Комментари хушас

17 Раштав, 2014

Куравра - хурçă утсем

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн куçса çÿрекен «Хурçă ут» куравĕ уçăлнă.

Трактор музейĕн директорĕ Альберт Сергеев хăй ертсе пыракан учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе паллаштарнă, виртуаллă видеоэкскурси кăтартнă. Кураври плакатсемпе картинăсем хамăр çĕршывра тата тĕнчере трактор тăвасси епле вăй илсе пынине сăнласа параççĕ. Экспозицире çавăн пекех Раççейре тата чикĕ леш енче 20-мĕш ĕмĕрте туса кăларнă тракторсемпе радио хумĕпе ĕçлекен техникăна та курма пулать.

Трактор историйĕн музейне «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕ Михаил Болотин пуçарнипе 2011 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче уçнă. Паян вăл культура учрежденийĕ кăна мар, вĕрентÿпе ăслăлăх центрĕ пулса тăнă.

А.ПЕТРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.