Комментари хушас

22 Раштав, 2014

«Вăл манăн асаттене вĕлереймен...»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕсенче пуç хунă тепĕр 172 çар çынни Орел облаçĕнчи Кривцовăри мемориал территорийĕнче яланлăхах канăç тупрĕ.

70 çула яхăн каялла тăшмана малалла ярасшăн мар çапăçса вилнĕ паттăрсене утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче çар сумĕпе чысласа юлашки çула ăсатрăмăр. Федерацин суд приставĕсен службин пуçарăвĕпе Орел облаçне нимĕç фашисчĕсенчен тасатнăранпа 71 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Асăну вахти-2014» акцин ĕçне пĕтĕмлетнĕ чухне пулчĕ ку. Çĕр-шыври 40 регионтан тата чикĕ тулашĕнчен килнĕ шыравçăсен ушкăнĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн суд приставĕсен службисен Чăваш Енри управленийĕн /ФССП/ 9 сотрудникĕнчен тăракан «Патриот» шырав ушкăнĕ те акцие хастар хутшăнчĕ. Унăн ертÿçи - ФССП управленийĕн ĕçченĕ Сергей Квасов. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче хаяр çапăçусем пынă вырăнсенче пирĕн отряд та /йышра - эпĕ те/ ятсăр вил тăприсене тупрĕ.

Сăмах май çакна та каласа хăварассăм килет. Вăрçă тухнă кун, çĕртмен 22-мĕшĕнче, Канаш районĕнчи Хучель ял тăрăхĕсенчи Алешево ялĕн масарĕнче пытарнă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн икĕ хут кавалерне, Днепр урлă каçнă, Варшавăна ирĕке кăларнă, Берлина штурмланă Андрей Тимофеевич Алексеев аслă лейтенанта, манăн асаттене, хисеп туса-асăнса РФ Оборона министерствин ячĕпе палăк лартрĕç.

1941 çултан пуçласа 1946 çулччен çар тумне хывман Брянск тата Пĕрремĕш Белорусси фрончĕсен 47-мĕш армин стрелоксен 132-мĕш дивизийĕн 425-мĕш артиллери полкĕн радиотелеграфисчĕ. А.Алексеев - 1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи февральччен Муромри çар çыхăнăвĕн училищин курсанчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ хыççăн - Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнчи артиллери полкĕн 425-мĕш дивизионĕн çыхăну управленийĕн пуçлăхĕ.

Палăка уçнă чухне Канаш хулипе Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Ю.Барышов подполковник асаттен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен тĕплĕ каласа кăтартрĕ, унăн мăнукне тата кĕçĕн мăнукне тăван çыннăмăрпа çыхăннă сăн ÿкерчĕксене пачĕ, манăн ывăлăма «Пулас офицера» тесе хăйĕн карттусне парнелерĕ. Çак самант манăн тата ывăлăмăн асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Палăка вырнаçтарса лартнă хыççăн асатте пилĕпе эпĕ шыравçăсен ушкăнĕпе инçе çула, Орел облаçне, тухса кайрăм.

... 1941 çулхи декабрьтен пуçласа 1942 çулхи февральччен Брянск фрончĕн çарĕсем Болхов тата Орел хулисем еннелле йывăррăн куçса пынă, Хĕвел анăç фрончĕпе пĕрле нимĕçсен «Центр» çар ушкăнĕн чĕрĕ вăйĕпе техникине пĕтерме пулăшнă. «Вилĕм айлăмĕ» тенĕ Ока тата Зуши юхан шывсен хушшинчи лапама. Икĕ çула яхăн çав тери йывăр çапăçусем пынă ку тăрăхра. Çакăнта çĕр пин ытла салтакпа офицер пуç хунă е хыпарсăр çухалнă.

Халĕ те кунта вăрçăран юлнă тимĕр-тăмăр сапаланса выртать. Эпĕ те снаряд ванчăкне асăнмалăх илтĕм. Ачасем шÿтлеме те пăхрĕç: «Кун пекки кунта - пайтах. Пĕтĕмпех илсе каяймăн...» Анчах ку маншăн - пĕрремĕш. Вăрçăн пĕрремĕш ахрăмĕ.

Шыравăн малтанхи кунĕнче эпир нимĕçсем тăнă вырăна тĕпчерĕмĕр. Ăна унччен те пĕр хут кăна чавса пăхни тÿрех палăрчĕ, çапах тутăхнă çар хатĕрĕ сахал мар тупрăмăр. Манăн тĕле хамăрăн çурăлман «РГД» граната лекрĕ. Тĕлĕнмелле: çавăн хыççăн хăрушлăх туйăмĕ темшĕн сирĕлчĕ.

Тепĕр кун Чĕмпĕртен çитнĕ отрядпа хĕрлĕ армеецăн юлашкийĕсене чавса кăлартăмăр. Шел, «вилĕм медальонĕ» /салтаксем çапла ят панă/ пушă. Камне палăртаймарăмăр. Юнашар - патронсем, паттăрăн япалисем. Вăл вăхăтри укçа та аванах упраннă...

Пирĕн çулçÿрев ăнăçлă пулчĕ. Болхов район администрацийĕн пуçлăхĕ Асăну вахтине хутшăннă кашни шыравçăна сăваплă ĕçшĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

ФССПăн Чăваш Енри управленийĕн «Патриот» отрячĕ вилнĕ пĕр салтакăн юлашкийĕсене, пысăк калибрлă темиçе снаряд, граната, патронсемпе гильзăсем тата ыттине /çар тумтирĕ, укçа, сапер кĕреçи.../ тупрĕ. Çакăнти çĕре кăштах илесшĕнччĕ, анчах шыравçăсем мана нимĕçсен патронне илме ÿкĕте кĕртрĕç: «Вăл манăн асаттене вĕлереймен...»

Юлашкинчен отряд йышĕпе паллаштарăп. Вĕсем - суд приставĕсен службин республикăри управленийĕн ĕçченĕсем: Григорий Григорьев, Тимур Галимов, Сергей Тимофеев, Инна Максимова, Раиса Павлова, Ирина Быкова, Анастасия Зеленова. Хам çинчен каларăм ĕнтĕ.

Родион АРХИПОВ,

наци радио ĕçченĕ.

Шупашкар хули.

Автор архивĕнчи сăнÿкерчĕксем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.