Комментари хушас

23 Кăрлач, 2014

Ял хастарĕсем тăрăшнипе

Кăшарнире уçă çĕрте шыва кĕрсе ÿт-пÿпе кăна мар, чунпа та тасалас ырă йăла йăл илчĕ. Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашсен те çак туртăм пысăк, анчах тĕн йĕркисене пăхăнса пурнăçламалли вырăн вĕсен халĕччен пулман.

Енĕш Нăрвашпа кÿршĕ ялсенче пурăнакансем ыйтнипе вырăнти чиркÿ çыннисем Нĕркей çăлĕ çывăхĕнчи çăл куçа сăвапланă. Ял хастарĕсем ахаль ларман: килсерен пухнă укçапа /кам мĕн чухлĕ пама пултарать!/ стройматериал туяннă, нимене пухăнса çĕнĕ пураран хĕреслĕ тăрăллă пысăках мар купель çĕкленĕ. Шал енне саваласа якатнă хăма çапнă, саксем вырнаçтарнă. Шыва кĕмелли вырăна анса хăпарма картлашкасем меллештернĕ. Стена çинче - турăш.

Георгий пачăшкă пилĕпе пуçарнă ĕçе вĕçне çитерме Александр Герасимов, Артем Игнатьев, Денис Федоров, Августина Николаева, Сергей Николаев хастарлăхпа палăрнă. Ял çыннисем те нумаййăн вăй хунă: кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшнă.

Купеле уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, А.Ермолаев, Г.Петров протоиерейсем, Л.Бараматов иерей, И.Ключников, И.Филиппов иеродиаконсем, Стефан епископ хутшăннă.

- Таврара çакнашкал хăтлă купель çук. Турă шыва кĕнĕ кун тĕлне Енĕш Нăрвашсем хăйсене пысăк парне кÿчĕç. Сăваплă ĕçе хутшăннисене тав, турă пулăшсах пытăр сире, - терĕ пиллесе Канашпа Тăвай районĕсен епископĕ Стефан.


Альбина НИКИТИНА.

Тăвай районĕ.

Василий НИКИТИН

сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.