Комментари хушас

25 Раштав, 2014

«Çын мĕн калĕ» ăнлава çухатсан часах тухăн чыссăра

Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пурлăх енĕпе аталанас тата пĕтĕмĕшле ыйтусем енĕпе ĕçлекен проректорĕпе тĕп бухгалтерĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вĕсене должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн проректор служба ĕçĕсемпе тесе /тĕрĕссипе, вуза ку кирлĕ пулман/ пĕрре кăна мар Мускава кайса килнĕ. Çулçÿрев хыççăн тĕп хулара хăна çуртĕнче пурăннине ĕнентерекен суя документсем хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе, хăй хăна çурчĕсене вырнаçман та. Суя хутсене командировка тăкакĕсене саплаштарма бухгалтерие панă. Çапла майпа университета 200 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Асăннă тапхăртах, 2011-2013 çулсенче, проректор пилĕк хут чикĕ леш енче пулнă - Латвире, Араб Эмирачĕсенче, Черногорире тата Германире. Çав шутра икĕ хутĕнче вузăн тĕп бухгалтерĕпе, 2012 çулхи октябрьччен вĕренÿ заведенийĕн бухгалтери шутлавĕпе финанс тĕрĕслевĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн должноçĕнче ĕçленĕскерпе, пĕрле çула тухнă. Хăйсем вара чикĕ леш енне каймалла тата каялла таврăнмалла чухне служба ыйтăвĕсемпе Мускавра командировкăра пулнине çирĕплетекен суя документсем хатĕрленĕ.

Иртĕхмеллипех иртĕхнĕ çав. 2012 çулхи июльте проректор хăйне отпускран вăл вĕçленмесĕрех чĕнсе илмелли хут та хатĕрленĕ - производствăпа çыхăннă ыйтусене татса памашкăн вăл ĕçре кирлĕ пулнă имĕш. Чăннипе вара çакă университет водительне служба автотранспорчĕпе ăна тĕп хулари «Домодедово» аэропорта леçтерме, ют çĕршывран таврăннă хыççăн унта кĕтсе илсе Шупашкара илсе килмешкĕн кирлĕ пулнă. Унсăр пуçне 2013 çулхи июньте айăпланакансем кану кунĕсенче Латвие вĕçсе кайнă. Ĕç кунĕнче, тунтикун тĕлне, каялла таврăнса ĕлкĕреймессе пĕлсех çапла тунă. Тĕрĕссипе, прогул пулнă. Çак тĕслĕхсем вуза 120 пин ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вĕсене сăлтавсăрах командировка укçине, çавăн пекех ĕç вырăнĕнче пулман кунсемшĕн шалу тÿленĕ вĕт.

Следстви шухăшĕпе - проректорпа тĕп бухгалтер айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ. Çавна май уголовлă ĕçе тишкермешкĕн Шупашкарти Ленин районĕн судне ярса панă. Айăпланакансен саккунсăр ĕçĕсене СК следователĕсем ЧР Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсемпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.