене çирĕплетнĕ.

- Çĕнĕ технологисенчен хăшĕсемпе усă куратăр?

- Больницăра çулленех диагностикăн тата сиплевĕн хальхи йышши мелĕсене алла илеççĕ тата ĕçе кĕртеççĕ. Хирургире, урологире, гинекологире эндоскопипе усă курасси ÿссе пырать, навигаци хирургийĕн меслечĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Практикăна кĕртнĕ çĕнĕ технологисен шутĕнче - пĕвере, хырăмай парне, çинçе тата хулăм пыршăсене операци тунă чухнехи пысăк технологисем, вăхăт çитиччен çуралнă тата уйрăмах пĕчĕк виçеллĕ пепкесене пăхса усрамалли технологи, вăраха кайнă «С» гепатита сиплемешкĕн вируса хирĕç кĕрешмелли виçĕ компонентлă терапи тата ытти.

Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чухне стационар сиплевĕ вырăнне усă куракан эффективлă та хаклах мар технологисем те пуçаруллă аталанса пыраççĕ.

- Çĕнĕ оборудовани халăх сывлăхĕн пахалăхне еплерех витĕм кÿрет?

- 2014 çулта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен тытăма çĕнетсе лайăхлатас, унăн пахалăхне тата пурте усă курма пултараслăхне ÿстерес енĕпе малалла ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра халăх сывлăхĕн кăтартăвĕсем - ача çураласси, çынсем вилесси, ĕмĕрĕн палăртнă тăсăмĕ - лайăхланса пыраççĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви медицина пулăшăвне йĕркелессине çĕнетсе лайăхлатас тĕллевпе пурнăçа кĕртекен мероприятисен ырă витĕмне пула юн çаврăнăш чирĕсенчен, туберкулезран вилессин, пĕчĕк ачасем пурнăçран уйрăлассин кăтартăвĕсене тĕллевлĕ паллăсем таран чакарнă. Çакăнта, паллах, пĕтĕмĕшле диспансеризаци тÿпи те сумлă пулчĕ.

- Лидия Александровна, тен, ĕçтешĕрсемпе паллаштаратăр...

- Больницăра 2 пин ытла çын ĕçлет. Хамăр пата сиплевĕн тата диагностикăн хальхи меслетлĕхĕсене алла илнĕ, ăнтăлуллă та малĕмĕтлĕ çамрăк тухтăрсем килни кăмăла çĕклет. Пирĕн врачсем професси шайне ÿстерсе пыраççĕ, çĕршыври ятлă-сумлă ăслăлăх учрежденийĕсенче стажировка ирттереççĕ. Медицина персоналĕ пысăк профессионализмпа, яваплăхпа тата кирек хăш вăхăтра пулăшу пама хатĕррипе палăрса тăрать. «Шурă халатлă, ырă чунлă та кăвар чĕреллĕ асамçăсем» - тесе ытарлăн каланă сăмахсем тухтăрсене те, медицина сестрисене те сăнлаççĕ. Врачсен, вăтам тата кĕçĕн персоналăн ăсталăхĕпе чăннипех мăнаçланатпăр.

Пултарулăха туптамашкăн, ăслăлăх ĕçне кÿлĕнмешкĕн, спортпа туслашмашкăн больницăра услови çителĕклех.

- Шалу енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Ĕçшĕн тивĕçлĕ тÿлени - пулăшу пахалăхне ÿстерме хистекен тĕп никĕс. Чăваш Республикинчи вăтам шалу тĕлĕшпе «çул-йĕр карттин» кăтартăвĕсене медицина персоналĕн мĕнпур категорийĕ енĕпе пурнăçланă.

«Вăтам шалу» тени финанс терминĕ пулнине çапах та ăнланмалла, практикăра ĕç укçи чылай критерирен йĕркеленет, медицинăра вăй хураканăн ĕç пахалăхĕнчен, квалификацийĕнчен, специализацийĕнчен. Учреждени ĕçлесе илнĕ пĕтĕм тупăшăн пысăк пайне шалу фончĕ йышăнать. Апла тăк ытларах илмешкĕн пахалăха татах ÿстермелле.

- Юлашки вăхăтра обществăра сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи реформăсен эффективлăхĕ пирки нумай калаçаççĕ. Медицинăра вăй хуракансем хăйсен ĕç вырăнĕ пирки пăшăрханмаççĕ-и. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ сирĕн учрежденире мĕнлерех?

- Реформăсем ирттернĕ условисенче те пирĕн врачсем малтанхи пекех лăпкăн та тăрăшса ĕçлеççĕ, сиплевĕн, диагностикăн çĕнĕ меслетлĕхĕсене пурнăçа ăнăçлăн кĕртсе пыраççĕ.

- 2014 çулхи çитĕнĕвĕрсем чăннипех курăмлă сирĕн...

- 2014 çулхи тĕп çитĕнÿсенчен пĕри менеджмент пахалăхĕн ISO 9001-2011 тытăмне пурнăçа кĕртни тесе шухăшлатăп. Çакă аталанăвăн тĕрĕс çулне суйласа илнине çирĕплетни кăна мар, хамăр пациентсене паракан пулăшу пахалăхĕн хушма гарантийĕ те.

Клинингăн хальхи тытăмĕпе усă курма тытăнтăмăр.Тивĕçлĕ служба туса хунипе тата ăна малалла аталантарнипе кĕçĕн медперсоналăн ячĕ-сумĕ çĕкленчĕ, ĕç пахалăхĕ тата тухăçлăхĕ ÿсни сисĕнет.

2014 çулта Хулари 1-мĕш клиника больницин территорийĕнче универсаллă спорт лапамĕ уçăлчĕ, çапла вара унта кашниех пиçĕхме пултарать.

- 2015 çулхи тĕллевĕрсем те пĕчĕк пулас çук.

- Паллах. Тĕп тĕллев - республикăра пурăнакансене сывлăх сыхлавĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе тата стандартпа килĕшÿллĕн медицинăн специализациленĕ тата пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе пахалăхлă тивĕçтересси, граждансене тÿлевсĕр пулăшу памалли патшалăх гарантийĕсен территори программине, «çул-йĕр карттин» мероприятийĕсен планне малалла пурнăçласси, учрежденин ĕç пахалăхне лайăхлатасси.

- Çĕнĕ çулта ĕçтешĕрсене тата хаçат вулаканĕсене мĕн сĕнетĕр?

- Хаклă ĕçтешĕмсем, сире тĕрĕс диагнозсем лартмашкăн, ыркăмăллă пулмашкăн, ăсталăха ÿстермешкĕн ырлăх-сывлăх сунатăп - унсăрăн ĕçĕр хавхалану кÿреймĕ. Хăвăр кун-çулăра çынсен сывлăхне упрамашкăн халалланине яланах асра тытăр. Пациентăрсем телейлĕ пулччăр.

Вулакансене вара çирĕп сывлăх сунатăп. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр. Сывлăхăр пурнăç йĕрки мĕнлерех пулнипе çыхăннине ан манăр, спортпа туслашăр - хускану-куçăм ĕмĕре тăсни пирки шухăшлăр.

 

Екатерина УГЛОВА калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.