Комментари хушас

12 Раштав, 2014

«Капкăн» журналăн çирĕм виççĕмĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи 23-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Хаксем ÿсеççĕ» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра "Усалтан тар, ырă патне пыр" корреспонденци тата «Кунашкаллине астивменччĕ-ха...» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун пире хÿтĕлет» рубрикăра «Кермен вĕт ку!», «Кĕвĕçни ырă тумасть», "Ултавçă тухтăр" критикăлла статьясем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторăн Л. Федоровăн «Эх, купăста, купăста, сана çиме эп ăста» такмаксен ярăмĕ, В. Константиновăн «Пĕрремĕш черкке» калавĕ çапăннă.

Çавăн пекех журналта Е. Николаевăн «Намăс-симĕс куçа кĕмест», Рев. Рубинăн «Хырăмлă хĕр» хайлавĕсене вулама пулать.

Кăларăмра «Пулать вĕт», «Çапла çав», «Ах, анчах», «Пурнăç ÿкерчĕкĕсем» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

PDF-верси

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.