«Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах»
Шăпах çак ятпа нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке пичетрен тухрĕ. Авторĕ - Андрей Иванович Михайлов. Паллă журналист-таврапĕлÿçĕ тăван ялĕн историне тĕплĕн тишкерет, унăн паянхи пурнăçне çутатать, малашлăхĕ çутă пуласса ĕненет.
«Кĕнекере тĕп вырăнта - Хачăк ял историйĕ, вăл йĕркеленсе кайнă тапхăртан пуçласа унăн Раççейĕн обществăпа политика аталанăвĕн тĕрлĕ тапхăрĕнчи пурнăçĕ таран. Кунта хронологи принципне çирĕп пăхăннă, уйрăм тематика туртăмĕ пур», - çапларах хаклать çĕнĕ кĕнекене Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Яков Кушев. Хачăк шăпах çак ял тăрăхне кĕрет.
«Пысăках мар икĕ вăрманпа Ункă шывĕ çумĕнче вырнаçнă ман тăван ялăм Хачăк. Октябрьти Аслă революциччен вăл Ямпах ятлă пулнă. Çакна «Населенные пункты Чувашской АССР» справочник-кĕнеке те çирĕплетет... Ялти «шур сухалсем» аса илнĕ тăрăх - Хачăк-Ямпах пуçланса кайни 500 çул ытла ĕнтĕ. Вăл Шупашкар çывăхĕнчи ытти ялпа пĕр вăхăталла никĕсленнĕ тесен те йăнăш пулас çук», - çырать Андрей Михайлов «Тăван ялăм ĕлĕк-авал, феодализмпа капитализм вăхăтĕнче» материалта. Ял историне тĕпченĕ май автор Чăваш Республикин патшалăх, СССР Наукăсен академийĕн Ленинградри /халĕ Санкт-Петербург/ тата ытти архивра упранакан документсемпе усă курнă, тĕрлĕ справочник-кĕнекере ял çинчен асăннă сыпăксене илсе кăтартнă. Хачăкăн Октябрьти революци хыççăнхи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнчи, вăрçă хыççăнхи çулсенчи тата каярахри, çавăн пекех паянхи пурнăçне тĕплĕн çутатнă. 1941-1945 çулсенче вăрçа хутшăннă ентешĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Çуралса ÿснĕ тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннисене, çапăçу хирĕсенче паттăррăн пуç хунисене пурне те ят-хушаматран асăннă, вĕсен çуралнă тата вилнĕ çулĕсене, çар званийĕсене кăтартнă.
«Хăйĕн истори аталанăвĕнче Хачăк ĕçченлĕхпе ятлă-сумлă çынсем пуррипе палăрчĕ. Ял историне пĕтĕмлетнĕ май вĕсене асăнмасăр хăварма май çук. Ялти пĕрремĕш тимĕрçĕ. Пĕрремĕш тракторист. Пĕрремĕш учитель. Пĕрремĕш врач. Пĕрремĕш орденоносец. Тата ытти пĕрремĕшсем - ырă ята тивĕçлĕ», - çырать Андрей Иванович «Вĕсем пирĕн ялтан» материалта «пĕрремĕшсене» кашнине ятранах асăннă, вĕсемпе ял-йыш мухтаннине палăртнă май. Хисеплĕ ятсене, патшалăх наградисене тивĕçнисен сăнÿкерчĕкĕсем те вырăн тупнă кĕнекере. 95 киллĕ Хачăкри 85 çынна - «Авангард» колхоз ĕçченĕсене - тăшмана çĕнтерес ĕмĕтпе тылра хăйсене шеллемесĕр вăй хунăшăн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă: вĕсен ят-хушаматне тата кашниех миçе ĕç кунĕ тунине кĕнекере çырнă. Акă Анастасия Егоровна Иванова трактористкăн çулталăкне 280-300 ĕç кунĕ таран, Нина Алексеевна Кондратьева дояркăн - 200-350.
Кĕнекере Шупашкар районĕн гербĕпе гимнне те пичетленĕ. Пуян содержаниллĕ, 100 экземпляр тиражпа тухнă «Тăван ялăм Хачăк, вăлах Ямпах» кĕнеке çав тăрăхра пурăнакансемшĕн, историпе кăсăкланакансемшĕн, таврапĕлÿçĕсемшĕн, çамрăк ăрушăн уйрăмах усăллă пуласси иккĕлентермест.
И.КЛЕМЕНТЬЕВА