Комментари хушас

23 Раштав, 2014

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар...

«Хĕвел сылтăмалла çаврăнать», - тенĕччĕ урокра.
Хăй те кашни кун асăрхать-ха кăна Демид. Эппин, эппин...
манăн пĕр пăрăнмасăр хĕвелтен сулахай еннелле каймалла,
- чылаях шухăшласа тăнă хыççăн пуçне сылтăмалла пăрса,
хушăран çÿлелле пăхса васкаса утма пуçларĕ. Сылтăм алли
хăй тĕллĕнех, кукамăшĕ вĕрентнĕ пек, хĕрес хучĕ...»
Владимир СУРКОВ,
/«Тăван Атăл» журнал, 2014,11//.

- Владимир Петрович, литературăпа культура тата искусство журналĕнче эсир ачасем валли çырнă калавсем юлашки вăхăтра тăтăшах пичетленнине асăрхатпăр. Хайлавăрсем чĕлхе пуянлăхĕпе кăна мар, çамрăк ăрăва вĕрентнипе те тыткăнлаççĕ. Ача-пăча çыравçи пулмашкăн çăмăл мар пек туйăнать...

- Тĕрĕссипе, хама çыравçă тесе хакламан пулăттăм.

Кирек камăн та ачалăхĕ чунра ыррăн та манăçми çырăнса юлать. Кун-çулăмăр ачалăхпа уйрăлми çыхăннă вĕт. Эпĕ сăнанă тăрăх - çулсем малалла васкавлăн вирхĕннĕ май ун чухнехи савăк та телейлĕ самантсем халĕ куç умне тата уçăмлăрах тухса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, кун каçипе колхоз уйĕнче утă-улăм тиесе ĕшеннĕ хыççăн пушă лав çине ÿпне выртса киле таврăннă май урапа çулĕ тăрăх выртса юлакан улăм çÿпписене самаях шултăрканă хăма хушăкĕнчен сăнаса пыратăн: вĕсем те лаша юрттипе тан шав малаллах «чупаççĕ». Тулли уйăх та пирĕнтен юласшăн мар...

Çамрăк та вăйпитти ÿсĕмре унашкалли пирки пуçа ватмашкăн вăхăт пулман ахăр. Халĕ, авă, ку ÿкерчĕксем хăйсемех асаилÿ чатăрне сиреççĕ. Килте ларма тивнипе çапла пулать тесе шухăшлатăп. Кÿмепе урама тухсан вара çутçанталăк асамлă вăйĕпе тыткăна илет: хăйĕнчен пысăкрах чăмакка сĕтĕрекен кăткă чупса иртет, кайăк çунат çапса юрлать, чечек çийĕн хурт-кăпшанкă сĕрлет...

- «Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕнче çапăнса тухнă «Аташса кайни» калавра та çутçанталăк илемĕпе киленни сисĕнет-ха, çавăнпа пĕрлех çамрăк ăрăва ăс памашкăн та манмастăр.

- Кирек мĕнле лару-тăруран тухма май пурри çинчен асаилтеретĕп çамрăксене. Йывăрлăха лексен çухалса каймалла мар, тĕплĕн шухăшласа тĕрĕс çул тупмашкăн ăнтăлмалла. Çакă ачасене кăна мар, çитĕннисене те пырса тивет. Хамах илем. Эпĕ сывă та вăйпитти çын пулнă. Çирĕм виçĕ çул каялла йывăр чире пула кÿме çине лармалла пулса тухрĕ. Малтанах çухалса кайрăм паллах. Пăлхану самантне ирттерсе яма хал çитермелле те йывăрлăхран мĕнле тухасси çинчен шухăшламалла. Май çук тăк малалла мĕнле пурăнас пирки пуçа ватмалла, этем ретĕнчен тухмалла мар, çынлăха упраса хăвармалла.

Калавăн тĕп шăнăрĕ - ачалăхра хампа пулса иртни: аттепе вăрмана пырсан çухалса кайнăччĕ, аслисем каланине ăса хывни пулăшнипе аслă çул çине тухнăччĕ.

-Ачалăхăр тенĕрен, телейлĕ те савăк тапхăрăр хăш тăрăхпа çыхăннă?

- Эпĕ Патăрьел районĕнчи Пăлакасси ялĕнче утмăл çул каялла çут тĕнчене килнĕ. Ялта 4 çул вĕреннĕ. Тĕрĕссипе, шкул пулман-ха: пуян çынран туртса илнĕ пÿртре, ферма çумĕнчи хуралтăра, пĕччен пурăнакан Маюк аппан çуртĕнче пĕлÿ илнĕ, Унтан - Кивĕ тата Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕсенче. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне пĕтернĕ. Профессипе - историк.

- Сире Чăваш радиовĕпе паракан кăларăмсенчен пĕлетĕп. Çĕнĕ хыпарсен ярăмĕсем кăмăла каятчĕç, уçă та янăравлă сассăр чуна тыткăнлатчĕ...

- Малтан çамрăксен каçхи шкулне вырнаçрăм. Вĕренекенсене хамăрăн шыраса çÿремелле пулнăран ĕçе улăштарма тиврĕ. Чăваш телекуравне диктор кирлине пĕлсен конкурса хутшăнтăм. Финала Василий Павловпа иксĕмĕр тухрăмăр. Паллах, ятлă-сумлă артистпа танлашма пултараймарăм ун чухне. Туссем Чăваш радиовĕнче пушă вырăн пуррине пĕлтерчĕç, унта кайса пăхмашкăн сĕнчĕç. Радиора сасă кирлĕ: сăвă вулаттарчĕç, ирĕклĕн калаçтарчĕç. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрăм. Çырусемпе ĕçлекен корреспондент пулса тăтăм. Иван Степанов çĕнĕ хыпарсем хатĕрлемешкĕн хутшăнтарма пуçларĕ, сасă ларнине кура «Ăраскалта» - çырусем, ытти кăларăмра очерк-калав вулаттарма тытăнчĕç. Авель Харитонов ĕçрен кайсан диктор вырăнĕ пушанчĕ. Конкурс ирттернин усси пулмарĕ, тивĕçлĕ кандидат тупăнмарĕ. Венера Большова ертÿçĕ чĕнсе илчĕ те: «Пире ыранах диктор кирлĕ», - терĕ, унта куçма сĕнчĕ. Килĕшрĕм паллах. Чăваш радиовĕнче ĕçленĕ 8 çул маншăн - пурнăçăн ырă саманчĕ.

- Пултаруллă çын пур енĕпе те ăнăçтарать тесе ахальтен каламан: эсир сăвăç та иккен...

- Ача чухне пирĕнтен чылайăшĕ сăвăпа аппаланнă вĕт. Ятарласа тетраде çырса пыраттăм вĕсене тата аслисенчен пытарса хураттăм. Темле майпа вăл аппа куçĕ тĕлне пулнă, вуласа тухнă хыççăн вăл йĕкĕлтешме тытăнчĕ. Те вăтаннипе, те тарăхнипе тытрăм та петĕм тетраде çунакан кăмакана. Çавăн хыççăн пĕр хушă сăвăпа пуçа минретмен. Яш чухне хĕрсем патне çыркалама тытăннине шута илмесен паллах.

Вырăн çинчен тăрайми пулнă вăхăтра çырма пуçларăм. Вĕсене пичетлеменпе пĕрех, хаçатра 2-3-шĕ кăна кун çути курнă. Кĕнекен кăлармашкăн нухрат çитмест. Тĕрĕссипе, сăвăç ятне илессишĕн хайламастăп вĕсене: вăхăт пулать, чуна тыткăнлакан самант тупăнать - çĕнĕ йĕрке çуралать. Пĕтĕмпех ăнсăртран килсе тухать темелле. Манăн шухăшпа - пирĕнтен кашнийĕн Турă панă туртăм пур. Чылайăшĕ çав йĕр çине тÿрех ÿкеймесен те пултарать.

Сăвăсем чунăмра ачалăх ÿсĕмĕнче ытахальтен шăрçаланман тесшĕн эпĕ. Каярахпа вĕсене çырма пăрахни те яланлăх мар: пурнăç çулĕ урăх йĕрпе чуптарма тытăннипе çыхăннă çакă. Сăвăç пулма çуралнă çын хăйĕн чăн-чăн туртăмне тупиччен е заводра станок умне тăрать, е çĕр ĕçне кÿлĕнет, е пĕр-пĕр пуçлăх пулса тăрать. Вăхăт иртнĕ май тахçан амаланнă ăнтăлу çав-çавах тапса тухать, асфальт сарнă çула шăтарса хĕвел еннелле туртăнакан çамрăк хунав евĕр эппин.

Сăввăмсем юрра хывăнасси Сергей Кувшиновран пуçланчĕ. Унпа кÿршĕллĕ пурăнатпăр. Паллашса кайрăмăр та сăмах эпĕ радиора ĕçлени çине куçрĕ. «Ман валли мĕн те пулин çырса пар-ха», - ыйтрĕ вăл. Малтанхи сăввăмсенчен 2-3-шне суйласа илтĕм. Тепĕр куннех вăл çĕнĕ юрă илсе килчĕ: «Шурă вальса» кĕвве хывма ĕлкĕрнĕ те. Çапла пĕрле ĕçлесе кайрăмăр: вăл тема сĕнет, кăштах ĕнĕрлесе кăтартать, кайран сăввăмсем тăрăх юрă хайлать. Юрлаканни - хăех.

- Эсир А.Толстой ячĕллĕ вулавăшпа та çыхăну тытатăр. Вулакан пек кăна мар тата, куç курманнисемшĕн ырă ĕç тăвас тĕллевпе.

- Çакă та ятарласа тунă утăм мар. Шăпа илсе пырать тенĕ пекех пулса тухрĕ. Культура институтĕнче вĕренекен хĕрĕм урлă унта вăй хуракан Эдуард Фомин манпа çыхăнчĕ. Ăна паллатăп-ха: радиора ĕçленĕ чухне пирĕн патра практикăра пулнăччĕ. «Сире Библи вулама сĕнесшĕн», - пĕлтерчĕ вăл. «Хама чиркÿ çынни теме пултараймастăп паллах», - тесен çапла хуравларĕ: «Темех мар, пире чăвашла лайăх вулакан кирлĕ. Эсир вара шăпах çавăн пекки». Килĕшрĕм, малтанах Евангелие, кĕлĕсене, Ева Лисина ертсе пынă ушкăн куçарнă Библие тишкертĕм, ун хыççăн пĕтĕмпех вуласа патăм. Сассăм янăравлăхне вулавăш ĕçченĕсем тивĕçлипе хакларĕç пулмалла: пирĕн те вуламалли нумай тесе тĕрлĕ кĕнеке килсе пама тытăнчĕç. Эп вулатăп - вĕсем куç курманнисене паллаштармашкăн çырса пыраççĕ. Инвалидсем вара флешкăпа усă курса компьютер урлă итлеççĕ. Чун хавалĕпе пурнăçларăм çак ĕçе.

- Пултарулăхăр нумай енлине пăхмасăр хĕмлентерекен ĕмĕт-тĕллев те пур ахăр?

- Епле-ха унсăрăн? Ача чухнехи ĕмĕт канăç памасть: пир çине ÿкерме пуçлас килет. Чăн та, ку енĕпе хĕрĕм ăнăçтарчĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ.

- Эсир - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, хăвăр тĕллĕн утса çÿрейместĕр. Сусăррине пăхмасăр хевтеллĕ пулма, общество пурнăçĕнчен юлмасăр малалла ăнтăлма мĕнле асамлă хăват пулăшать, вăй парса тăрать сире?

- Инвалида тухнă çынсенчен кирек камăн та кун-çулĕ самантрах улшăнать. Ачаранпах сусăр шутланакансем сывă çыннăн пурнăçне тĕшмĕртмеççĕ. Вĕсен тĕллевĕсем çирĕп, хăйсене обществăра кирлĕ çынсем тесе шухăшлаççĕ. Эпир, вăйпитти те хастар пулнисем, инкек сиксе тухсан аптраса ÿкетпĕр, хамăр пирки: «Кама кирлĕ ĕнтĕ?» - тетпĕр. Пирĕн çак туйăма çĕнтерме пĕлмелле. Хуйхă-суйхă çинчен манас тесе алла черкке тытмалла мар.

Мана çутă тĕнчене килме пÿрнĕ тĕк - çакăн пек йывăрлăх та ахальтен мар. Çутçанталăк хăватăма, кăткăс лару-тăруран тухмашкăн кăмăл çирĕплĕхĕ пурри-çуккине тĕрĕслет.

Мана пулăшакан, вăй парса тăракан асамлă хăват - савнă мăшăрăм, юратнă хĕрĕмсем тата шанчăклă тусăмсем. Вĕсемсĕр нимĕн те тăваймастăп. Çемьере пĕрне пĕри çур сăмахран ăнланма пĕлмелле. Тем те пулать пурнăçра: шăкăл-шăкăл калаçнисĕр пуçне мăкăр-мăкăр тума та тивет. Мăшăрăм, Аполлинария Семеновна, йывăр самантра пăрахманни маншăн чи кирли пулса тăрать. Пĕтĕм йывăрлăха чăтрĕ-тÿсрĕ вăл, пĕчченлĕхре хăвармарĕ. Эпĕ ăна яланах хисеплетĕп. Чи йывăр самант - ачасене ÿстернĕ тапхăр. Инвалид кÿмине ларнă чухне аслă хĕрĕм - пиллĕкреччĕ, кĕçĕнни - пĕррере. Халĕ виççĕшĕ те ÿссе çитĕнчĕç, аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухрĕç. Куç тулли телейĕм - Дима мăнукăм. Тĕрĕссипе, тĕпренчĕкĕмсем мана нихăçан та кулянтарман: шкулта лайăх вĕреннĕ, институтра бюджет шучĕпе ăс пухнă.

Юлташсем те шанчăклă, уйрăмах - Юрий Фролов. Чăваш радиовĕнче вăл «Шанчăк» кăларăм хатĕрлесе эфира кăларатчĕ. Ман валли ятарласа «Хăвна ху хăтар» ярăм йĕркелерĕ. Унта инвалида тухнă çынсем - художниксем, сăвăçсем, спортсменсем - тата вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа параттăм. Сакăр çул тытса пытăм асăннă кăларăма. Инсульт иккĕмĕш хут ярса илсен çулталăк çурă вырăнпах выртма тивнипе ку ĕçе малалла тăсаймарăм.

Ĕçри юлташăмсем малтанхи çулсенче килсе çÿретчĕç. Вăхăт иртнĕ май сайра-хутра кăна кĕркелесе тухаççĕ. Хăйсем те çамрăк мар та - ÿпкелеместĕп.

- Кÿмепе кăна мар, автомашинăпа çÿреме те кăмăллатăр иккен...

- Сусăр çыннăн кÿмере кăна ларас килмест-çке, тухса çÿрени те кăмăла уçать. Сывă та таса чухне водителе вĕренес, çăмăл машина туянас шухăш пуçра та пулман. Нуша кулач çитерет тенĕ евĕр права илтĕм, тимĕр урхамахлă пултăм. Малтанхи вăхăтра руль умне ларса çул юппине çитсен мĕнлерех çаврăнса тухасси пирки пуçа ватса чăм тара ÿкеттĕм. Ăсталăха ÿстерме пиччепе унăн 13 çулти ывăлĕ чылай пулăшрĕç. Халĕ дачăна, хунеме патне çÿретпĕр. Шăллăм вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн тăван яла тахçан та пĕрре кăна çитсе килетĕп.

Ачасем çитĕннĕ, йăха малалла тăсакан çут тĕнчене килнĕ май халĕ эпĕ лăплантăм, шăпапа çырлахрăм. Пурнăçра хам мĕн пултарнине йăлтах тунă темелле.

Тухса çÿреме кансĕр çын та - обществăн уйрăлми пайĕ, апла тăк ăна усă кÿресси çинчен яланах шухăшламалла. Çавăнпа сăвă-калав хайласа, куç курманнисем валли кĕнеке вуласа халăхшăн юрăхлă пулма тăрăшатăп.

- Сирĕн шутăрпа - мĕнлерех туять сусăр çын хăйне паянхи саманара?

- Эпĕ инвалид кÿми çине ларнăранпа çирĕм виçĕ çула кайрĕ. Çав тапхăрти кун-çулăма тишкерес тĕк, сусăрсен пурнăçне çăмăллатас енĕпе улшăнусем пулса иртмен теме пултараймастăп.

Çапах та медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине вăйлатасси, санаторире сиплесси, пурнăç условийĕсене хăтлăлатасси, урама тухса кĕмешкĕн, транспортпа çÿремешкĕн, тĕрлĕ учреждение кĕрсе тухмашкăн меллĕ майсем туса парасси, информаципе, çыхăну технологийĕпе туллинрех усă курасси тĕлĕшĕпе тумалли ĕçсем те çук мар-ха. Кÿмеллĕ инвалидсене çăмăллăх парас енĕпе ман шухăшпа - иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче япăх мар ĕçленĕ. Калăпăр, чире пула е аманнипе сусăрланса çÿрейми пулнисем ун чухне социаллă пулăшу тытăмĕ урлă машина туянма пултарнă. Монетизаци реформи хыççăн асăннă çăмăллăха укçа çине куçарчĕç. Халĕ мана пенси çумне уйăхсерен 2,9 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Ăна пухса чи йÿнĕ /паллах, киввине/ автомашина туянас тесен те 15 çултан кая мар иртет. Унччен, каçарăр та, ку тĕнчепе сывпуллашма та ĕлкĕрĕп. Сиплев имçамĕ вара хаклансах пырать. Çулсем иртнĕçемĕн унашкалли ытларах та ытларах кирлĕ. Монетизаци укçине илетĕн-тĕк больницăсенче сиплеве йышăнсах каймаççĕ.

Халĕ чăрмавсăр тавралăх-хутлăх пирки нумай калаçаççĕ. Хăшпĕр çĕрте пандус вырнаçтараççĕ. Анчах вĕсенчен ытларахăшĕ пире меллĕ мар. Чылай чухне çав хатĕрсене тăваткал кĕтеслĕ икĕ тимĕр валакран е рельсран майлаштараççĕ. Валакĕсем ытла тарăн е ансăр, е ытлашши чăнкă вырнаçтарнипе вĕсемпе усă курма май çук. Çак ĕçе пуçăниччен инвалидсемпе хăйсемпе канашлани вырăнлă пулмалла.

Кресло-кÿмепе çÿрекен сусăрсем валли подъездран кĕрсе тухма, туалета, ваннăна, балкона кайма меллĕ хваттерсем тăвасси çинчен тахçанах калаçаççĕ. Ун пеккисем пирĕн хулара та пур имĕш. Анчах кам пурăнать вĕсенче? Кÿмепе çÿрекен инвалидсемех-ши?

Хăшпĕр çитменлĕхсем пирки сăмах хускатнине йăнăш ăнланмалла ан пултăрччĕ. Ырă çын нумай, эпĕ вĕсен пулăшăвне час-часах тивĕçетĕп. Пире май килнĕ таран илтессе, тĕрĕс ăнланасса, пурнăçăмăра кăштах çăмăллатасса шанас килет.

 

Валентина СМИРНОВА.

Шупашкар хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.