Декабрь: «Самантăн» 12-мĕш номерĕ!
Çулталăка вĕçлекен кăларăм Çĕнĕ çул çутипе тулнă. Пурнăçра çеç мар, ĕмĕтре мĕнле кĕтсе илме пулать-ши çак уява/ Хуравне журналта тупатăр.
«Самант» тусĕсем хастар çамрăксемпе паллашĕç - яшсен-пикесен вĕсенчен тĕслĕх илмеллех!
Тăван халăх пурнăçĕнче Çĕр-анне мĕнле вырăн йышăннине пурте пĕлетпĕр. Унăн пĕлтерĕшне вĕçне çити ăнланаятпăр-и эпир/ Çамрăксем тăван çĕр кăмăлне те пуянлăхне курнă-ши/ Çĕр ыйтăвне вара çамрăк ăрăвăн татса пама тивет.
Чăвашсен пĕрремĕш киноартистки Тани Юн аптраса тăракан çын пулман. Хăюлăхĕпе ыттисене тĕлĕнтернĕ!
«Самант» хăни - ытарйми юрăç Фарида. Паллашар-ха унпа.
Айхиçĕсен йышĕ Çĕнĕ Шупашкар ачисемпе пуянланчĕ. Геннадий Айхин «Сильви тĕнчи» хайлавне куçарса экзамен тытрĕç вĕсем.
«Хĕрсен мĕнле хÿтĕленмелле/» тата «Таиç» ятлă статьясем пикесен-хĕрарăмсен илемĕ те тивĕçĕ пирки шухăшлаттараççĕ.
«Самант» тусĕсем, вуламалли-шухăшламаллипе, савăнмалли-тĕлĕнмеллипе яланхи пекех тулăх пирĕн журнал.
Ас тăвăр: çырăнтару пырать! Ан манăр!