Комментари хушас

17 Раштав, 2014

Юрий Мясников: «Пурăнас тени - ĕçлес тени»

- Ĕçлесен ялта та питĕ лайăх пурăнма пулать. Шалупа вăхăтра тивĕçтеретпĕр. Утă-улăм, тĕш тырă кирлĕ-и? Тархасшăн. Выльăх тытма, какай туса илме никам та кансĕрлемест. Сысна илсе ÿстерес тесен пасара та кайма кирлĕ мар. Вырăнтах пур. Кăçал 11 уйăхра 1079 çура илтĕмĕр. Кашни тĕп амаран - 29 пуç. Талăкра 600 грама яхăн ÿт хушса пынă вĕсем, - тет Елчĕк районĕнчи «Рассвет» хуçалăх председателĕ Юрий Мясников. - Пурăнас тени - ĕçлес тениех. Пурнăçа ÿпкелесе алă усса ларсан хулара кăна мар, ялта та тăранаймăн.

Районти чи лайăх пилĕк хуçалăх шутĕнче вĕсем. Тĕш тырă туса илессипе кăçал та пĕлтĕрхи пекех пĕрремĕш вырăна тухнă. Кашни гектартан вăтамран 32,7 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Тĕш тырăпа выльăх апачлĕх культурăсен вăрлăхне тăтăшах çĕнетсе тăнин, çĕре пĕлсе ĕçленин, унăн пулăхлăхне ÿстерсе пынин кăтартăвĕ ку. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне те кунта кашни виçĕ çултан сухаласа тепĕр хут акса хăвараççĕ. «Пушă выртакан çĕрсем çук-и?» тесе хуçалăх ертÿçине кăштах кÿрентертĕм те курăнать. «Ĕмĕрне те пулман. Хура пусă хăвармалăх та. Ĕçлемен çĕрсем Аслă Таяпа тăрăхĕнче пурччĕ. Халĕ вĕсен 250 гектар çĕрĕпе эпир усă куратпăр. Кĕр тыррисен пĕр пайне унта акса хăвартăмăр та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара хуçалăхăн 1528 гектар çĕр. Сухаланмасăр юлаканни, çум курăкĕ ашкăрса лараканни çук».

– Çĕр пайне каялла илес текенсем пулман-и? - ыйтатăп каллех.

- Çĕр вăл ĕçлекене юратать. Манăн çĕр пур теме пĕлетĕр-и хăçан лайăх? Хĕлле. Сĕтел хушшинче ĕçсе-çисе ларнă вăхăтра «манăн çавăн чухлĕ çĕр пур» теме. Çулла ун çинче çĕрĕн-кунĕн чакаланмалла. Халăх çакна лайăх ăнланса илчĕ.

Хуçалăх тилхепине тытиччен бригадирта, чылай çул агрономра ĕçленĕ Юрий Вячеславович. Тăрăн, Кипеç уй-хирĕнчи хăш лаптăк хăçан пулса çитессе, мĕнлерех культурăна юратарах панине куç хупса тенĕ пек пĕлет. Унччен çак хуçалăхра тăрăшнă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономне Валерий Васильевич Кириллова хăйне çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхне вĕрентсе хăварнăшăн паян кунччен ырăпа асăнать.

«Рассвет» хуçалăх аш-какайпа сĕт туса илессипе те маттуррисенчен пĕри. 700 яхăн сысна тытаççĕ. Вăрнарти тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх - 505 пуç, вăл шутран сăваканни - 170. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр ĕнерен вăтамран 5361 кг сĕт суса илнĕ. Çулталăк вĕçнелле ку хисеп 6 пин патнелле капашĕ. Хуçалăхри 11 пуç лашана ятарласа ял çыннисем валли тытса тăраççĕ. Çĕрулми йăранĕ шырмалла-и, тырă турттарса килмелле-и е ытти вак-тĕвек ĕç тумалла-и - лаша енчен чару çук.

- Пĕрне ырласа теприне хурламалли çук, пурте тăрăшаççĕ. Дояркăсем, выльăх пăхакансем, механизаторсем - кашни хăй ĕçне пĕлсе пурнăçлать, - тет хуçалăх председателĕ. Хальхи вăхăтра механизаторсем пăру витин тăррине улăштараççĕ-мĕн. Çапла, çулла трактор-комбайн çÿретеççĕ, хĕлле пуртă-пăчкă вылятаççĕ.

Ĕçлекенсене санаторире кантарма та майсем тупаççĕ кунта. Икĕ çын сывлăхне çирĕплетсе таврăннă та ĕнтĕ. Çак кунсенче тата виççĕшĕ каяççĕ. Путевкăн çур хакне хуçалăх тÿлет.

- Çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма пуçлани савăнтарать, - малалла тăсать сăмахне ертÿçĕ. - Механизаторсем хушшинче табак туртакансем те юлмарĕç темелле. Пĕр-иккĕн пур-и, çук-и? Хам та туртаттăм-ха, юлашки вăхăтра çăвара хыпман. Çынран та аван мар. Урă та сывă пурнăç йĕркинчен ырри мĕн пултăр ĕнтĕ. Чи пахи вара - çакна çын хăй пуçĕпе хăй ăнкарса илни.

Лайăх пурăнассишĕнех пур хуралтăна, техника таврашне çĕнетсех тăраççĕ «Рассвет» хуçалăхра. Гараж, арман, пилорама, юсав мастерскойĕ, тырă ампарĕсем, витесем – пурте юсавлă. Аслă ăру йĕрне çамрăкки малалла такăрлатать. Хуçалăхра ĕçлекенсем хушшинче 30 çула çитменнисем пурри савăнтарать. «Вуннăн та пулĕ, ытларахăшĕ - механизатор» - терĕç. Сăмах май, Юрий Мясниковăн аслă ывăлĕ те, ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнăскер, иккĕмĕш çул тăван хуçалăхра водительте вăй хурать. Кĕçĕнни те пиччĕшĕ пекех çуллахи каникулта тăтăшах комбайнерсене пулăшать. Кăçал вăл та аслă шкултан вĕренсе тухать. Чунĕ çĕр патнех туртать, анчах малтан салтака кайса килесшĕн.

Хуçалăх çĕрĕсене вăрман пусмасан, карта-вите тулли пулсан, ĕç шавĕ татăлмасан, ватти йĕрĕ çине çамрăкки тăрсан ял пурăнать. Тăрăнпа Кипеçсен шăпах çапла темелле.

Елена Николаева.

Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем.

Нина Ивановăпа Маргарита Сергеева дояркăсем
Тĕп инженер Николай Енедеров Наталия Яковлева бухгалтер
Выльăх пăхакансем Николай Лаптевпа Вячеслав Егоров Ферма заведующийĕ Анатолий Григорьев
Сергей Афанасьев водитель Сергей Баймушкин тракторист
 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.