Раштав - Христос çуралнa кун
Раштав - Христос çуралнă кун /Рождество Христово/ - пĕтĕм христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Ăна католик-христиансем декабрĕн 25-мĕшĕнче /григориан календарĕпе килĕшÿллĕн/ паллă тăваççĕ, православи тытса пыракансем Раштава январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ /юлиански календарьпе/.
Христиансем пурте /хăш календаре пăхмасăр/ çак уява питĕ кĕтеççĕ. Çак кун тĕнчере чи паллă çын - Христос - çуралнă. Вăл тĕнче историне улăштарнă, пĕтĕм этемлĕхе чăн Турă патне çул уçса панă.
Раççейре Раштава пин çул каяллах Христос тĕнне йышăнсан уявлама пуçланă. Чăвашсем Христос тĕнне йышăнни нумаях мар-ха. 200 çул ытларах çеç. Унччен чăвашсем çак кун сурхури уявне паллă тунă, ун хыççăн - кăшарни. Халĕ халăхра Раштавпа сурхури уявĕсен йăли-йĕрки пĕрлешсе кайнă. Хамăрăн ĕлĕкхи йăла, вăйăсем нумай упранса юлнă.
Анчах мĕнле пулсан та çак кун - Христос çуралнă. Уяв умĕн кил-çурта тирпейлеççĕ, типĕ тытса Турă умĕнче чун-чĕрепе тасалаççĕ, тĕрлĕ çылăхсемшĕн Çÿлти Аттемĕртен каçару ыйтаççĕ, Христос Туррăмăртан хÿтлĕх кĕтеççĕ. Кÿрентернĕ çынран каçару ыйтни, хăвăра кÿрентерекене каçарни чуна, ăс-тăна тасатса çăмăллатать, малалла ăнтăлма çул уçать.
Турра ĕненекенсем Раштав типпи пĕтнĕ майăн уяв сĕтелĕ хатĕрлеççĕ. Январĕн 6-мĕшĕнче каçхи тÿпере пĕрремĕш çăлтăр çутăличчен нимĕн те çимеççĕ, каçхине тулă пăттипе пылпа апатланаççĕ те чиркĕве кĕлĕ итлеме каяççĕ. Служба хыççăн киле таврăнсан уяв сĕтелĕ хушшине лараççĕ. Таса сĕтел çитти айне пĕр ывăç улăм хуни - Иисус çуралнă ясли символĕ. Чухăнсене пулăшни, пĕр-пĕрне парнесем кÿни Раштав уявĕн палли. Çак эрнере алăка хупмаççĕ. Çын пырсан апата лартаççĕ, палламан чухăн çул çÿрекен кĕрсен - ку çитес çулталăк лайăх пуласса пĕлтерет. Чухăн çынна Иисуспа сăпатланă.
Уявра юмăç пăхнине вара христианство сивлет, язычествăран юлнă йĕрке имĕш. Юмăçлакансене усалĕ Турăран аяккалла сĕтĕрет, вĕсен малашлăхне пÿлет теççĕ. Çавăнпа çĕнĕ çулта Христос хÿттинче çÿрес тесен юмăçласа Турра ан кÿрентерĕр.
Христосран пил ыйтни, Çăлавçăна мухтаса юрлани аван. Вăл малашлăха çул уçса пырĕ, хăват кÿрĕ.