Комментари хушас

18 Раштав, 2014

«Тетте» те çырăнчĕç, «Тантăша» та манмарĕç...

«Хыпар» Издательство çурчĕн черетлĕ кунĕ Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Чи малтанах ырă тĕслĕх кăтартса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович Никитин «Тантăш» хаçатпа «Тетте» журнал çырăнчĕ.

- Мĕн ĕлĕкех вулаканăн тавракурăмĕ анлă та пысăк пулнă. Паянхи ăрăвăн та çавăн пек пулмаллах, - çирĕплетрĕ пуçлăх журналистсемпе калаçнă май.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ольга Петровна Сапаркина та çулталăк çурăри Артурпа Культура çуртне çитрĕ.

- Хам та хаçат-журналпа туслă. Ачасене те чун апачĕсĕр хăварас килмест. Пĕчĕк Артурпа виççĕмĕш класра вĕренекен Владик валли «Тетте» журнал хаваспах çырăнтăм, - терĕ икĕ ача амăшĕ кăмăллăн.

Тивĕçлĕ канăва тухнă Галина Яковлевна Ефремова та ятарласа хатĕрленĕ çырăнтару сĕтелĕ патне пырса тăчĕ. Вăл «Тантăш» çырăнассине пĕлсен почта ĕçченĕ:

- Çиçтĕпере пурăнакан мăнукусем валли-и? - терĕ кăсăкланса.

- Э-э-э! Çук, вĕсем хăйсем те илсе тăраççĕ çак хаçата. Юратнă кăларăмĕ хам адреспах çиттĕр. Эх, ĕлĕк, çамрăк чух «Пионер сасси» хаçат килессе епле кĕтеттĕмĕр те, паян та çавăн пекех эпĕ. Унччен те «Тантăш» манăн чи çывăх юлташ пулнă, малашне те ăна алăран ямăп. Уйрăмах мана «Аслă Çĕнтерÿ: 70 çул» рубрика килĕ-шет. Салтак çырăвĕсем куçран куççуль кăлараççĕ. Вăрçă тенĕрен, аттен пиччĕшĕпе шăллĕ, Григорий Романовичпа Тимофей Романович Романовсем, фронтра тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Тимофей пичче вара ултă çул тыткăнра пулнă. Унта та терт-нушине самаях курнă вăл. «Киле тĕрĕс-тĕ-кел таврăнас шанчăк сахал», - тесе кулянса пурăннă вăхăтра сасартăках лару-тăру улшăннă. Украина хĕрĕ тыткăнран çăлăнма пулăшнă. Тав сăмахĕ каланă чăваш каччи ăна. Яш тăван тăрăха васканă. Вăл тĕп килĕн алăкне уçса кĕрсен, пурин куçĕ те савăнăç куççулĕпе тулнă. Кăштахран салтак Украина хĕрĕшĕн тунсăхланине туйнă, вăхăта сая ямасăр ăна шырама тухса кайнă. Шел, ĕç ăнман унăн. Хăйне пурнăçра пысăк пулăшу паракана урăх ниçта та тĕл пулайман», - терĕ вăл шухăша путса.

Галина Яковлевнăн мăшăрĕ те хаçат-журнал, кĕнеке вулама кăмăллать.

- Килес çул вăл та ман пекех «Тантăша» юратса вуласса шансах тăратăп-ха, - терĕ Галина Яковлевна.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрмар районĕ, Вăрмар.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Артур Сапаркин - «Тетте» пукане ыта- мĕнче.

 

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.