Комментари хушас

26 Раштав, 2014

Уяв кĕреки

Çĕнĕ çул хапха умне çитсе тăчĕ. Пирĕн çĕршывра пĕтĕм халăх анлăн та сулмаклăн паллă тăвакан уяв вăл - Çĕнĕ çул. Ачасем çеç мар, аслисем те çак кунран темĕнле асамлăх кĕтеççĕ, кил-çурта илемлетеççĕ, уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ.

Чăнах та, Çĕнĕ çул уявĕ çулталăкри мĕнпур уявран хăйĕн капăрлăхĕпе, асамлăхĕпе уйрăлса тăрать. Кăмăл-туйăмне çĕклекен илемлĕ чăрăшсăр, йăлтăр-ялтăр гирляндăсăр çĕнĕ çула кĕрекен кил-çурт та сайра пулĕ.

Паллах, кашниех уява ăçта кĕтсе илесси, мĕн тăхăнасси пирки маларах пуçа ватсан аванрах пулĕ. Унсăрăн уяв хăвăр кĕтнĕ пек савăнăç кÿреймессе пултарать.

Уява çемьепе кĕтсе илнĕ чухне чăрăша пÿлĕм варрине лартса илемлетни чи лайăххи. Енчен те пысăк йышпа, туссемпе уявлатăр пулсан чăрăш вăйă-конкурссем ирттерме, юрă-ташăпа киленме ан чăрмантарăр, çавăнпа ăна меллĕ çĕре вырнаçтармалла.

Çĕнĕ çул сĕтелĕ пирки пĕр-икĕ сăмах. Çитес 2015 çула Китай календарĕпе кăвак качака /сурăх/ çулĕ теççĕ. Качака мĕнле чĕрчунне ял çыннинчен лайăх кам пĕлет. Вăл харсăр та чăрсăр, хăйне килĕшекен япалана тупса çиет, унпа пĕр чĕлхе тупаймарăн тăк, пĕлетпĕр, качакаран ырринех кĕтмелли çук. Çавăнпа унпа тÿрех пĕр чĕлхе тупмалла.

Дизайнерсен шучĕпе кăçалхи сĕтел уйрăмах илĕртÿллĕ те шайлашуллă пулмалла. Сĕтел çитти - чăлт шурă, пĕр тĕслĕ илемлĕ салфеткăсем, паха савăт-сапа. /Пĕррелĕх пластик савăт-сапапа урамра çеç усă курма сĕнеççĕ/.

Илемлĕ хăю, йăлтăрккасем Çĕнĕ çул савăтне капăрлатма юрăхлă. Сĕтел çинче Çĕнĕ çул паллисем пулни вырăнлă. Пысăках мар чăрăш туратне капăрлатса тарăн вазăна лартăр - Çĕнĕ çул техĕмĕ тухать. Çăмартаран юр кĕлеткесем туса лартăр - килнĕ хăна хакламасăр чăтаймĕ. Юр кĕлетке тума çăмартапа кишĕр çеç кирлĕ.

Илемлĕ çурта лартма сĕтел çинче вырăн палăртрăр-и. Питĕ аван. Çурта яланах асамлăх сĕмĕ кĕртет, чунра ĕмĕт çуратать.

Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен илес тĕк сĕтел çине така-сурăх какайĕнчен хатĕрленĕ çиме лартма сĕнмеççĕ. Çĕнĕ çула кÿрентерме пултарăпăр тата. Хур-кăвакалтан хатĕрленĕ çиме вара - тархасшăн. Улма-çырла, пахча çимĕçрен пахи качака-сурăхшăн ним те çук. Çавăнпа тĕрлĕ салатсем хатĕрлеме ан ÿркенĕр. Качака кăмăлне юрама май пулĕ.

Çĕнĕ çула юлташсем е тăвансем патĕнче кĕтсе илме палăртнă пулсан кил хуçисене пĕчĕк парнесемпе савăнтартăр. Çул ăнăçу, савăнăç кÿмеллех кун пек чухне.

Пĕтĕмлетсе каласан, Çĕнĕ çула туслă та кăмăллă йышпа кĕтсе илĕр. Малалла шанчăкпа утăр. Шампань кĕленчи айне ан пулăр, чăрăш айне ан йăванăр. Унсăрăн качака кăмăлне юраса çитереймĕр. Хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунса çĕнĕ çул алăкне уçсан, шанатпăр, малашне те ÿсĕмсем пулмалла!

 

Пицца - çемçе чустапа

1 стакан çурă çăнăх, 1 стакан кефир, 1 апат кашăкĕ сахăр, 2 çăмарта, 1 апат кашăкĕ 6: уксус, 1 чей кашăкĕ тăвар, чĕптĕм апат соди.

Çăнăх аллатпăр, çăмартапа хăймана /кефира/ пăтрататпăр, унта малтан сахăр, унтан тăвар, уксусра сÿнтернĕ сода хушатпăр. Çак хутăша çăнăхпа пĕрлештерсе хăвăрт пăтрататпăр.

Пицца чусти хатĕр те. Çатмана çупа сĕрсе чуста хуратпăр, 250 градус хĕртнĕ духовкăра 5-6 минут пĕçеретпĕр. Унтан хатĕр икерчĕне - пицца чустине - духовкăран кăларатпăр та кăлпасси, туранă сухан, çăмарта, сыр, кетчуппа майонез хуратпăр. Пиццăна духовкăра пĕçеретпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.