Комментари хушас

12 Раштав, 2014

«Хăвăн çăвару мар, урăххи мухтатăр»

Пушкăрт чăвашĕсен юррисене халăх çине кăлариччен театра юратакансем ăна Хорькова хушаматпа кăна пĕлнĕ. «Тăванăм ту айккинче ут çулать» юрра шăрантарма пуçласан вара Елена Шурту ячĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Инçетри ялсенче пурăнакансем те, пуканесен театрне ĕмĕрне ура ярса пусман çынсем те пĕлсе çитрĕç пĕр хăйле çеç янăракан, чуна пырса тивекен хăватлă сасса.

Пушкăртстанри Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ артист тăван çĕрĕнчен 17 çултах тухса кайнă. Анчах тăван тăрăхĕ пирки халĕ те унта пурăннăн юратса, тунсăхласа калаçать. Хăй сисмесĕрех «пирĕн», «сирĕн» сăмахсем тухса каяççĕ унăн. «Сирĕн» текен чăваш çĕрĕнче 30 çул ытла пурăнать пулин те чунĕпе таçта, тĕттĕм вăрмансемпе кĕмĕл çăлкуçсем çийĕн пăсланакан тĕтреллĕ Пăслăк тăвĕсем çинче çÿренĕн туйăнать. Итлер-ха хăйне.

- Шкулта вĕреннĕ вăхăтра яла тăтăшах пукане театрĕ пырса çÿретчĕ. Артист пулас туртăм çавăн чухнех амаланнă. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра каллех театр ушкăнĕ килсе çитрĕ. Хăюлăх çитерсе Раççей халăх артисчĕ Михаил Алексеев патне пырса калаçрăм. Сассăма тĕрĕслесе пăхнă хыççăн хайхи хăйсен театрне пыма хушса хăварчĕ. Эпĕ, çакна илтсе çунатланса кайнăскер, артистсем гастрольтен каялла çаврăнса çитичченех Шупашкара çитсе лартăм. Тÿрех Лидия Толстова вылякан рольсене шанса пачĕç. Ун хыççăн вĕçĕ-хĕррисĕр репетицисем, премьерăсем, гастрольсем пуçланчĕç. Ĕçленĕ хушăрах пукане театрĕн артисчĕсене хатĕрлекен Ярославльти театр училищинчен вĕренсе тухрăм.

 

«Нарспие» кам çырнă?

- Пушкăртран килекен хăнасем ялан манран «Нарспи» спектакле илсе кайса кăтартма ыйтаççĕ. Хам та 25 çул курман тесен ĕненмеççĕ. Ĕненмеççĕ вĕсем Шупашкарта «Нарспи» спектакле лартма пăрахнине. Оперăпа балет театрне мюзикл курма илсе кайма пултаратăп тетĕп. Анчах вĕсем ăна курасшăн мар, халăх йăли-йĕркипе лартнă спектакле ыйтаççĕ. Ĕненмелле те мар Константин Иванов ячĕпе хисепленекен театрта «Нарспи» çуккине. Мускавра Евгений Вахтангов ячĕллĕ театрта «Принцесса Турандот» спектакле 1922 çултанпа лартаççĕ. «Нарспин» те çавăн пекех пулмалла мар-и? Театр умĕнче ларакан Иванов палăкĕ кашни кун куçран пăхни те çакна аса илтермест-ши? «Нарспие» кам çырнă тесе ыйт-ха паянхи ачасенчен. Пĕлменнисем те пур. Çеçпĕл çырнă тесе шухăшлакансем те çук мар. Пĕр шкулта шăпах çапла каланине хам хăлхапа илтнĕрен калатăп. Чăваш чĕлхи те вĕсемшĕн «ухмахла урок» кăна. Хамăра хамăр манса пыни мар-и ку?

 

Кукша пуç чечекĕ мар

- Нарспи тенĕрен, Константин Иванов ăна хирти сарă чечекпе танлаштарнă. Пирĕн патра та çулла улăх-çаран сап-сарă кукша пуç чечекĕпе витĕнет. Çав чечекпе танлаштарман тăр Иванов Нарспие?

- Çук паллах! Пирĕн патри сарă чечеке эпĕ Чăвашра та, ытти çĕрте те курман. Атлас пек сарă вăл. Калама çук хитре! Адонис теççĕ ăна вырăсла. Ун çине чăннипех те ăшă куçпа кăна пăхатăн. Пирĕн тавралăх тĕлĕнмелле илемлĕ. Пачах урăх пурнăç унта, сирĕнни пек мар. Хутлам-хутлам сăртсем. Вĕсем çинче хайхи сап-сарă чечек, сандал тĕслĕ нăкăт çеçки, сарана ÿсет. Сарана мĕн тетĕн-и? Унăн сап-сарă çимĕçĕ çĕр ăшĕнче çитĕнет, сий-сий хупăллăскер, тутлă, ача чух пит çиеттĕмĕр ăна. Чечекĕ мĕнле хитре! Лили пек. Унтах хир хăярĕ, хир суханĕ, хир ыхри, чие йывăçĕ çитĕнет. Пĕрлĕхене курнă-и тата? Варенийĕ мĕнле тутлă. Кашни çулах тăвансем Пушкăртран пĕрлĕхен варенийĕ йăтса килеççĕ.

 

Шуртукасси урамĕ

- Елена Владимировна, Шурту хушма ята та çуралнă вырăнти тусен илемне ытараймасăр илнĕ курăнать?

- Эпĕ Шуртукасси урамĕнче ÿснĕ. Атте ĕне фермине утмалла чух ялан Шурту айне каймалла тетчĕ. Ĕмĕрне çав Шурту айне çÿресех ирттерчĕ. Хисеплĕ ĕçĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçрĕ.

Ту çине капмарланакан кĕмĕл кăлканлă сăртсем, чул çине чул перĕнсе юхакан тăп-тăрă çăлкуç шывĕ, аякри сĕм вăрмансем - ялан куç умĕнче. Çулсем иртнĕçемĕн ача чухнехи ытларах та ытларах аса килет: ирĕклĕ ÿсни, вăйăсене çÿрени. Ман çулхисем вăййа лекеймен, анчах эпĕ аппасен хÿттипе пĕр Аслă вăйăран та юлман. Вĕсем юрланине куç илмесĕр пăхса лараттăм. Аппа сăмахĕсене манса кайсан е такăнсан хăвăртрах хам каласа хураттăм. 8-9 çулта пулнă эпĕ ун чухне. Пĕтĕмпех чуна ларса юлнă. Мăнкун речĕ икĕ эрне пыратчĕ. Пÿрт тулли хăна-вĕрле пуçтарăнатчĕ, анчах пире, вĕт-шакăра, сĕтел çывăхне яман. Аслисем сĕтел хушшинче ваттисене асăнса апат çисе тухсан çеç лекетчĕ мăнкун пăтти.

Мăнук çураличчен, пенсие тухсанах тăван тăрăха каятăп теттĕм. Пилĕк çул каялла мăнук çуралчĕ те шухăшăм улшăнчĕ. Унран хаклăраххи çук халĕ. Вăл ÿссе çитмесĕр те каяймастăп пулĕ ĕнтĕ.

Пенсие тухсан пурнăç тата интереслĕрех иккен. Кашни япала çине урăхларах пăхатăн, виçетĕн: кирлĕ-и, кирлĕ мар-и? Вăл е ку ĕçе пуçăнмалла-и, çук-и? Тĕрĕссине калама юрать-и?

Вильям Шекспир калашле, пĕтĕм пурнăç выляв. Пурте эпир актерсем. Кашни самантра урăх маска тăхăнма пултаратпăр. Пĕр çĕрте апла калатпăр, тепĕр çĕрте çавнах - урăхла. Кашни хăйĕн рольне вылять.

– Юррăрсене пухса кăларма кам пулăшрĕ?

- Диск кăларма Пушкăрт чăвашĕ пулăшрĕ. Мĕн чухлĕ ыйтрăм - çавăн чухлĕ кăларса пачĕ. Мĕншĕн çине тăрсах кăларас терĕм-ха ăна? Çулсеренх Шупашкара республика кунне паллă тума пушкăрт чăвашĕсем килеççĕ. Мĕнле юрăпа килеççĕ-ха вĕсем: «Ан кай, кайăк», «Ташши-ташши, салакайăк ташши» йышшисемпе. Мĕн кайăкĕ? Мĕн ташши? Пирĕн патрисем мар-çке: апла юрламаççĕ те, ташламаççĕ те.

 

Ырри чылай

- Архивра пушкăрт чăвашĕсен юррисем пайтах выртаççĕ, анчах вĕсене ятарласа никам та вĕренмен. Çак ĕçе хам çине илес терĕм. Михаил Кондратьев искусствовед пил панипе, юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи Юрий Васильев ăшă сăмахсем каланипе хавхаланса, çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнтĕм. 2007 çулта «Атте - шурă тăвĕ» диск кăлартăм. Ăнăçлă пулчĕ. Халăх юратса йышăнчĕ. Концертсене çÿресех каймастăп эпĕ. Ун пек тĕллев лартман та. Укçа пухас ĕмĕт нихăçан та пулман. Пушкăрт чăвашĕсен юррисене халăх çине кăларасчĕ кăна тенĕ. Диск тухнă хыççăн Пушкăрт чăвашĕсем хамăр юрăпа килме пуçларĕç. Ăнланса илчĕç: ÿсĕрле юрламалли ахаль-махаль юрăсем кăна мар иккенне, çавăншăн чунтан савăнатăп. Тата хамăрла чаплăран та чаплă тумлансан кăмăл пушшех те тулĕ.

- Шурту сассине пит ырлаççĕ. Людмила Семеновăпа пăтраштаракан çук-и?

- Çакна каласшăн: сана хăвăн çăвару мар, урăххи мухтатăр* хăвăн чĕлхÿ мар, ют чĕлхе мухтатăр. Халăх юратса йышăнни, юрăсене радиопа, телекуравпа çавăрттарни, хаçатра пичетлеме ыйтни - чи пысăк хисеп. Кунран ытла мĕн кирлĕ?

- Ырри чылай-и Чăвашра?

- Кунта Чăваш театрĕ пур. Чăвашла калаçаççĕ. Çав паха. Чăвашра пурăнни те телей. Мăшăрăм Чулхула облаçĕнчи Дивеевăран. Вырăс. Эпĕ - Пушкăртран. Иксĕмĕр те тăван тăрăхран инçе. Эпĕ ун патне кайса пурăнас çук, вăл - ман пата. Чăваш çĕрĕ вара иксĕмĕрĕн мăнтăр кăмăла та çырлахтарать темелле. Кунта паллашнă, кунта тĕпленнĕ.

Елена Николаева.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.