Чăваш Енре чи анлă сарăлнă спорт
«Хыпар» хаçат спорт темине анлăн çутатать. Пĕлесчĕ: йĕлтĕр спорчĕ мĕнлерех йĕркеленсе кайнă-ши, ку енĕпе тата пĕрремĕш чемпион кам пулнă?
Г.АНИСИМОВА.
Патăрьел районĕ.
Чăваш Енре ăмăртса чупмалли 10 мăшăр йĕлтĕре /пушмакпа/ пуçласа 1910 çулта Пăрачкаври учительсен семинарийĕ туяннă, тепĕр 2 çултан Улатăрти тата Етĕрнери реальнăй училищĕсем йĕлтĕр илнĕ. Етĕрнери йĕлтĕрçĕ В.Гущин Чăваш тăрăхĕнче пĕрремĕш чемпион пулнă.
1928 çулта Шупашкарта йĕлтĕр бази уçăлнă, унта 50 мăшăр йĕлтĕр проката пама пултарнă. Хуласемпе районсенче ăмăртусем ирттернĕ. 1934 çулта Шупашкарти Г.И.Иванов йĕлтĕрçĕсенчен чи малтан СССР чемпионатне хутшăннă, 10 километра чупассипе 10-мĕш вырăн йышăннă. 1940 çулта вăл тата Шупашкарти коопераци техникумĕн физкультура преподавателĕ М.М.Гущина СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Чăваш Енри йĕлтĕрçĕсем ХХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă.
1964 çулта В.П.Воронков 10 километра чупассипе ССР Союзĕнче çамрăксен хушшинче мала тухмалли ăмăртура çĕнтернĕ, 1967 çулта - СССР, 1970 - тĕнче, 1972 çулта хĕллехи Олимп вăййисен чемпионĕ пулса тăнă М.А.Мальстрем, В.И.Чернова СССР чемпионачĕсенче çĕнтернĕ. Н.В.Бурлакова /Шамакова/ - Олимп, Ю.Г.Ильин Паролимп вăййисене хутшăннă. Чăваш Республикинчи 80 ытла йĕлтĕрçĕ СССР тата Раççей спорт мастерĕсем, Раççей, СССР чемпионачĕсен призерĕсемпе чемпионĕсем пулса тăнă. Пирĕн тăрăхра йĕлтĕр спортне аталантарма Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕсем В.Я.Григорьев, Г.П.Салдимиров, РФ физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.В.Москов тата ыттисем те пысăк тÿпе хывнă.