Комментари хушас

16 Раштав, 2014

«Хыпар» хаçат питĕ килĕшет

Эпир «Хыпар» хаçата тахçантанпах çырăнса илетпĕр. 10 çул та пулĕ е ытларах та. Çитес 2015 çул валли те çырăнтăмăр.

«Хыпар» хаçат питĕ килĕшет, çавăнпах нумай çул хушши çырăнатпăр.

Геннадий Максимова манран пысăк салам. Вăл мана вăрçăра вилнĕ атте çинчен çырма, пичетлеме пулăшрĕ. Тата Роза Власовăна та пысăк салам. Мĕнле пултаруллă корреспондент! Ăçтан ĕлкĕрет-ши? Унта та, кунта та çитет. Статйисем питĕ интереслĕ тата. Эпĕ 77-ре, упăшкапа иксĕмĕр пурăнатпăр. Пирĕн пĕртен-пĕр ывăл 13 çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чуна йывăр пулса килсен библиотекăна, хушăран чиркĕве çÿресе лăпланатăп. Кăçал Каçал ен 75 çул тултарнă ятпа сăвă çыртăм. Эпĕ Сиккасси хĕрĕ пулнă. Ку сăвăра пĕтĕмпех ача чухнехи пурнăçа сăнласа аса илсе çыртăм.

Каçал Енĕм, савнă ялăм

Каçал Енĕм, савнă ялăм,
Юрататăп эп сана.
Пĕтĕмпех эп астăватăп,
Ман асра пĕр эс кăна.
 
Астăвап: пасар кĕрлетчĕ,
Çаврăнатчĕ карусель.
Çаврăнмасть паян вăл темшĕн.
Çаврăнмасть-çке, питĕ шел.
 
Ачасем сутатчĕç мăйăр,
Çырлине те хăш чухне.
Ĕçлесе укçа тăватчĕç
Туянмалăх тетрадьне.

 

Вăрманпа çуран утаттăм
Каçала Сиккассинчен.
Шикленмен пачах та эпĕ
Вăрманти чĕрчунсенчен.

 

Çулсерен эс, Каçал Енĕм,
Çĕнелетĕн куçкĕрет.
Çĕнĕ шкулĕ те илемлĕ.
Хăй патне ялан чĕнет.
 
Ав, лере çĕн çурт çĕкленчĕ
Таврана илем кĕртсе.
Чиркĕве кунта васкаççĕ
Ваттисем те çамрăксем.

 

Каçал Енĕм, савнă ялăм,
Пурăнар-ха савăнса.
Иксĕлмест телейĕм манăн,
Каçал Енĕм, эс пулсан.

Зоя СЕДОВА.

Комсомольски ялĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.