Комментари хушас

18 Раштав, 2014

Çĕршывăн пĕчĕк хуралçисен пысăк ăмăртăвĕ

Нумай пулмасть Канаш хулинче Раççей Геройĕсен кунне халалласа «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» республика слечĕ иккĕмĕш хут иртрĕ.

Йĕпреç районĕн чысне Çăкалăхри вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хÿтĕлерĕç. Вĕсене А.И.Кошелев вĕрентекен хатĕрлерĕ. Тупăшăва пурĕ 9 ушкăн хутшăнчĕ. И.Иванов - командир, П.Максимов, В.Никифорова, Д.Ананьев, А.Орлов, Э.Раков, С.Орлов, А.Максимов, С.Сейфуллин, М.Никитина, В.Алексеева, М.Кошелева тăван шкул чысне çÿле çĕклессишĕн маттуррăн тупăшрĕç. Командăсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Чи малтанах «Статен и строен — уважения достоин» номинацире стройпа утса ăмăртрĕç. Çăкалăх вĕренекенĕ- сем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Слета хутшăнакансем маларах «Паттăрсем пек пулма тăрăшар» конкурс валли видеоролик хатĕрлесе янăччĕ. Ĕçĕн тĕллевĕ - хамăр тăрăхри пограничниксен паттăрлăхĕ пирки материал тăвасси. Т.Г.Галкина вĕрентекен хатĕрленĕ видеоролик 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Виççĕмĕш конкурс «Пăшалпа усă курасси» номинацире иртрĕ. Автомата сÿт- се пуçтарассипе, пăшалтан тĕл перессипе, автомат магазинне патронсемпе пушатса тултарассипе Çăкалăхсем 2 тата 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Кун хыççăн - эстафета. Пĕрремĕш медпулăшăвĕ парассипе, ОЗК тăхăнассипе, патрон тултарнă ешчĕке пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарассипе ачасем хастаррăн тупăшрĕç. Çăкалăх шкулĕн вĕренекенĕсем ку ăмăртура 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Çавăн пекех командăсем кĕрешÿ мелĕсене те кăтартрĕç. Ушкăнсем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн тÿресем пĕтĕмлетÿ турĕç. 1-мĕш вырăна Канаш хулинчи 10-мĕш шкул, 2-мĕш вырăна Канаш районĕнчи Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкул команди йышăнчĕ. Çăкалăх шкулĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çак çитĕнÿ вĕсем Раççей Геройĕ Л.С.Константинов ятне çÿллĕ шайра тытнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çитес çул республика слечĕ Вăрнар районĕнчи Калининори вăтам шкулта иртĕ.

Тĕрлĕ районтан килнĕ командăсем слет çÿллĕ шайра иртнине, йĕркелÿ комитечĕ аван ĕçленине ырларĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе пур командăна та Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Юлия КОШЕЛЕВА,

вĕрентекен.

Йĕпреç районĕ,

Çăкалăх шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.