Комментари хушас

22 Раштав, 2014

Укçа: сас-хурапа сăлтавланнă пăтрану

Юнкун тата кĕçнерникун пластик карточкăсемпе укçа пама пăрахаççĕ текен сас-хура сарăлнă хыççăн халăх банкоматсене «тапăннине» кура Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский журналистсем валли брифинг ирттерчĕ.

Вăл палăртнă тăрăх - юлашки кунсенче халăх банкăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси тăруках ÿснĕ. Çав шутра - кредит ыйтасси, карточкăсем çинчи укçана илесси... Çакă чи малтанах банк пластик карточкăсене блокировка тăвать текен сас-хура сарăлнипе сăлтавланнă. Юрий Борисович банкăн унашкал тĕллев çуккине çирĕппĕн палăртса каларĕ. Карточкăсемпе укçа илес тĕлĕшпе нимĕнле чăрмав та çук. Чăнах та, халăх тăруках банкоматсене сырса илнĕ май вĕсем укçа пама пăрахни пулнă, анчах ку нимĕнле блокировкăпа та çыхăнман, пĕр харăсах нумай укçа илнине пула вĕсенче купюрăсем пĕтнĕ - çавă çеç. «Çавна май эпир халиччен куллен 60 банкомата укçа хураттăмăр, çак кунсенче вара 150-шар банкоматри укçа саппасне çĕнетсех пыма тивет», - терĕ вăл.

Çак сас-хурана кам сарнă, ку камшăн лайăх? Çак ыйтусен хуравне управляющи пĕлмест, анчах кунашкал лару-тăру Раççейĕн темиçе хулинче пулни паллă. Пĕтĕмпех пĕтĕм тĕнчери «Visa» тÿлев системи карточкăсене блокировка тăвать текен сас-хураран пуçланнă. Юрий Борисович банк çав системăпа çыхăнни, унтан блокировка тăвас тĕллев çук текен хурав илни çинчен пĕлтерчĕ. «Хупма та пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен эпир - вĕсен чи хаклă клиенчĕ. Карточкăсене блокировка туни вилĕмпе тан пулĕччĕ», - çирĕплетрĕ управляющи. Ытти банк тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех? Ю.Бычковский вĕсемшĕн яваплă мар, апла пулин те çак çивĕчлĕх вĕсене аплах пырса çапман-тăр, мĕншĕн тесен шăпах Перекет банкĕн клиентсен йышĕ питĕ пысăк, ĕç укçи тÿлемелли проектсем те нумай.

Тенкĕ йÿнелнĕ май Перекет банкĕ уйрăм çынсен вклачĕсем тăрăх процент виçисене ÿстерме йышăннă. Вклад тенкĕпе е долларпа, европа пулнине кура - 3,6 процент пункчĕ таранах. Çавна май журналистсем кăсăкланчĕç: кредитсен процент виçисем те пысăкланмĕç-и? Ю.Бычковский каланă тăрăх - хальлĕхе кунашкал йышăну çук, «мĕнле ĕçленĕ - çавăн пекех ĕçлетпĕр». Банк уйрăм çынсене кредит пама пăрахнă тени те тĕрĕс мар. Пачах тепĕр майлă - юлашки вăхăтра кредит парасси ÿснĕ. «Ипотекăна илес тĕк - эпир панă кредитсен виçи 700-750 млн тенкĕпе танлашатчĕ. Декабрьте вара 1 млрд тенкĕрен те иртетпĕр пуль», - пĕлтерчĕ управляющи.

Автосалонсенче машинăсене туянса пĕтернĕ, йÿнĕрех хваттерсем те сутăнса пĕтнĕ теççĕ, апла тăк халăх кредитпа мĕн тăвать? Ю.Бычковский, паллах, кашни çыншăн хуравлаймасть, анчах ипотека илеççĕ тĕк - вăл, паллă, çурт-йĕр валли. Потребитель кредичĕсем - йăлари тĕрлĕ техника туянма, ытти валли.

Кирек мĕнле пулсан та Юрий Борисович çак лару-тăрăва ăнланса йышăнма ыйтать: «Укçа илес текенсемшĕн чăрмав пулмĕ. Банкоматра укçа çук тăк - банк уйрăмĕсенчи операционистсенчен ыйтма пулать, вĕсем пластик карточка шучĕсем çинчи укçана пĕр чăрмавсăр тÿлĕç. Паян кăна филиалсенче пултăм - ĕçлеççĕ, пирĕн карточкăсене лавккасенче те таваршăн тÿлеме йышăнаççĕ. Ăçта йышăнмаççĕ - ку çав лавккасен совеçĕ çинче пултăр».

Çивĕчлĕхе сирес тĕллевпе банк уйрăмĕсен ĕç режимне те улăштарнă - 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Пысăк офиссем - 21 сехетченех. Çийĕнчен вĕсен алăкĕсем кану кунĕсенче те уçă пулĕç.

Ю.Бычковский çак çивĕчлĕх вăраха пымасси пирки иккĕленмест, укçа илес тĕлĕшпе чăрмав çуккине курса ĕненнĕ хыççăн халăх хăй тĕллĕнех лăпланĕ. «Лăпланĕ те - темиçе кунран укçине банка каялла йăтса килĕ...» - шÿтлерĕç журналистсем.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.