Комментари хушас

13 Раштав, 2014

Çĕнĕ юрпа - çĕнĕ юрă

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ 90 çула çитрĕ. Çавна май унăн пултарулăх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Унта çавăн пекех ансамблĕн директорĕ Ольга Королькова, тĕп балетмейстерĕ Людмила Нянина тата фольклор тĕпчес енĕпе палăрнă ăсчах, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Александр Осипов хутшăнчĕç.

Ансамбль утса тухнă çул наци искусствинче тарăн йĕр хăварнă, хăйĕн сăн-сăпачĕпе палăрма пултарнă.

Юрий Васильевич коллективăн хальхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах тапратиччен иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсене аса илчĕ. 1920 çулхи çурла уйăхĕнче Ф.П.Павлова Шупашкарти тĕп чăваш педтехникумне чĕнсе илнĕ. Вăл кунта йĕркеленĕ хор хулари ытти коллективсен хушшинче хăйĕн репертуарĕн нацилĕхĕпе, юрăçсен ăсталăхĕпе, чĕрĕлĕхĕпе палăрса тăнă. Репертуарта 40 яхăн халăх юрри пулнă. Павлов хорăн пуласлăхĕ пысăк пуласса шаннă. «Чăвашсен профессиллĕ хорĕ тата наци пĕлтерĕшĕ» статьяра вăл: «Енчен пĕтĕмпех çапла пулсан, чăвашсен профессиллĕ яланхи хорне йĕркелесси - çут ĕçĕн черетлĕ ĕçĕ», - тенĕ. Çапах та 1924 çулччен, асăннă ĕçе В.Воробьев пуçăниччен, чăваш хорĕ юрлама юратакансен кружокĕ пек çеç çÿренĕ. Профессиллĕ коллектива Чăваш патшалăх хорĕ ят панă, унăн репертуарне чăваш халăхĕн çĕнетнĕ юррисем, композиторсен произведенийĕсем кĕнĕ. Вăл ялсене, хулари çынсем патне май çитнĕ таран тухса çÿренĕ. Çакă çеç-и? Атăл тăрăхĕнчи пысăк хуласенче, Мускавра, Ленинградра хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Халăх искусствине тĕнчене кăларнă, çав вăхăтрах коллектив хăй те ытти культурăпа çывăхланнă.

Чăваш патшалăх хорĕ 1936 çулта СССРти халăхсен хорĕсен Пĕтĕм Союзри олимпиадине хутшăннă, çав çулах Пĕтĕм Союзри радиофестиваль премине те тивĕçнĕ.

1939 çулта хортан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ туса хунă. Ăна А.Г.Орлов-Шуçăм ертсе пыма пуçланă. Хорпа пĕрлех наци хореографийĕ те ура çине çĕкленме пуçланă. Вăрçă çулĕсенче пĕр хушă ĕçлеме май килмен пулсан, 1942 çултан пуçласа республика тăрăх, 1943 çулта Брянск, Калинин фрончĕсене çитсе концертсем кăтартнă. Вăрçă çулĕсенчех коллектива Ф.М.Лукин /1942-1957/ ертсе пыма пуçланă. Г.С.Лебедев вара вăтăр çул ытла /1943-1973/ хормейстерта ĕçленĕ. Çак чаплă композиторсем хăйсен пултарулăхне ансамбльпе çыхăнтарни унăн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă.

1976 çулта коллектива Ю.В.Васильев ертсе пыма пуçланă. Унпа пĕр вăхăтрах хормейстерпа балетмейстер та улшăннă. Çав вырăнсене Г.Егоровпа А.Ангарова çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ăрăва мĕн тивĕçтерсех кайман? Чи малтанах репертуар. Унăн программи ытларах вырăс тата эстрада юррисенчен тăнă. Халăх юррисен тĕпчевçисемпе çыхăну тытса ĕçлеме пуçлани ăнăçу кÿнех. Часах «Чăваш такмакĕсемпе ташшисен кăшăлĕ», «Улахра» сюитăсем çуралнă. Унтан - ыттисем. Ансамбль çав вăхăтрах чăваш композиторĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Ку енĕпе А.Никитин, Н.Казаков, А.Осипов, Ю.Григорьев, Л.Чекушкина, А.Васильев, О.Трифонов ячĕсене палăртса хăвармалла.

Ансамблĕн паянхи пурнăçĕ йăлтах пирĕн куç умĕнче темелле. Вăл темиçе хут та ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçсе çĕнĕ программăсемпе савăнтарчĕ. Ваттисем калашле, çĕнĕ юрпа кашнинчех çĕнĕ юрă янăрать. Репертуарти ахах-мерчен номерсемпе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи вуншар патшалăх халăхне паллаштарнă. Чăваш юррисемпе ташшисене Франци, Египет, Швейцари, Япони, Сири, Китай, Итали, Испани тата ытти çĕршывра пурăнакансем курса киленнĕ. Кăçал чăваш юрă-ташă ăстисем Америкăна, унтан Грецие çитсе килчĕç.

Коллектив ЧР Пуçлăхĕн гранчĕн укçипе Çĕнĕ вокалпа хореографи композицийĕ хатĕрлерĕ. Кунта - Пушкăртстанра пурăнакан йăхташсен фольклорĕ. Темиçе ярăмран - «Шур Атăл кĕввисем», «Пур тăван та пухăнсан», «Слакпуç туйĕ» тата ыт.те - тăрать вăл. Халăх юррисене Зинаида Козлова, Александр Осипов илемлетнĕ, ташшисене Людмила Нянина, Виктор Шершнев лартнă. Режиссерĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов.

90 çул - паллă çул. Ăна тĕплĕн хатĕрленни куçкĕрет. Юрăпа ташă ансамблĕн чаплă солисчĕсен юррисене пухса «Чăваш шăпчăкĕсем» диск кăларнă. Хор валли çырнă ултă ярăм уйрăм дискпа тухнă. Юбилей концерчĕ, вăл декабрĕн 12-мĕшĕнче иртрĕ, ансамблĕн тĕрлĕ çулти репертуарĕнчен илнĕ чи лайăх номерсенчен тăрать. Ĕç çакăнпа вĕçленмест, умра - Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.