Комментари хушас

16 Раштав, 2014

Йывăç хакĕ пĕрешкел мар

Вăрмантан хамăр вăйпа çемçе çулçăллă йывăç касса кăларас тетпĕр. Хакĕпе паллаштараймăр-и?

Е.СТЕПАНОВ.

Канаш районĕ.

Стройматериал шутланакан вăрман культурисен хакне ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ. Вăл йывăç мăн, вăтам е вĕтĕ пулнинчен, мĕнле разряда кĕнинчен килет. Сăмахран, çавна кура хурăна /кашни кубла метра, хуппине сÿнине/ - 34,27-124,7, çăкана, хура çирĕке, йĕлмене - 20,74-74,88, ăвăса, шурă çирĕке, тиреке 6,62-23,9 тенкĕлле сутаççĕ. Юман, вĕрене, каврăç 257,76-934,85 тенкĕ тăрать.

Вутлăх хыр /кашни кубла метрĕ, хуппипе/ - 4,9-6,62, лиçвак, чăрăш, шур чăрăш - 4,9-6,62, юман, вĕрене, каврăç - 19,58-28,22 тенкĕ. Хурăна - 6,05-19,58, çăкана, хура çирĕке, йĕлмене - 1,73, ăвăса, шурă çирĕке, тиреке 0,58 тенкĕлле туянаççĕ.

Иван ИСАЕВ,

ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.