Комментари хушас

12 Раштав, 2014

Тĕрĕк тĕнчинче чăвашсене хисеплеççĕ

Ноябрĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен Азербайджан Республикин тĕп хулинче Бакура тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен иккĕмĕш слечĕ иртрĕ. Хăнасене йышăннă çĕршывăн Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе тĕрĕк халăхĕсен çамрăк çыравçисен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ форума хутшăнма май килнĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртетĕп. Çулçÿревре чуна хăпартлантаракан, малашне тата та хавхаланса ĕçлеме вăй-хăват паракан сăлтав чылай пулчĕ.

28 çула çитрĕм пулин те çак таранччен самолета ларса курманччĕ. "Тимĕр кайăкпа" унччен вĕçнисем самолетра кăмăл пăтранма, хăлхана вăйлă шав кансĕрлеме пултарни пирки асăрхаттарчĕç. Çакна хатĕрленсе чăмлак та туянтăм. Хусан аэропортĕнче самолетсем вĕçсе килнине, кайнине вырăсла-тутарла пĕлтернине итлесе ларнă май мана кирлĕ Боинга пассажирсене лартма пуçланине систерчĕç.

Самолетра - пĕрремĕш хут. Тем тесен те, шиклентерет. Акă командир хăйĕнпе, экипажпа паллаштарчĕ, "тимĕр кайăк" сывлăша хăпарма хатĕррине систерчĕ. Темшĕн шăпах çав самантра 2013 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Мускавран вĕçсе килнĕ чухне Хусан аэропортĕнче Боинг-737 ÿкни, унта пулнă 50 çын, çав шутра Тутар Республикин президенчĕн Рустам Миннихановăн ывăлĕ Ирек, ФСБн Тутарстанри управленийĕн пуçлăхĕ Александр Антонов, Роман Скворцов журналистăн мăшăрĕпе тăван мар хĕрĕ, Гульнара Рашитова шахматистка, пурнăçран уйрăлни аса килчĕ. Хурлăхлă пулăма пуçран кăларас тесе шухăшласа ларнă вăхăтра самолет çăмăллăн çĕкленчĕ. Тĕрĕссипе, унпа усă курма шикленмелле мар. Вăл çĕр çинчи чи хăрушсăр транспорт шутланать... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.